Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Акатуй йыхравлать, пĕрле савăнма чĕнет

Паян Сĕнтĕрвăрри çĕрĕ çинче пысăк уяв – Акатуй Мĕн ĕлĕкренех ял çыннисем çу пуçламăшĕнче сухапа ака уявне пухăннă, ăна хаваслă юрă-ташăпа, тĕрлĕ вăйă -ăмăртупа паллă тунă. Ахальтен мар ĕнтĕ çак куна ĕçпе юрă тата спорт уявĕ тесе ят панă. Шăпах çак кун çурхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май мала тухнисене Хисеп хучĕсемпеĕ сумлă парнесемпе йышлă халăх умĕнче чыслаççĕ . Пирĕн тăрăхра ку уява çулсеренех анлăн паллă тума тăрăшаççĕ, райцентрта иртекен паянхи Акатуй та çÿллĕ шайра пуласси пирки пĕр иккĕленмелли те çук. Мĕншĕн тесен уява хатĕрленес хĕрÿ ĕç маларах, икĕ-виçĕ уйăх каяллах, пуçланнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Моисеев хушăвĕпе килĕшÿллĕн ăна тĕплĕн хатĕрленсе ирттерме йĕркелÿ ушкăнĕ туса хунă, унăн ларăвĕсем çине-çинех иртнĕ. Вĕсенче уявпа çыхăннă кашни ыйтăва, пысăк е вак-тĕвек пулнине пăхмасăр, тишкернĕ, кашнине пурнăçлама яваплă çынсем уйăрнă. Акă, пĕр сисĕнмесĕр уяв кунĕ çитсе те тăчĕ. Паян пур енчен те капăрлатса илемлетнĕ Сĕнтĕрвăрри хулинче ир-ирех уйрăм предпринимательсемпе Октябрьски райповĕн тытăмĕнче ĕçлекен сутуçăсем халăха тĕрлĕ тавар сĕнеççĕ, Ача-пăча паркĕнче вара районти кашни ял тăрăхĕнчен вырнаçтарнă илемлĕ «çуртсен хуçисем» уява пухăннă хăнасене хăйсен «картишне» йыхравлаççĕ, хресчен йăли-йĕркипе паллаштараççĕ, чăвашсем хатĕрлекен тутлă та техĕмлĕ апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Çавăн пекех уявра ача-пăча валли те тĕлĕнмелли, интересли нумай пулĕ. Спорта кăмăллакансене те кичем пулмĕ кунта, тĕрлĕрен ăмăртусем пĕрин хыççăн тепри хăйсем патне илĕртĕç. Концерт программи пуян пирки калама та кирлĕ мар. Вырăнти пултарулăх коллективĕсемĕ районти вăл е ку предприятии, учреждении, организаци ертÿçисенчен йĕркеленĕ хор юрри-кĕвви мăнаçлăн янăрĕ. Çав вăхăтрах шĕкĕр Шупашкартан килнĕ Чăваш патшалăх симфони капели, «Çавал», «Çеçпĕл» ушкăнсем хăйсен пултарулăхĕпе куракансене чылайччен савăнтарĕç. Пĕр сăмахпа каласан, курса тĕлĕнмелли, илтсе савăнмалли темĕн чухлех пулĕ паянхи уявра. Эппин, пырса курăр унта! Хăвăрăн тус-юлташсемпе, çывăх çыннăрсемпе, тăван-хурăнташсемпе пĕрле савăнăр. Уяв каçченех пырать. Эпир вара унти мĕнпур вăрттăнлăхсене уçса пама тĕллев лартман. Апла тума кирлĕ те мар. Çакна çеç систерсе хăварасшăн – уяв программи пуян та тĕрлĕ енлĕ, çав шутра каçхи дискотека та, салют та пур.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
15 июня 2013
09:12
Поделиться