Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Кашни теттен - хăйĕн шăпи

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн культурăпа искусство сферинчи инновацисен проекчĕсен 2012 çулхи республика конкурсĕнче çĕнтернисен хушшинче «Чăваш халăх теттин тĕнчи» те пур. Унăн авторĕ - Раççей, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çĕнĕ Шупашкарти ачасен искусство шкулĕн педагогĕ Татьяна Шаркова.

«Теттесенче - вĕсене хатĕрлес ĕçре, çакскерсен тĕллевĕпе пĕлтерĕшĕнче - ачасемпе çулланнă çынсем, этемлĕх ачалăхĕпе хальхи вăхăт «тĕл пулаççĕ», - тенĕ Раççей Вĕренÿ академийĕн академикĕ Геннадий Волков этнопедагог. Борис Рыбаков академик палăртнă тăрăх - тетте - ачан шухăшлавĕпе чăн пурнăçа çыхăнтаракан кĕпер...

Чăваш ачисен тетти мĕнле пулнă?

Кăсăклантаракан çак тата ытти ыйтăва Татьяна Шарковăн проектĕнче хурав шырарăм. Татьяна Васильевна хăйĕн умне çакăн пек тĕллев лартнă: халăхăн авалхи теттине çĕнĕ пурнăç парнелесси, наци искусствине халăхра сарма пулăшасси, çитĕнекен ăрăва несĕлсен йăли-йĕркипе паллаштарасси... «Мир чувашской народной игрушки» кĕнеке-альбома хатĕрлесе кăларма çăмăл пулманни паллă. Авалхи япаласене шыраса тупасси - ача вăййи мар. Ку енĕпе музейсем пулăшасса шанса Татьяна Шаркова таçта та çитнĕ. Республикăри аваллăх управçисене çеç мар, Питĕрти Раççей этнографи, Сарă ту облаç тавра пĕлÿ, Чĕмпĕр, Хусан музейĕсенче пулнă, тĕл пулнă теттесене ÿкерсе илнĕ. Унсăр пуçне иртнĕ ĕмĕрти 30-50-мĕш çулсенчи теттеллĕ ачасен сăн ÿкерчĕкĕсене пуçтарнă. Проекта пурнăçа кĕртме тĕрлĕ ăрури çынсене пурнăçа кĕртме тĕрлĕ ăрури çынсене /вĕсенчен асли 90 çулта, кĕçĕнни 5-ре/ хутшăнтарнă. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн архивĕнче упранакан тăм шăхличĕ тата шакăртма /XVII ĕмĕр/ - тĕлĕнмелле экспонатсем. Вĕсемпе автор теттесен республика куравĕнче усă курнă. 200 яхăн ĕçрен тăракан выставка Çĕмĕрлере, Шупашкарта, çавăн пекех Красноармейски салинче иртнĕ.

«Мир чувашской народной игрушки» кĕнеке-альбом - ума лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртни. Унăн ум сăмахĕнче филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Егоров Татьяна Шаркова ĕçне çакăн пек хакланă: «Татьяна Васильевна пухнă, реконструкциленĕ теттесем пире канăçсăрлантараççĕ, иртнĕ аваллăха, хресчен культурин историне, атте-аннесен, асатте-асаннесен, хамăрăн ачалăха таврăнма пулăшаççĕ... Кашни экспонатăн хăйĕн шăпи, уйрăмлăхĕ, историйĕ. Çак коллекци валли малашне Чăваш теттин музейĕнче тивĕçлĕ вырăн тупни - питĕ тĕрĕс пулĕччĕ».

Паянхи ачасем авалхи теттесемпе выляса киленмеççĕ. Вĕсен аллинче - чунсăр Барбисем, сывлăха сиен кÿрекен çемçе упа çурисем... Несĕлĕмĕрсем вара пуканесемпе чун йăпатмăш ытти хатĕре таса материалтан - йывăçран, улăмран, пушăтран, шăмăран - хатĕрленĕ. Паллах, иртнине каялла тавăраймăн. Мĕн пуррине упрани, асра тытни, унпа çитĕнекен ăрăва çывăхлатни - мăн-мăн асаттесемпе асаннесем, кукаçисемпе кукамайсем умĕнче пуç тайни.

 



"Хыпар"
13 июля 2013
16:30
Поделиться