Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Кĕр-кĕрлерĕ Шупашкар районĕ

Авалхи йăлапа çĕр ĕç­ченĕ çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕç­ленĕ хыççăн Акатуй ирттерет. Кăçал районти «Акатуй-2013» уява Тăван тавралăха хÿтĕлемелли çулталăка тата чăваш композиторĕ Г.С. Лебедев çуралнăранпа 100 çул çитнине халалларĕç. Шупашкар район кунĕ тата «Акатуй» Çĕнĕ Тутаркасси поселокĕнче иртрĕ.

Ĕç­ре палăрнисене чысларĕç

Тутаркасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем уява тĕплĕн хатĕрленни куç кĕретех: нумай хваттерлĕ çуртсен фасадне сăрăпа сăрланă, чечексем, клумбăсем лартнă, ача-пăча валли площадкăсем вырнаç­тарнă, çулсене, тротуарсене юсанă. Уява курма Çĕнĕ Тутаркассине халăх лăк тулли пухăнчĕ, кунта ватти те, вĕтти те пулчĕ. Мероприяти «Обряды наших предков», «Цветущий сад» театрализациленĕ представленипе, районти пултарулăх коллективĕсем чăвашсен авалхи йăли-йĕркине кăтартса панипе уçăлчĕ.

Малалла уявăн официаллă пайĕ пуç­ланчĕ, унта Шупашкар районĕнчи производствăра çитĕнÿсем кăтартакансене чысларĕç. Чи малтан Шупашкар район пуçлăхĕ А.М. Исаева сăмах илчĕ: «Мĕн авалтан пирĕн асаттесемпе асаннесем çур аки ĕç­не вĕç­лесен пысăк уяв, Акатуй ирттернĕ. Унта вĕсем пĕр-пĕрне ака-суха пĕтнĕ, çу кунĕсем çитнĕ ятпа саламланă, çавăн пекех юрăсем шăрантарнă, ташланă, пĕр-пĕринпе калаç­са киленнĕ. Паян та Акатуй чăвашсемшĕн чи пысăк наци уявĕ шутланать. Мĕншĕн тесен вăл ĕлĕкхи пурнăçа паянхи кунпа тата малашлăхпа çыхăнтарса тăрать». Çавăн пекех Акатуй чăвашлăха, чăваш чĕлхине, унăн культурине, йăла-йĕркине сыхласа хăварма май панине палăртрĕ вăл. «Ял хуçалăх ĕç­ченĕсен кăтартăвĕсем çĕре питĕ юратнипе, ун çинчи йывăр ĕçе тăрăшса тунипе пулнă. Ака-сухаран уйрăлас марччĕ!» – терĕ Алевтина Михайловна. Шупашкар район администраци пуç­лăхĕ Г.И. Егоров та ăшă сăмахсем каларĕ. Сĕтел çинчен çăкăр татăлманнинче çĕр ĕç­ченĕн тата выльăх çитĕнтерекенĕн тÿпи пысăк пулнине палăртрĕ вăл. Çурхи ĕç­сене мĕнле аван пуç­ланă, малалла та çапла туса пыма сунчĕ. А.М. Исаева тата Г.И. Егоров çур аки пĕтĕмлетĕвĕсене турĕç, ĕç­ре палăрнисене Шупашкар район администрациĕн Хисеп грамотисемпе тата тав хучĕсемпе чысларĕç.

ЧР Пуç­лăхĕн Администрацийĕн ертÿçи А.С. Иванов ял хуçалăхра чи ĕç­ченнисене патшалăх тата ведомство наградисем пачĕ. Пурне те уявпа саламланă май района малалла та ăнăçу сунчĕ: «Ĕçе аван туса пыракан пур пулсан наградăсем хăйсен хуçисене тупаç­çĕ».

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ А.П. Князев çурхи ĕç­сем валли 100 млн тенке яхăн уйăрни пирки каларĕ. Халĕ тухăç туса илесси çанталăкран тата тыр-пула епле пăхса ÿстернинчен килнине палăртрĕ вăл. «Вăхăтра çумăр çутăр, тыр-пула та кая юлмасăр пуç­тарса кĕресчĕ», – терĕ Чăваш Республикинчи ачасен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй В.В. Рафинов. Акатуйра ĕç­ре маттуррисене, çур акинче палăрнисене чысланисĕр пуç­не ача садĕнче хушма ушкăн уç­ма 2 млн та 420 тенкĕ уйăрни пирки калакан Сертификата Тутаркассинчи «Золушка» ача сачĕн заведующине тыттарчĕç. И.Ф. Филиппова «Шупашкар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ятне пачĕç. «Мĕн калас, эпĕ нимĕнле тĕлĕнмелли ĕç те туман. 1953 çултан пуç­ласа 2003 çулччен çул-йĕр мастерĕ пулса тăрăшнă», – тав турĕ вăл награда илнĕ май.

Покрышкăран – акăш

Акатуйра хăнасене Шупашкар районĕнчи пултарулăх коллективĕсем савăнтарчĕç. «Солнечное детство» ача площадкинче аттракционсем ĕç­лерĕç, ачасем валли викторинăсем иртрĕç. Сывă пурнăçа кăмăллакансем вара спорт площадкинче пĕр-пĕринпе алă вăйĕ виçессинче, михĕпе «кĕрешессинче», ирĕклĕ кĕрешÿре, волейболра, мини-футболра, дартсра, юпа çине улăхассинче ăмăртрĕç. Спортпа массăллă мероприятисенче 392 çын хутшăнчĕ.

Уяв площадкинче палаткăсенчен йĕркеленĕ «Ял картишĕ» хула, «Ăстасен ылтăн аллисем» курав-ярмăркка, вĕсенче маç­тăрсем чечек çыххисем хатĕрлессипе, чăвашсен авалхи йăли-йĕркине сăнлакан кăшăл, çуллахи панамка çыхассипе мастер-классем ирттерчĕç... «Ял картишне» районти пур 17 ял тăрăхĕ те хутшăнчĕ. Вĕсем хăйсен кил картисене Тăван тавралăха хÿтĕлемелли çулталăка халалланă. Акă Чăрăшкасси ял тăрăхĕн картишĕнче кăмака та, апат-çимĕç­пе пуян сĕтел, ял пурнăç­не сăнлакан стендсем те вырнаç­тарнă. Çĕньял ял тăрăх картишĕ вара чĕрĕ чечексенчен хатĕрленĕ композицисемпе палăрать, «сунăм чечекĕ» салтак тÿми те пур. Сарапакассисем вара хăнасене сăрапа, тулли сĕтелпе кĕтсе илчĕç. Çырмапуç ял тăрăх картишĕ те хăйĕн илемĕпе тыткăнларĕ. Пĕве хĕрринче саппун çыхнă, çăпата сырнă «кинемей» шур акăш çине «пăхса ларать». Акăшсене кивĕ покрышкăран касса ăсталанă. Çĕньял-Покровски ял тăрăх кил картинчи кулленхи пурнăç­ра усă курмалли йывăç витрепе курка, уйран çÿпçи, çăмран йăваланă калушсемпе тапăчкисем пур. Кÿкеç­сем вара хăйсен картишне Раç­çей Федерацийĕн тава тивĕç­лĕ художникĕн М. Симаковăн чăваш халăх тĕриллĕ япаласемпе илемлетнĕ. Ишексен картишĕнчи чечекленекен пахчана вара икĕ шур акăш «хураллать». Вĕсене те кивĕ покрышкăсенчен хатĕрленĕ. Бассейнра «пингвинпа сысна» çури ишеç­çĕ. Ишлей ял тăрăхĕн картишĕнче «Сад моей мечты», «Живо село – жива Чувашия» стендсем йĕркеленĕ. Бисерпа усă курса çыхнă ĕç­сене вара тытса пăхмасăр чун чăтмасть. Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕн картишне пластмас савăтсенчен туса хатĕрленĕ. Покрышкăран тунă шур акăш та пур кунта. «Эпир çут çанталăка упратпăр, пĕр чĕрĕ япала та усă курман», – теç­çĕ вăрманçĕктерсем. Атайкассисем картише чечексемпе тата тĕрĕллĕ ĕç­семпе илемлетнĕ. Тутаркасси ял тăрăх картишĕнчи апат-çимĕç­пе пуян сĕтел, кашни ял пурнăç­не сăнласа паракан стенд кăна мар, хулăран çыхнă сĕтел-пукан, карçинкка, урайне сармалли тĕртнĕ пир кавир та куçа илĕртеç­çĕ. Шемшерсем тухья-хушпу тенкисемпе тĕлĕнтерчĕç, вĕсем патĕнче те Акатуй иртессине шаннине палăртрĕç. Апаш ял тăрăх картишĕнче йывăç­ран тунă çăл умĕнче катка, хĕвел çаврăнăшсем вырнаç­тарнă. Янăш ял тăрăхĕн кил картинчи урайне хурăн пĕренисенчен каснă çаврашкасемпе илемлетни, пысăк тухья çине Янăш тесе çырни асра юлчĕ. Стенасем çинче тĕрленĕ эрешсемпе картинăсем вырнаç­тарнă. Кăшавăш ял тăрăхĕн кил картине кĕрсенех çĕр чăмăрĕ курăнса ларать, ун çийĕн «шур акăшсем» вĕç­се иртеç­çĕ, çакă çĕр çинче яланах мирлĕ пурнăç пултăр тенине пĕлтерет. Уявра чăваш наци блюдисене те ас тивсе пăхма май пулчĕ.

 



"Тăван ен"
21 июня 2013
13:21
Поделиться