Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Халăхăн тĕп уявĕ

Чăваш наци конгресĕн президиумĕн черетлĕ ларăвĕнче Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне йĕркелесе ирттерсе ярас ыйтăва сÿтсе явнă. Çак уяв çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче тата Юрă уйĕнче иртĕ.

Чăваш ĕçчен тени - тĕнчипех сарăлнă хаклав. Анчах çак сăмахăн пĕтĕмĕшле ăнлавне шута илсех пĕтерместпĕр-ха. Геннадий Волков академик «ĕçчен» сăмах калама çук анлă, ытарлă тетчĕ. Пирĕн халăхшăн ку сăмах çын паттăр та харсăр пулнине те палăртнă. Чи пахи - каннă чухне те чăваш ĕç пирки манманни. Çакăн пек çуралнă та унăн тĕп уявĕ - Акатуй. Ака тунă: çĕр ăшне вăрлăх пăрахса хăварнă. Ĕçе вĕçленĕ хыççăнах халăх акапа суха уявне пухăннă. Ĕмĕртен ĕмĕре пыракан çак йăлана, шел те, туллин пăхăнса пымастпăр. Тепĕр чухне хăш-пĕр тăрăхра /сăмахран, пĕлтĕр Сарă ту хутлăхĕнче/ ир пулакан тырра вырма тухас умĕн те Акатуй ирттереççĕ. Ятне тусан çитет теççĕ-ши?

Совет самани хыççăн малтанхи Акатуй Шупашкарта Чăваш наци конгресĕ, унăн президенчĕ Г.Н.Архипов çине тăнипе, патшалăхран пĕр пус илмесĕр «Шупашкар: 500 çул» паркра çĕнĕрен вăй илчĕ. Пĕрремĕш уявах регионсенчен 500 çын ытла килчĕ. Тунсăхласа çитнĕ йăхташсем чи çывăх йăла-йĕркешĕн. Тавах Шупашкар хула администрацине, иккĕмĕш Акатуя ирттерме вăл пулăшрĕ, укçа-тенкĕ уйăрма тытăнчĕ. Кăçалхине вара республика шайĕпе йĕркелеççĕ.

ЧНК çумĕнчи Ваттисен канашĕн ертÿçи П.В.Ивантаев ларура пуçлăхсен ĕçне халăх уявĕсене еплерех йĕркелени тăрăх хаклама кирлине палăртрĕ.

ЧНК ĕçтăвком председателĕ К.П.Портнов Акатуя регионсенчи чăваш наци культура пĕрлешĕвĕсен пуçлăхĕсем пурте тенĕ пекех килессине пĕлтерчĕ. Çавна май вăл çакăн пек сĕнÿ те пачĕ: вĕсем Шупашкарта пулнипе усă курса канашлу ирттермелле. Конгресăн кăçалхи юпа уйăхĕнчи черетлĕ Аслă Пухăвĕ умĕн тĕрлĕ ыйту сÿтсе явмалла.

 



"Хыпар"
21 июня 2013
13:36
Поделиться