Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Андриян Николаев ялан пирĕн асăмра

Юнкун Шуршăл çийĕн ир-ирех хурлăхлă кĕвĕ янăрарĕ. Шăп та лăп çак кун, 9 çул каялла, пирĕн ентешĕн– икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ авиацин генерал-майорĕн, СССР космонавт-летчикĕн, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕн чĕрийĕ тапма чарăннă. Вĕçсĕр-хĕрсĕр тĕнче уçлăхĕн паттăрĕ, чăваш Кăйкăрĕ пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Улăп ятне чĕрере упраса кăçал та, йăлана кĕнĕ тăрăх, вăл çуралнă Шуршăл ялĕнче, унăн Мемориал комплексĕн картишĕнче хурлăхлă митинг пулчĕ. Ку митинга Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Ю. Попов, ЧР культурăпа национальноçсен тата архив ĕçĕн министрĕ В. Ефимов, пирĕн ентешĕмĕр, Олимп вăййисен чемпионки Е. Николаева, Сĕнтĕрвăрри район пуçлăхĕ В. Морозов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев, Шупашкарпа Сĕнтĕрвăрри районĕсен çар комиссарĕ Э. Комиссаров, «НамЭКО» ООО ертÿçи А. Никаноров тата ытти официаллă çынсем нумаййăн килсе çитрĕç.

Районти организацисемпе предприятисен, ял хутлăхĕсен представителĕсем, ял-йыш, шкул ачисем, çамрăк космонавтсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Муркаш районĕнчи сывлăха çирĕплетекен «Кĕрен парус» ача-пăча лагерĕнче канакан, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче пурăнакан чăваш диаспорин çамрăкĕсем те пулчĕç.

Митинга уçнă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Андриян Николаев Чăваш Республикишĕн кăна мар, пĕтĕм Раççей çĕршывĕшĕн те, пĕтĕм тĕнчешĕн космоса çул хывакан пионерсенчен пĕри шутланнине палăртрĕ. «Вăл уçнă уçлăх çулĕ ыттисемшĕн такăр, унăн пĕлтерĕшĕ те пысăк. Космос паттăрĕнчен тĕслĕх илмелли те нумай хальхи çамрăксен. Тайма пуç ăна пуриншĕн те. Пирĕн унăн ятне яланах çÿлте тытма тăрăшмалла, ун пек пулассишĕн пур вăй-хала хумалла», – тесе вĕçлерĕ Михаил Васильевич хăйĕн сăмахне.

Андриян Григорьевичăн тăрăшулăхĕпе ĕçченлĕхĕ, унăн çирĕп кăмăлĕпе тÿрĕ чунлăхĕ çинчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Ю. Попов та митингра тухса каларĕ. Паллă ентешĕмĕрĕн, космос улăпĕн хĕрĕ Алена Николаева Чăваш çĕршывне Тăван çĕршыв тесе шутлани чăвашсем хăйсен паттăр ывăлĕпе тивĕçлипе мухтаннине, унпа мăнаçланнине тепĕр хут çирĕплетсе парать. Апла пулсан тĕнче уçлăхне икĕ хут çĕкленнĕ Андриянăн йăх-тĕпĕ малалла пырĕ. Унăн çĕр çинчи тата тĕнче уçлăхĕнчи паттăрлăхĕ пирĕншĕн пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Тен, çавăнпа та-и район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев сăмахĕсем кашнин чуннех кĕрсе вырнаçрĕç. Нумаях пулмасть районта «А. Г. Николаев космонавт çулĕпе» ирттернĕ велочупу та ентешĕмĕре халалланă мероприятисенчен пĕри пулчĕ. Ун пек мероприятисем вара районта чылай ирттереççĕ, вĕсенче кашнинчех çамрăксемпе çитĕннисем те активлă хутшăнаççĕ.

Хурлăхлă митинг хыççăн часавайри А .Г. Николаев вилтăприйĕ çине пуçтарăннисем чĕрĕ чечексем хучĕç, вăл юратнă улăх-çаран чечекĕсем валли те мрамор плитка çинче вырăн тупăнчĕ. Кунта Андриян ячĕпе Григорий атте кĕлĕ ирттерчĕ, митинга хутшăннисем космонавта асăнса çуртасем те çутрĕç. Кайран космонавтăн ачалăх çулĕсем иртнĕ музей- çуртăн интерьерĕпе кĕрсе паллашрĕç.

СССР космонавт- летчикăн Мемориал комплексĕнче Уçă алăксен кунĕ пулнă май нумайăшĕ кунта экскурсире пулчĕç, «Çăлтăрлă Кăйкăр» документлă фильм курчĕç. Çав кунах Шуршăлти вĕрентÿ заведенийĕ умĕнчи лаптăкра «А.Г. Николаев çулĕпе – шкултан çăлтăрсем патне» ятпа асфальт çинче ÿкерчĕксем тăвассипе конкурс пулчĕ. Унта ачасем йышлă хутшăнчĕç, хăйсен ĕмĕчĕсене ÿкерчĕкре кăтартрĕç. Андриян Николаев пек тÿрĕ чунлă та çирĕп кăмăллă ÿссе Шуршăл чапне татах та çĕклеме шантарчĕç.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
06 июля 2013
12:51
Поделиться