Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Андриян Николаев яланах пирĕнпе

Вĕç, вĕç, куккук, вĕç, куккук... Янăрарĕ ĕнер Шуршăлта хурлăхлă юрă. Ку - СССР космонавт летчикăн, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн Андриян Николаевăн юратнă юрри. Утă уйăхĕн 3-мĕшĕ - чăваш халăхĕн мухтавлă та паттăр ывăлне асăнмалли кун. Çак пулăма халалласа Чăваш Енре тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕç.

Андриян Григорьевичăн тăван ялĕнчи митинга Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

«Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет - Андриян Николаев пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа кăçал 9 çул çитрĕ. 2004 çулта вăл Шупашкарта пулнă Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисен тĕп судйиччĕ. Те хумханнипе, те ытла хавхаланнипе - ăмăрту хĕрсе пынă вăхăтрах унăн чĕри тапма чарăнчĕ. Уçлăха хăпарса чăваш халăхĕн ят-сумне çĕкленĕскер хастар та хăюллă, çирĕп чунлă çынччĕ. Хăйĕн умне лартнă тĕллевсене яланах пурнăçлама тăрăшнă, мĕншĕн тесен ĕçе юратса тунă, нимĕнле йывăрлăхран та хăраман. 1962 çулта Павел Поповичпа пĕрле пĕрремĕш хут ушкăнпа уçлăха тухнă хыççăн тепĕр 10 çултан вăл космосра чи вăрăм вĕçевре пулса тĕнче рекордне пурнăçланă. Çавăнпах пулĕ Андриян Григорьевича яланах чи йывăр та яваплă ĕçсене шаннă. Ентешĕмĕрĕн паттăрлăхĕ çамрăк ăрăва хăюллă пулса çитĕнме, Тăван çĕр-шыва юратма хавхалантарать. Унăн ячĕ космонавтика историйĕнче ылтăн сас паллисемпе çырăннă, вăл яланах пирĕн асра юлĕ», - терĕ Михаил Васильевич.

Республика Пуçлăхĕпе пĕрле ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Моисеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева, ЧР культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ Вадим Ефимов Андриян Григорьевичăн вил тăпри çине чечек кăшăлĕсем хучĕç. Унтах ăна асăнса кĕлĕ иртрĕ.

Митинг хыççăн Михаил Васильевич Андриян Николаев палăкĕ умĕнче кĕшĕлтетекен ачасем патне васкарĕ. Кунта паллă ентешĕмĕре халалланă «Мухтавлă çулпа» конкурс иртет иккен. Çамрăк художниксем асфальт çине космос темине çутатакан ÿкерчĕксем туса тупăшаççĕ. ЧР Пуçлăхĕ ачасен ĕçĕсемпе тĕплĕн паллашрĕ, вĕсене яланах пултаруллă та хастар пулма сунчĕ.

Михаил Игнатьев Шуршăлти социаллă объектсене те çитсе курчĕ. Чи малтанах вăтам шкула çул тытрĕ. Унта ăна учрежденири вĕренÿ пÿлĕмĕсене çĕнĕ йышши хатĕрсемпе тивĕçтерни, апатланмăшри меню, шкул çумĕнчи кану лагерĕ епле ĕçлени кăсăклантарчĕ. Ялти информаципе культура центрĕнче те Михаил Васильевича ăшшăн кĕтсе илчĕç. Библиотекăпа клубра ЧР Пуçлăхĕ кĕнеке фончĕпе паллашрĕ, пултарулăх кружокĕсемпе спорт секцийĕсен йышĕпе интересленчĕ.

Çак кун Шуршăлти мероприятисем митинг иртнипех вĕçленмерĕç. Чылайăшĕ Космонавтика музейĕнчи экспонатсемпе паллашрĕ. Андриян Николаева халалланă фильм пăхрĕç, Муркаш районĕнчи «Хĕрлĕ парăс» сиплев лагерĕнче канакан тĕрлĕ регион ачисен пултарулăхĕпе паллашрĕç. Асăну комплексĕн директорĕ Александр Тукмаков каланă тăрăх - çулталăкра музее 50 пин ытла çын çитсе курать, ытларахăшĕ - ачасем. Туристсем те Шуршăл ялне çул хываççĕ, тĕрлĕ регионтан килекен те нумай. Александр Николаевич савăнăçлă хыпар та пĕлтерчĕ: 2018 çулта музей çуртне юсаса çĕнетме тытăнĕç.

 



"Хыпар"
04 июля 2013
12:53
Поделиться