Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Республика кунне хатĕрленсе

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2013 çулхи Республика кунне хатĕрленес тата ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелỹ комитечĕн ларăвне ертсе пынă.

Уявăн культура программипе ЧР культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ Вадим Ефимов паллаштарнă.

Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри "Раççей çăл куçĕсем" 21-мĕш фестивальне Раççей Федерацийĕн 27 регионĕнчен 29 тата Белоруссирен 1 коллектив хутшăнать.

Кăçал пуçласа "Театрсен каçĕ" иртет. Республикăри театрсем хăйсен спектаклĕсемпе представленийĕсене уçă çĕрте кăтартаççĕ.

Пĕтĕм Раççейри декораципе прикладной искусствăн ăстисен 11-мĕш конкурсне Раççейĕн 16 субъектĕнчи тата Чăваш Енри 30 ăста хутшăнма кăмăл тунă.

Пĕтĕм чăвашсен "Акатуйне" халăх пултарулăхĕн коллективĕсем йышлăн хутшăнаççĕ.

Регионсем хушшинчи 20-мĕш "Регионсем - чикĕсĕр ĕçлесси" выставкăна, "Раççей регионĕсем - стабилизацирен аталану патне" Шупашкарти 6-мĕш экономика форумне хамăр республикăри кăна мар, тĕрлĕ регионти, çĕр-шыври компанисен представителĕсем хутшăнаççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче Шупашкарта фейерверксен фестивалĕ иртет.

Çавăн пекех Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Шупашкар районĕнче çĕнĕ объектсене хута яраççĕ. Уявра хаваслă мероприятисем нумай пулаççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче 20 сехетре вара "Контур" ТВЦн уçă площадкинче Филипп Киркоровăн концерчĕ иртет.

 



"Елчĕк Ен"
19 июня 2013
13:57
Поделиться