Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Кашни картинăра – чун ăшши

Наци библиотекин «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейинче Республика кунĕ умĕн уçăлнă «Савнă енĕм, Чăваш Ен!» курав пирки çырса кăтартассăм килет.

70 яхăн картина унтаS пейзажсем, портретсем, натюрмортсем. Мĕнпе илĕртеççĕ вĕсем кураканаQ Тĕссен вылявĕпе, чĕрĕлĕхĕпе, ăшăлăхпа, черченлĕхпе...

Пĕрин патĕнчен теприн патне утатăп. Кашни шухăша ярать. Акă «Мăнукăм Катя» картина. Илĕртÿллĕ хĕр пĕрчи самантлăха чарăнса тăрса хăйшĕн пĕлтерĕшлине тем каласшăн туйăнать. «Униççе аппан» пурнăçĕ «тулли», унăн та çамрăксене пĕлтермелли пайтах. «Аттепе анне» ĕçре - ÿнерçĕ чи çывăх тăванĕсене пуç тайни, вĕсен умĕнче яланах парăмра пулнине туйса тăни. «Чăваш хĕрарăмĕ» произведени те кашни чăваш пикине çывăх пулĕ. «Автопортретра» - художникĕн хăйĕн чунĕ. Кам-ха вăлQ

Сăмахăм Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Васильев пирки.

Василий Софронович Елчĕк районĕнчи Çуткÿлте 1953 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Ÿкерме ăста йĕкĕт И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ÿнерпе графика факультетĕнче пĕлÿ пухнă. Диплом илсен Комсомольски районне ĕçлеме янă. Хирти Явăшри вăтам шкулта ачасене ÿкерме вĕрентнĕ, каярах районăн ÿнер мастерскойĕн аслă художникĕ пулнă. 1984 çултанпа - район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ.

Курава уçма вара Комсомольскинчен çеç мар, Елчĕкрен те йышлăн хутшăнчĕç. Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Елчĕк район пуçлăхĕ Роза Молодова, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Герман Александров Василий Васильев ÿнерçе юбилейпе, çавна май хăйĕн картинисен ятарлă куравне йĕркеленипе ăшшăн саламларĕç. Шăпах çакăн пек çынсем обществăн тĕрекĕ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх терĕç.

Комсомольски районĕнче çуралса ÿснисен «Кĕтне» ентешлĕх канашĕн ертÿçи Александр Капитонов, Миша Григорян, Николай Енилин, Андрей Анохин, Викентий Лукиянов художниксем тата ыттисем ÿнерçĕ ĕçĕсене пысăк хак пачĕç. Елчĕк районĕнчи Вырăскассинчи «Шанăç» халăх фольклор ансамблĕ вара тăван тăрăхри юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç.

 



"Хыпар"
06 июля 2013
13:52
Поделиться