Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Республика уява хатĕрленет

Республика кунĕччен вăхăт нумай юлмарĕ, çавна май ăна хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕ пĕтĕмлетÿ ларăвне ирттерчĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

«Кăçал Çимĕкпе Республика кунне халалланă мероприятисем пĕр вăхăталла иртеççĕ, çавăнпа вĕсене хатĕрленнĕ май сиксе тухакан ыйтусене халех татса памалла», - терĕ республика Пуçлăхĕ ларăва уçнă май. Чи малтанах ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов уявăн культура программипе паллаштарчĕ. Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивальне кăçалхипе 21-мĕш хут йĕркелеççĕ. Раççейĕн 27 регионĕнчен - 29, Беларуçрен 1 коллектив килме кăмăл тунă, пĕтĕмпе - 700 çын. Вĕсем халăха хăйсен пултарулăхĕпе икĕ кун савăнтарĕç. «Руç ăстисем» конкурса та Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ăстасем хутшăнассине пĕлтернĕ, çĕнтерÿçĕсене вунă номинацире чыслĕç. Пĕтĕм чăвашсен «Акатуй» наци уявĕ те асра юлмалла иртмелле. Унта Раççейĕн 16 субъектĕнчен тата Беларуçрен килнĕ 20, Чăваш Енри 53 коллектив юрлĕ-ташлĕ, çынсене вăйă картине тăма йыхравлĕ. «Театрсен каçĕ» - халĕччен пулман çĕнĕлĕх: çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче республикăри театрсем хăйсен спектаклĕсемпе паллаштарĕç. Аякран килекен хăнасене вырнаçтарассипе, апатлантарассипе çыхăннă ыйтусене татса панă. Вадим Петрович каланă тăрăх - халĕ мероприятисем иртекен лапамсене илемлетес ĕçе пуçăнмалла.

ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков «Раççей регионĕсем - çирĕплĕх шайĕнчен аталану патне» экономика форумĕ, «Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав, Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен фестивалĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Экономика форумне Раççей Федерацийĕн 27 регионĕн тата ют 7 патшалăх /Беларуç, Аслă Британи, Израиль, Инди, Тунис, Украина, Чехи/ представителĕсем хутшăнĕç. Ку мероприятие кăçал пĕрремĕш хут Интернетра он-лайн мелĕпе трансляцилĕç.

Регионсен хушшинчи «Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх» XX курав çĕртме уйăхĕн 20-23-мĕшĕсенче иртĕ. Унта пĕтĕмпе 195 компани /172-шĕ - Чăваш Енрен, 23-шĕ - ытти хуларан/ хăйсен экспозицийĕсемпе паллаштарĕ. ЧР ĕç тăвакан влаç органĕсемпе муниципалитетсем те айккинче юлмĕç. Алексей Табаков курава Италири пĕр компани хутшăнасса пĕлтерчĕ, унти тепĕр тата Японири 1 организаципе ку енĕпе калаçусем пыраççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак мероприятире халăха кăçал мĕнпе тĕлĕнтерме хатĕрленнипе кăсăкланчĕ. Министр ку курава Тăван тавралăха хÿтĕлемелли çулталăка халалланине палăртрĕ, çавна май чылай лапам сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе çыхăнĕ, хăшĕсенче экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçпе шыва тутанса пăхма май пулĕ. Акă сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова хăй ертсе пыракан ведомство сигарета пан улмипе улăштарма сĕнессине каларĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов куравра кăмăл пуррисем сивĕ сĕт ĕçме пултарнине пĕлтерчĕ: ăна ятарлă автоматран ярса илме май килĕ. Пĕтĕмлетсе каласан «Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх» куравра çĕнни, кăсăкли тем чухлех пулĕ.

Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен VI фестивальне Шупашкарти, Мускаври, Санкт-Петербургри, Беларуçри тата Литвари 5 команда хутшăнĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ çутă илемĕпе Атăл çыранĕпе акваторийĕнче икĕ кун киленме май килĕ. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе чыслĕç.

ЧР строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Иван Новиков Республика кунĕ умĕн хута яма палăртнă объектсем мĕнле тăрăмра пулни пирки каласа кăтартрĕ. Уяв кунĕсенче Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Шупашкар районĕнче пурăнмалли çĕнĕ çуртсене савăнăçлă лару-тăрура уçĕç. Чăваш Енĕн тĕп хулин че, тĕслĕхрен, «Финн айлăмĕ» текен микрорайонта 2 çурт туса пĕтернĕ. Вĕсенчи 22 хваттере улталаннă пайçăсем валли уйăрнă. Унсăр пуçне çак кунсенче тĕрлĕ çĕрте модуль фельдшер-акушер пункчĕсем, Тăвайра газ участокĕн сервис центрне, Красноармейскинче «Трак керамики» завода, Вăрмар районĕнче вăтам шкул çуртне тата ытти объекта хута яма палăртнă. Михаил Игнатьев строительство ĕçĕсем графикпа килĕшÿллĕн пымаллине тепĕр хут аса илтерчĕ.

Тăвай район администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке Тăвай çĕрĕ хăнасене йышăнма мĕнлерех хатĕрленнипе паллаштарчĕ. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хулари мероприятисем пирки каласа кăтартрĕ. Тĕслĕхрен, «Контур» суту-илÿпе курав центрĕн уçă лапамĕнче çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Филипп Киркоровăн тÿлевсĕр концертне пăхма май пулĕ. Пĕтĕмлетсе каласан - Республика кунĕн программи питĕ анлă та пуян. Эппин, уява килсе курăр!

 



"Хыпар"
19 июня 2013
14:01
Поделиться