Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Татăклă сăмах

Чăваш халăх писателĕ Денис Гордеев 75 çул тултарчĕ

Райхаçат редакторĕ мана пысăках мар пÿлĕме илсе кĕчĕ те сĕтел хушшинче ларакан çынпа паллаштарчĕ: «Манăн çум, Денис Викторович Гордеев, санăн вăл ертсе пынипе ĕçлес пулать». Çакскер хăвăрт хускалса илчĕ, аллăма тытса чăмăртарĕ, ларма сĕнчĕ. Çапла эпир Денис Гордеевпа Комсомольски райхаçатĕнче пĕр пÿлĕмре ĕçлеме пуçларăмăр.

Редакци йывăç çуртра вырнаçнăччĕ. 1965 çулта района çĕнĕрен йĕркеленĕ хыççăн Лаврентий Таллеров редактор çурта çĕнетнĕччĕ, пысăклатнăччĕ, хаçатçăсене ирĕккĕн ĕçлесе ларма лайăх майсем туса панăччĕ. Пирĕнпе юнашарах редакцин яваплă секретарĕ Виталий Шемекеев пĕчченех ларатчĕ, секретариатпа юнашарти пысăк пÿлĕмре ял хуçалăх тата çырусен пайĕсем вырнаçнăччĕ.

Денис Гордеев редакцин парти пурнăç пайне ертсе пыратчĕ, эпĕ - литсотрудник. «Октябрь ялавĕ» /халĕ «Каçал ен»/ хаçатăн иккĕмĕш страници еплерех пуласси пирĕнтен иксĕмĕртен килетчĕ. Денис Викторович ĕçе васкавлă та тĕплĕ тума юрататчĕ.

Редакцире эпĕ раштав уйăхĕн вĕçĕнче, Çĕнĕ çул умĕн, ĕçлеме тытăнтăм. Акă пÿлĕме Гордеев ир-ирех пырса кĕрет, телефонисткăна шăнкăравласа ăна çĕнĕ кун пуçланнă ятпа саламлать /ун чухне абонентсемпе телефонисткăсем урлă çеç çыхăнма май пулнă/, тепĕр самантран колхозăн партком секретарĕпе сăмахлама пуçлать. Ыйтса пĕлесси, тĕпчесси нумая пымасть. Денис Викторович часах чернил кĕленчи умне ларать, ал айне ятарласа касса хатĕрленĕ хут хурать, пĕр тикĕс, хăвăрт çырать. Парти пурнăçĕн ыйтăвĕсемпе редакцие çырусем питĕ сахал килетчĕç, ирĕксĕрех телефон умне ларма тиветчĕ.

Çырса пĕтерсенех Гордеев хăвăрт тумланса райцентра тухса каятчĕ. Вăл çынсемпе тĕл пулса калаçма питĕ ухатаччĕ, предприятисемпе организацисенче час-часах пулатчĕ. Çапла 1968 çулхи çуркунне çитрĕ, çăва тухрăмăр. Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Денис Викторовича парти райкомĕ Горькири /халĕ Чул хула/ парти аслă шкулне вĕренме яма йышăнни çинчен пĕлтĕмĕр.

Гордеевăн аслă пĕлÿ пурччĕ ĕнтĕ, вăл Чăваш патшалăх пединститучĕн филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнăччĕ, чĕлхепе литература учителĕн специальноçне алла илсе пĕр вăхăт хăйсен ялĕнчи - Асанкассинчи - шкулта ĕçленĕччĕ. Комсомольски сали те уншăн ют марччĕ, кунти райхаçат редакцийĕнче вăл виçĕ-тăватă çул яваплă секретарьте тата редактор çумĕнче ĕçлеме ал çитернĕччĕ, авланса çемьеллĕ пулма та ĕлкĕрнĕччĕ. Денис Викторович мăшăрĕ Валентина Захаровна, райцентрта судьяра ĕçленĕ Захар Краснов хĕрĕ, йышлă кантурсенчен пĕринче çыруçăра тăрмашатчĕ, вĕсен ача садне çÿрекен икĕ хĕр - Светланăпа Алена - пурччĕ.

Çав çулхи нарăс уйăхĕнче парти райкомĕпе райĕçтăвком кирпĕчрен туса лартнă виçĕ хутлă çурта куçрĕç. Шупашкар строителĕсем çак объектпа пĕрлех икĕ хутлă, вун икĕ хваттерлĕ пурăнмалли çурт çĕклерĕç. Райцентрти çамрăк чиновниксемпе пĕрле унта райхаçатра ĕçлекен виçĕ сотрудникĕн çемйи пурăнма куçрĕ. Çавна май Гордеев кил-йышĕ те хваттерлĕ пулчĕ.

Партин аслă шкулне вĕренме кайма хатĕрленекен Денис Викторовичăн вĕт-шакăр ача-пăчаллă мăшăрĕ Валентина Захаровна çĕнĕ хваттерте хăй тĕллĕн юлас темерĕ пулмалла, уйрăм хуçалăхпа пурăнакан амăшĕн килне куçма шут тытрĕ. Уйрăм çуртра хĕлле ăшăнса пурăнма икĕ-виçĕ машина вутă кирлĕ. Вутă ыйтăвне татса пама эпир Денис Викторовичпа Мăрат лесничествине тухса кайрăмăр. Хатĕр вутă Йĕпреç районне кĕрекен Ирçе Çармăс обходĕнче çеç пур-мĕн. Ку пире çырлахтарчĕ. Мăрат колхозĕнче автомашина та тупăнчĕ. Хатĕр йывăçа хăвăрт тиесе лартрăмăр та Комсомольски енне çула тухрăмăр. Машина кабининче пассажир валли пĕр вырăн çеç. Гордеев кабинăра пыма килĕшмерĕ, манпа пĕрле кузоврра ларса пычĕ.

Пирĕн редактор Лаврентий Таллеров хаçат йĕри-тавра илемлĕ литература енне туртăнакан çамрăксене илĕштерме тăрăшатчĕ. «Октябрь ялавĕ» хаçатра ун чухне Денис Гордеевсăр пуçне Виталий Шемекеев, Петĕр Эревет, Алексей Зайцев ĕçленĕ. Литература страници уйăхра пĕрре тухса тăнă. Асăннă çамрăксем пурте унта хăйсен сăвви-калавне пичетлеме тăрăшнă. Пысăкрах хайлавсем уйрăммăн та тухнă. Вĕренме кайиччен кăшт çеç маларах «Октябрь ялавĕнче» Денис Гордеев «Грамота парăр» сатира калавĕ кăларчĕ. Унта вăл грамота илесшĕн хыпăнакан пĕр хĕрарăмăн сăнарне уçса панăччĕ. Хаçат пичетленсе тухнă хыççăн тепĕр кунах редакцие райцентрти кантурсенчен пĕринче ĕçлекен чăваш хĕрарăмĕ пырса кĕчĕ, пирĕн пÿлĕмре ятлаçа пуçларĕ: «Хамран мăшкăллаттармастăп, суда паратăп!» - тет хайхискер. «Ку сăмаха урăх никама та ан кала, атту калав героини эсĕ тесе ят сарăлма пултарать, вара намăсран ниепле те хăтăлаймăн», - тесе лăплантарса кăларса ячĕ ăна Денис Викторович.

Денис Гордеев пурнăçа сăнама, тĕпчеме юрататчĕ. Хайлавĕсенче сăнарсем тĕрĕс ÿкерчĕклĕ, ĕненмелле пулса тухатчĕç.

Горький хулинче Гордеев икĕ çул вĕренчĕ. Партин аслă шкулне пĕтерсе тухнă 1970 çулта пирĕн хаçатăн редакторĕ улшăннăччĕ ĕнтĕ, Лаврентий Таллеров Шупашкара ĕçлеме куçнăччĕ.

Таврăннă-таврăнманах Денис Викторович редакцие кĕрсе тухрĕ. «Райкомра ĕç сĕнеймерĕç-ха. Райпо председателĕ туса хурасшăн. Суту-илÿре ĕçлемен, килĕшмерĕм. Парти обкомĕ Муркаш районне хаçат редакторне ярасшăн. Çакăн пирки шухăшласа пăхма юрать», - терĕ пире Гордеев.

Муркашра ун чухне редакторсем час-часах улшăнса тăратчĕç. Редакци коллективне Петр Палăч текен журналист питĕ хытă пăтрататчĕ, çăхав çырса редакторсен тинкине илетчĕ. Денис Гордеев Петр Палăчран хăраса тăмарĕ, Муркаш район хаçачĕн редакторĕ пулма килĕшрĕ, кил-йышĕпе пĕрле çĕнĕ ĕç вырăнне куçса кайрĕ.

Вăл вăхăтра эпĕ тăваттăмĕш çул редактор çумĕнче ĕçлеттĕм. Пирĕн редакцие район хаçачĕсем пурте пырса тăратчĕç. Почта килсенех эпир, «Октябрь ялавĕнче» ĕçлекенсем, Муркаш район хаçатне алла тытаттăмăр, Денис Гордеев епле ĕçленипе кăсăкланаттăмăр. Муркашсен хаçачĕ кĕске вăхăтрах чап çĕнсе илчĕ, конкурсра темиçе хутчен те малти вырăнсене йышăнчĕ.

Тепĕр кĕркунне эпĕ те партин аслă шкулне вĕренме кĕтĕм. 1973 çул вĕçĕнче Денис Гордеев та Горькие квалификацие ÿстермелли курса пычĕ. Ун чухне вăл Муркашра виççĕмĕш çул ĕçлетчĕ. Курсра вĕреннĕ чухне эпир унпа тĕл пулсах тăтăмăр. Пĕррехинче Муркашран вăл савăнăçлă хыпар илчĕ, унăн мăшăрĕ Валентина Захаровна ывăл çуратнă-мĕн. Денис Викторович виçесĕр савăнчĕ.

Çак тапхăрта Гордеев прозăпа тата поэзипе çине тăрсах ĕçлеме пикеннĕ. 1974 çулта ăна Чăваш кĕнеке издательствин директорне лартрĕç. 1975 çулхи çулла эпĕ те пĕр вăхăтрах Горькири парти шкулĕнчен тата Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухрăм, Комсомольскинчи район хаçатĕнче редакторта ĕçлеме пуçларăм.

Юпа уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн ентеш Куçма Турхан писатель çуралнăранпа 60 çул çитрĕ. Района Турханпа пĕрле Денис Гордеев, Хветĕр Агивер, Геннадий Мальцев, Гурий Чаржов килсе çитрĕç. Турхан юбилейĕ ячĕпе районта литература эрни пуçланчĕ. Писательсем пилĕк кунра вун икĕ коллективра пулчĕç, райцентрти культура çуртĕнче Комсомольски ялĕн çыннисемпе тĕл пулчĕç.

Пурнăç - хытти, çăкăр - çемçи теççĕ чăвашсем. Денис Викторовичăн та пурнăç çулĕ пĕр тикĕс пулмарĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсенче вăл «Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/ хаçатра та, Чăваш телекуравĕнче те, Писательсен союзĕнче те, литература фондĕнче те ĕçлесе пиçĕхрĕ. Должноçĕсем пысăк е пĕчĕк пулчĕç-и - ун пирки сăмахлас йÿтĕмĕм çук, литературăри пултарулăхĕ, таланчĕ унăн ÿснĕçемĕн ÿссе пычĕ.

Пирвайхи сăввисем район хаçатĕнче 1955 çултах пичетленме тытăннă, 1957 çулта «Çеçпĕл çеçкисем» кĕнекере темиçе сăвă çапăнса тухнă. «Ăшă çумăр» ятпа сăвăсен пуххи 1975 çулта кун çути курнă. Çак тапхăртан пуçласа Д.Гордеевăн проза кĕнекисем пичетленме тытăннă. 1981 çулта вулакансен аллине «Ир такăнсан» кĕнеке лекрĕ. Унччен маларах «Çеçен хир çилĕ» кĕнеке 10 пин экземплярпа çапăнса халăхра хăвăрт саланса пĕтрĕ. 1988 çулта тухнă «Куккуклă сехет» кĕнеке те лавкка çÿлĕкĕсем çинче тусан пуçтарса выртман, хăвăрт сутăнса пĕтрĕ. «Акман ыраш» /1991 ç./ кĕнекене те вулакансем кăсăкланса кĕтсе илчĕç.

Çĕнĕ тапхăрта Денис Викторовичăн вунă çула яхăн пĕр кĕнеке те тухмарĕ. Çырман, калеме алран пăрахнă тесе калас килмест манăн. Пысăк повеçсем çырнă, роман /«Улăп тăпри»/ калăпланă теессĕм килет. Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче, 2000 çулта, унăн «Çурта кунĕ» кĕнеки тухрĕ, тата икĕ çултан /2002 ç./ «Çич çунатлă курак» «вĕçсе» килчĕ, «Хуп хушшинчи çылăх», «Пăсташ» кĕнекесем те кĕттермерĕç. Наци библиотеки çулсерен ирттерекен конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе 2003 çулта Д.Гордеевăн «Çич çунатлă курак» кĕнеки «Чи вуланакан кĕнеке» ята çĕнсе илнĕ, «Хуп хушшинчи çылăх», «Пăсташ» кĕнекисем те конкурсра çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.

Денис Викторович хăйĕн тĕслĕхĕпе кил-йышне хавхалантарса, çĕклентерсе пырать. Мăшăрĕ хĕрĕх çултан иртсен аслă шкула вĕренме кĕрсе ăна ăнăçлă пĕтерсе тухрĕ, вăтăр çула яхăн «Пĕлÿ» обществăн республикăри организацийĕн яваплă вырăнĕнче тимлерĕ. Хĕрĕ Светлана ашшĕ пекех писатель, вырăсла çырать, массăллă информаци хатĕрĕсенче хастар ĕçлет, Раççей Писательсен союзĕн членĕ.

Денис Гордеев - ЧР Профессионал писательсен союзĕн правленийĕн членĕ, Чăваш халăх писателĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, тĕрлĕ преми лауреачĕ.

1988 çулхи çĕртме уйăхĕн шăрăх кунĕ час-часах асăма килет. Çав уйăх пуçламăшĕнче Денис Викторович Гордеев 50 çул тултарчĕ. Райцентрти библиотека умĕнче эпĕ унпа ăнсăртран тĕл пултăм. Библиотекăра ĕçлекенсемпе Асанкассине юбилей паллă тума каясшăн-мĕн. Мана та унта пыма чĕнчĕç, килĕшрĕм. Мана чи малтанах юбиляра чыслама Шупашкартан пĕр писатель те килменни тĕлĕнтерчĕ. Эй, пĕр тесен, мĕн тĕлĕнмелли пур? Хирĕçсе, пĕр-пĕрне чавсапа тĕксе пушанаймаççĕ-çке чăваш çыравçисем! Укçа паман çĕре тухса çÿреме те юратсах каймаççĕ.

Çитрĕмĕр. Денис Викторовича лайăх кĕтсе илчĕç Асанкассисем. Ялти шкул вĕрентекенĕсем, культура çурчĕн ĕçченĕсем, райцентрти библиотекарьсем хытă тăрăшрĕç. Ял халăхĕ хăйĕн ентешне хапăл туни каçа лайăх ирттерме май пачĕ.

Кăçал Асанкассисем çĕртме уйăхĕн варринче чаплă ентешĕн 75 çулне паллă тăваççĕ: унта Шупашкарсем пуласса, юбилей нихçанхинчен те лайăх иртессе шанас килет.

 



"Хыпар"
15 июня 2013
14:58
Поделиться