Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Сальвадор Дали гравюрисем - Шупашкарта

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн Хальхи вăхăтри искусствăсен центрĕнче XX ĕмĕрĕн тĕлĕнмелле ÿнерçин Сальвадор Далин ĕçĕсен куравĕ уçăлнă. Вĕсем - Дантен «Божественная комедия» хайлавĕ валли пурнăçланă 100 гравюра - нимĕç коллекционерĕсен пуххинчен. Курава «GaIIery-Trade» компани ятарласа Раççей музейĕсем валли хатĕрленĕ. Экспозици 2010-2013 çулсенче çĕр-шыври вун-вун хулара пулнă.

Шупашкарти курав Центрти Элли Юрьев галерейинче уçăлнă. Центр ертÿçи Владимир Бамбурин палăртнă тăрăх Сальвадор Далин ĕçĕсем Шупашкара çитни - пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ пулăм.

Галина Юрьева çакна пĕлтернĕ: мăшăрĕ, Элли Михайлович, Сальвадор Дали пултарулăхне пысăка хурса хакланă-мĕн. Вĕсем иккĕшĕ те кĕнеке графики енĕпе ăнăçлă ĕçленĕ.



"Хыпар"
15 июня 2013
14:56
Поделиться