Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Уяв - пӗр куна, яваплăхӗ - ҫулталăка

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ - Республика кунĕ. Вăл Чăваш Енĕн кун-çул таппин тĕкĕрĕ пулса тăчĕ. Ăна пуçласа 1995 çулта - Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 75 çул тата Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ чăмăртаннăранпа 1100 çул çитнĕ май - Патшалăх кунĕ ятпа - уявлама пуçланă. 2000 çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ кăларнă Хушупа килĕшÿллĕн çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ - Республика кунĕ.

Республика кунĕ - хастар ĕçлекен уяв. Пирĕнпе пĕрле «ĕçлĕ праçнике» пĕтĕм çĕр-шыв, тĕнче паллă тăвать. Хăна питĕ йышлă çак кун: официаллă çынсем, бизнесменсем, артистсем, туристсем, йăхташсем Раççейĕн вун-вун регионĕнчен, Никама Пăхăнман Пĕрлĕх Патшалăхĕсенчен, чикĕ леш енчен. Бизнес-контрактсене алă пусас енĕпе те ун чухне ĕç кал-кал пырать. Çапла майпа Чăваш Ен хăй пирки тĕнчене пĕлтерет, унпа çыхăну йĕркелет.

Уяв пĕр куна çеç пырать те - ĕçĕ çулталăкпа çыхăннă. Пĕрне паллă туса ирттеретпĕр те тепĕрне хатĕрленме пуçлатпăр.

Акă кăçалхи уяв пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрар-ха. Çак кун тĕлне 16 çĕнĕ объект уçма палăртнă. Çав шутра - пурăнмалли çуртсем, строительство керамикин завочĕ, турист базисем, культура объекчĕсем. Вĕсен çĕнĕ хуçисем Шупашкарта çеç мар, республикипех. Тĕп хулапа пĕрле уява кăçал Тăвай районĕ йышăнĕ. Çавăнпа кунта ырă улшăнусем ыттисенчен ытларах. Сăмахран, ял çыннисем фельдшерпа акушер пунктне, 300 пăру тытма май паракан фермăна, Тăвай-Чутей-Пысăк Кайпăç çулăн, нумай хваттерлĕ 9 çуртăн юсавĕсене вĕçленине тата ыттине пысăк çĕкленÿпе кĕтсе илĕç.

Кусем - экономикăпа çыхăннă самантсем. Уяв паллах юрă-кĕвĕсĕр иртмест. Çапла тума халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» /маларах «Атăлçи çăл куçĕсемччĕ»/ фестивалĕ пулăшать. Кăçал ăна /Раççей Культура министерствин укçи-тенкипе/ çирĕм пĕрмĕш хут йĕркелеççĕ. Фестивальре ят-сумĕ çулран-çул ÿссе пычĕ. Çак тапхăрта мĕнле халăх ывăл-хĕрĕ пулмарĕ-ши Чăваш Ен çĕрĕ çинче? Пирĕнтен пин-пин çухрăм инçетре тĕпленсе пурăнакан чукчасем те, кăвар пек хĕрÿллĕ дагестансемпе итальянсем те, сăмах тытма пĕлекен нимĕçсем те, ыттисем те ... Хамăр килтех, Чăваш Енрех, пултаратпăр вĕсен культурипе, йăли-йĕркипе, ташши-юррипе паллашма. Çав самантра хула е ял çыннисенчен: «Пире çакă кирлех-ши?» - тесе ыйтас тăк вĕсем, иккĕленместĕп, кÿреннĕ пулĕччĕç. Французла та, акăлчанла, нимĕçле те итальянла, калмăкла та чукчăлла юрланине, ташланине тата хăш концертра итлеме, курма май килетчĕ-ши вĕсене?

«Раççей çăл куçĕсен» пысăк фестивалĕн пĕчĕк çавра кунĕнче - вунă çулхи юбилейĕнче - Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурс пĕрремĕш хут иртрĕ. Кăçал - вун пĕрмĕш. Чи маттурри, пултарулли Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнине тивĕçет. Чăваш Енри тĕрĕ тĕрлекенсем, капăр çи-пуç хатĕрлекенсем, йывăçа касса эрешлекенсем, тăм тетте тăвакансем çулленех йышлă хутшăнаççĕ. Çапах та ютрисем /Пушкăрт, Тутар, Мари, Калмăк, Эрĕнпур, Чул хула, Иваново, Мускав тата ытти хутлăхри маçтăрсем/ килмесен конкурс хăйĕн ятне туллин уçса параятчĕ-ши?

Раççей культура министрĕ пулнă Александр Авдеев Республика кунне уявлама 2009 çулта килсен каланă шухăша аса илтерес килет: «Сирĕн патра халăх йăли-йĕркине, культурине упраса хăварас тĕлĕшпе лайăх çеç мар, кăтартуллă ĕçлеççĕ. Çакă - пурнăç хăй ыйтни, патшалăх ĕçĕн пĕр енĕ. Чăваш Ен ертÿçисем çавна аван ăнланаççĕ: культура аталанăвĕсĕр республика çĕкленеймĕ. Çавăнпа ытти регион представителĕсем сирĕн пата ăнтăлнине ăнланмалла. Культура тата çын илемĕсене пирĕн упраса хăвармалла, малалла пуянлатмалла».

Çак сăмахсем тата акă хăш саманта уçса пама пулăшаççĕ. Иртнĕ çулсенче Республика кунĕнче тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче общество организацийĕн - Чăваш наци конгресĕн - пуçарăвĕпе йĕркелекен Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне кăçал Чăваш Ен Правительствин вăйĕпе уявлаççĕ. Çак пулăмăн пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăк: несĕлĕмĕрсенчен ĕмĕртен ĕмĕре, ăруран ăрăва куçса пынă тĕп уяв тĕрев тупрĕ. Тинех эпир, чăвашсем, хамăрăн Акатуя анлăн, Республика кунне хутшăнакан хăнасене тĕлĕнтермелле, тăван халăхăмăра савăнтармалла кăтартма пултаратпăр. Вăл маларах хÿтлĕх тупнă паркра пуçланĕ те малалла Юрă уйĕнче тăсăлĕ. Анне монуменчĕ те йышăнĕ ăна, Хĕрлĕ лапам та пуç тайĕ.

Акатуйсем халĕччен те пулнă-ха, совет саманинче те иртнĕ, ун хыççăн та. Кăçал йĕркелекеннинчен вара çĕннине, ытти чух пулманнине кĕтет чун. Аваллăхра мĕн пулнине, паллах, пĕтĕмпех чĕртсе тăратаймăн. Самана улшăнăвĕ, аталанăвĕ хăйĕн витĕмне кÿретех, çапах та мăн-мăн асаттесемпе кукаçсен, асаннесемпе кукамайсен вăйне, сĕмне туйса илес килет çак уявран. Йĕркелÿçĕсем çапла тума пултарсан вĕсем пирки чăн-чăн ăрăмçăсем, асамçăсем теме пулĕччĕ.

 



"Хыпар"
20 июня 2013
13:41
Поделиться