Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Пĕрлĕх туйăмĕ патăр Акатуй

Çак кунсенче республика тулашĕнчи чăваш хутлăхĕсенче те Акатуй кĕрлерĕ. Тутарстанри Çĕпрел районĕнче аслă уяв кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртрĕ.

Çĕпрелсем Акатуя Матак ял тăрăхĕн вăрманлă-çаранлă уçланкинче пуçтарăнчĕç. Иртнĕ çулсенче Саплăк, Хулаçырми, Упи ялĕсем чаплă уявпа тĕлĕнтернĕччĕ. Кашни çулах йĕркелÿçĕсем çĕннине шыраççĕ, ĕлĕкхи-авалхи йăла-йĕркене упраса хăварса хальхи самана сĕмне кĕртеççĕ. Ку хутĕнче акă вырăнти авторсен чăваш халăх историйĕпе çыхăннă кĕнекине пахаларĕç, пикесемпе арăмсем чăваш çи-пуçне мухтакан курав-ăмăртупа савăнтарчĕç, пухăннă халăха Шупашкартан вĕçсе килнĕ парашютçăсем сывлăшран саламларĕç.

Çĕпрел районĕ Чăваш Республикипе кÿршĕллĕ пулнипе кăна мар, кунти чăвашсем хăйсем те питĕ хастаррипе палăрать. Ахальтен мар кăçалтан района ертсе пыма 35 çулти маттур чăваш арне - Çĕпрел çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ Александр Шадрикова - çирĕплетнĕ. Палăртсах калар: районти 25 пин çынран 40 проценчĕ ытла - чăваш. Тăван чĕлхене, йăла-таврашне, культурăна аталантарас тесе кунта нумай ĕç-пуç пурнăçланать: чăвашла хаçат тухса тăрать, шкулсенче ачасем ашшĕ-амăш чĕлхине тăрăшса вĕренеççĕ, ял тăрăхĕсенче пултарулăх ушкăнĕсем йĕркеленĕ.

Çĕпрел чăвашĕсене саламлама Хусанта тухса тăракан "Сувар" хаçатăн тĕп редакторĕ Константин Малышев, Тутарстанри чăвашсен наци культура автономийĕн ертÿçи Константин Яковлев килсе çитнĕ. Шупашкартан пынă йыш та сумлă: Çĕпрел тăрăхĕнче çуралнисем - ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, строитель тата меценат Николай Угаслов, Чăваш кĕнеке палатин ертÿçи Александр Магарин, республикăри "Кĕрешÿ" федераци элтеперĕ Виталий Васильев, паллă артистсем, спортсменсем. Çĕпрел Акатуйне пур халăха кăтартас тесе Чăваш наци телекуравĕ ÿкерсе илчĕ.

Акатуя пысăк шайра ирттерме, паллах, чылай вăй хумалла, укçа-тенкĕ те кирлĕ. Анчах, район пуçлăхĕ Александр Шадриков калашле, çакнашкал ĕçчен халăх лайăх канма та тивĕçлĕ. Уява килнисем пĕри те парнесĕр каймарĕç: савăк юрă-ташă, вăйă-кулă пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Уй-хир тата спорт паттăрĕсене чысларĕç - унсăр епле пултăр-ха чăн-чăн Акатуй!

 



"Хыпар"
15 июня 2013
15:05
Поделиться