Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Асамлă фотокурав тĕнчинче

2013 çула Çут çанталăка упрамалли çулталăк тесе палăртнă. Çавна халалласах ĕнтĕ ĕнер Кÿкеç­ри «Бичурин тата паянхи самана» музейра «Чĕрĕ çут çанталăкăн илемĕ» фотокурав уçăлчĕ.

Музея маларах çитсе авторпа – Екатерина Ивановна Григорьевăпа – паллашрăм. Вăл – ăшă кăмăллă хĕрарăм, ырă чунлă пулни тÿрех сисĕнчĕ. Тăвай районĕнчи Сăхăтпуç ялĕнче пысăк çемьере çуралса ÿснĕскер вунă ачаран тăххăрмĕшĕ пулнă. Вăл 28 çул ĕнтĕ шкулта кĕçĕн классене ăс парас ĕç­ре тăрăшать. 2006 çултан пуç­ласа вăтам пĕлÿ паракан Ишек шкулĕнче вăй хурать.

Сăн ÿкерме вăл ятарласа ниç­та та вĕренмен, апла пулин те ĕçĕсем самай çÿллĕ шайра. Пĕррехинче Зина аппăшĕ парнеленĕ кивĕ фотоаппаратне çĕмĕрсен хăйне çĕннине, ахальлине, туянать. Çакăн хыç­çăн вăл çут çанталăкри асамлă пулăмсене, çынсен сăнне ÿкерчĕкре хăварма пуç­лать. Пултарулăхĕ унăн сăн ÿкерес ĕç­ре çеç мар, пур енлĕн те анлă: тĕрлеме те ăста, юрлама та, конкурссемпе уявсем ирттерме те. «Чĕрĕ çут çанталăкăн илемĕ» – Екатерина Ивановнăн виç­çĕмĕш фотокуравĕ.

Палăртнă вăхăт çитсен курав залне шкул ачисем кĕпĕрленсе кĕчĕç. Унсăр пуç­не учительсем те, ытти хăна та сăн ÿкерчĕксемпе паллашма килчĕç. Екатерина Ивановна хăйĕн ĕçĕсемпе пурне те туллин паллаштарчĕ.

Мĕн кăна çук пулĕ кунта! Симĕс ула такка та, çĕрлехи лĕпĕш те, тăманасем те, кушак та, чĕрĕп те, шăна кăмпи те... Кĕрхи, хĕллехи, çуллахи сăнсем хитре!

Кашни сăн ÿкерчĕкĕн хăйĕн историйĕ, хăйĕн çул-йĕрĕ чăннипех те пирĕншĕн, куракансемшĕн, кăсăклă пулчĕ. Акă, тĕслĕхрен, «Махаон бабочка» сăн ÿкерчĕкех илер. Ăна авторăн мăшăрĕ ятарласа пÿрте тытса кĕрсен, Екатерина Ивановна лантăшсем çине хурса ÿкерттернĕ, кайран Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ лĕпĕше амантмасăр кăларса янă.

Екатерина Ивановна ачасемпе çут çанталăк темипе викторина та ирттерчĕ, çĕнтерÿçĕсене асăнмалăх шкул хатĕрĕсем парнелерĕ. Вăл лара-тăра пĕлмен шăпăрлансене итлеттерме те пултарать, хавхалантарма та. Çавăнпах ĕнтĕ ачасем çывăхарах пырса тимлĕн ăна итлерĕç. Каяс умĕн вĕсене çут çанталăка упрамаллине тепĕр хут аса илтерчĕ. Хамăр лартман йывăç-курăка, чечеке тăпăлтарма хушмарĕ, тавралăха илем кÿнин усси пысăккине ĕнентерчĕ.

Е. Григорьевăн фотокуравне нумайăшĕ тивĕç­липе хакларĕ, ăна чечек çыххисем парса хавхалантарчĕç.

 



"Тăван ен"
21 июня 2013
13:24
Поделиться