Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Халăха вулавăш кирлех

Темиçе çул каялла тĕслĕх шайне çитернĕ вулавăшсем паян мĕнле пурăнаççĕ? Вĕсен ĕç-хĕлĕ халăха тивĕçтерет-и? Тĕллевĕсене пурнăçа кĕртсе пыраççĕ-и? Çак тата ытти ыйту хуравне шыраса Патăрьел районĕнчи библиотекăсенче пултăмăр.

Районта 29 вулавăш. Ултă-çичĕ çул каялла çĕнĕ сĕтел-пуканпа, компьютер хатĕрĕсемпе, видеоаппаратурăпа, электрон кăларăмсемпе т.ыт. тивĕçтерсе 26-шне тĕслĕх шайне çитернĕ. /Хальхи вăхăтра учреждени ятĕнче "тĕслĕх" сăмахпа усă курмаççĕ/. 3 ял библиотеки тата 7 пункт. Электрон хатĕрсем вырнаçтарманран вĕсем тĕслĕх шайĕнчине лекеймен.

Ыттисемшĕн тĕслĕх пулма тивĕç

Патăрьелĕнчи тĕп вулавăш ял тăрăхĕнчисемшĕн методика центрĕ, кулленхи пулăшуçă шутланать. "Кашни уйăхра вулавăш ĕçченĕсен пĕлĕвне ÿстерекен семинарсем йĕркелетпĕр, мероприятисем ирттерме вĕрентетпĕр. Пирĕн тепĕр тивĕç - кĕнеке фондне пуянлатасси, - каласа кăтартать Надежда Исаева директор. - Республика, федераци бюджечĕсен нухрачĕпе килекен кĕнекесене ял библиотекисене салататпăр. Тавра пĕлÿ литератури кашнинех тивĕçет, вĕренÿ пособийĕсем пысăкраххисене: Аслă Арапуçĕнчи, Шăнкăртамри, Тури Туçари йышшисене - ытларах каяççĕ. Урăхла каласан кĕнекесене культура-экономика профильне тĕпе хурса валеçетпĕр".

Тĕп библиотека ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулма тивĕç. Анчах яланах апла мар иккен. Сăмахран, вулавăш ĕçченĕсем палăртнă тăрăх - кунта чăваш кĕнекисем çитмеççĕ. "Çĕнĕ кĕнекене /вăл пĕр е икĕ экземпляртан ытла килмест иккен/ кÿршĕ-аршă, тăван-пĕтен пурте вуласа тухмасăр каялла килсе памаççĕ", - теççĕ вĕсем. Фондри 39 пин кĕнекерен тăван чĕлхепе кăларни 40 процента яхăн çеç. "Чăваш çыравçисем, артисчĕсем, паллă ытти çын пирки мĕншĕн вырăсла çырса кăтартаççĕ-ха? - пăшăрханса калаçать Наталья Ракова. - Ачасене шкулта ĕç хушаççĕ те тÿрех кунта килеççĕ. Вĕсене пулăшма питĕ йывăр: ятарлă литература çук, Интернетра пушшех те тупаймастăн. Чăваш хаçачĕсем "çăлаççĕ". "Хыпар" хаçатра йăла-йĕрке, уявсем, пултаруллă çынсем пирки каласа кăтартакан материалсем пысăк пĕлтерĕшлĕ". Сăмах май, тĕп вулавăша республикăра чăвашла тухакан пичет кăларăмĕсем пурте килсе тăраççĕ.

Малтан палăртнă тăрăх - ялти тĕслĕх шайне çитернĕ библиотекăсен çынсене кулленхи пурнăçра, вĕренÿре, ĕçре кирлĕ мĕн пур информаципе тивĕçтерекен, пĕлĕве ÿстерме май паракан центр пулса тăмаллаччĕ. Вĕсен экономикăри, ытти тытăмри хыпарпа, тĕнчери, хамăр çĕр-шыври вулавăшсенчи, музейсенчи т.ыт.те çĕнĕлĕхсемпе хăвăрт та туллин паллашма майсем туса памаллаччĕ. Анчах ку енĕпе вĕсене тĕслĕх тееймĕн. "Чи малтанах пурин те Интернет пулмарĕ, - тет Надежда Васильевна. - Министерство пулăшнипе юлашки вăхăтра чылай библиотекăна виртуаллă уçлăха кăлартăмăр. Малашне Интернет пурин патне те çитĕ, вĕсен хăйсен сайчĕсем те, электрон адресĕсем те пулĕç". Хальлĕхе вара вулавăш ĕçĕ-хĕлĕпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсен сайчĕсем паллаштараççĕ.

Кунта яланах çын килет

Аслă Арапуçĕнчи вулавăш - ку тăрăхра пысăккисенчен пĕри. Ĕлĕк район библиотеки шутланнăскер унчченхи фонда /18 пине яхăн/ сыхласа хăварма пултарнă. Ун çумĕнче ача-пăча уйрăмĕ /7 пине яхăн экземпляр/ ĕçлет. 12 тĕрлĕ хаçат-журнал килсе тăрать. 2007 çултанпа кунта компьютер-, теле-, видеотехника... - пĕтĕмпех пур. Хăйĕн вăйĕпе вулавăш туллин усă курать-и? Çынсене хăй патне туртать-и? Пушшăн янăраса лармасть-и вăл?

"Ытларах ватăсем çÿреççĕ, çамрăксене кĕнекепе туслаштарма йывăртарах, - тет Татьяна Тихонова библиотекарь. - Çапах вулавăш ял çыннине кирлĕ мар тееймĕн. Аслă ÿсĕмрисем, вулама хăнăхнăскерсем, кĕнекесĕр пурăнаймаççĕ. Вĕсем чăвашлисене ыйтаççĕ. Кĕçĕн класра вĕренекенсем, экзамен тытма хатĕрленекенсем, куçăнсăр майпа аслă пĕлÿ илекенсем час-часах килеççĕ. Вĕренÿ кĕнекисемпе тивĕçтерме йывăртарах, паллах, мĕншĕн тесен вĕсем хăвăрт кивелеççĕ, çĕннисем вăхăтра килсе ĕлкĕреймеççĕ. Хула ачисем çуллахи вăхăтра вуламалли кĕнекесен списокĕпе килеççĕ. Шел, каллех мĕн ыйтнине пурне те тупса параймастпăр. Çуккине Патăрьелĕнчен илетпĕр-ха ĕнтĕ. Хаçат-журналпа паллашас текен чылай. Пичет кăларăмĕсене пурте çырăнса илеймеççĕ-çке". Вулавăш ĕçченĕсем каланă тăрăх - З.Данилкина, П.Дикин, В.Глушко, Е.Краснова уйрăмах нумай вулакансен шутĕнче. Тапировсем вара çемйипех кĕнекепе туслă.

Интернет, компьютер, ытти техника пурри те илĕртет. Шкул ачисем кунтах реферат хатĕрлеççĕ, тĕрлĕ ыйту хуравне тупаççĕ. Çынсем документ копине тутарас, кирлĕ информацие т.ыт.те хут çине пичетлесе кăларттарас тĕллевпе те килеççĕ. Йывăрлăхсем кунта та çук мар. Акă, сăмахран, тăван чĕлхепе тухнă кĕнеке сахал. "Чăвашла çĕнĕ кĕнекесем пирĕн пата питĕ кая юлса çитеççĕ. "Тăван Атăлта" çавăн пек хайлав пичетленнĕччĕ. Вĕçне тупса вуласчĕ. Кĕнеки çук-и?", - тесе ыйтакансем пур", - тет Татьяна Витальевна.

Вулавăш ĕçченĕсем кĕнеке тĕнчине çул хывма пулăшакансем çеç мар, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ питĕ нумай енлĕ: администраци сайтне йĕркелесе пыраççĕ, культура мероприятийĕсене ирттерме хутшăнаççĕ... Ку тăрăхра çуралса ÿснĕ пултаруллă çынсем пирки те манмаççĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, кун-çулĕпе паллаштаракан уявсем йĕркелеççĕ, буклетсем хатĕрлеççĕ.

Пире "чун çимĕçĕ" кирлĕ

Пăлапуç Пашьелсем вулавăша вăхăта усăллă тата кăмăллă ирттерес тĕллевпе пухăнаççĕ. "Кунта çынна курма, çынпа калаçма килетпĕр, - тет З.Степанов пенсионер. - Ĕлĕкрех клуба кино курма çÿреттĕмĕр. Халь ун пекки çук. "Чун çимĕçĕ" те кирлĕ вĕт халăха. Кĕнеке вулатпăр, хаçат-журнал пăхатпăр..." Елена Ларева библиотекарь темиçе тĕрлĕ кружок йĕркеленĕ. Ачасем православи тĕнĕн йăли-йĕркине вĕренеççĕ, аслисем алă ĕçĕ тума хăнăхаççĕ. Çынсем культура ĕçченĕсемпе туслă çыхăнса ĕçлеççĕ: юрлаççĕ, ташлаççĕ, спектакльсем хатĕрлеççĕ...

Библиотека фондĕнче - 12 пине яхăн кĕнеке. Çичĕ тĕрлĕ хаçат-журнал килет. Вулас текеншĕн кăмăла каяканни тупăнатех. Акă Д.Иванов, Д.Ларев, К.Сапожникова, К.Катыкова, Е.Вершкова, Е.Тихонова, А.Кузьмичева шкул хыççăн вулавăша килме яланах вăхăт тупаççĕ. Вĕсем, Елена Леонтьевна каланă тăрăх, хастар вулакансен йышĕнче. Арсентий Ухтияров аслă ÿсĕмрисен хушшинче "Чи нумай вулакан" ята тивĕçнĕ. Леонтий Ивановичпа Анисия Александровна Александровсем, Зот Степанов, Елена Байдураева, Мария Никитина та вулама юратаççĕ.

Юлашки вăхăтра вулавăша çÿрекенсен шучĕ палăрмаллах чакни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. "Вулакан йышĕ епле ÿстĕр-ха? - тет Зот Николаевич. - Ялта çын пĕтсе пырать. Ватăраххисем кăна юлчĕç. 80-мĕш çулсенче 2 пин ытла çын пурăннă тăк, халĕ 800 яхăн. Эпĕ, акă, 63-ре. Вăтам ÿсĕмри çын шутланатăп. Ĕлĕкрех 40-45 çултисем çамрăксен йышĕнче пулнă". "Хальхи вăхăтра ялта пурăнма лайăх. Шыв пÿртех кĕрет, тухать, газ пур... - калаçăва хутшăнать Елена Леонтьевна. - Çамрăксем ĕç çукран ирĕксĕрех хулана каяççĕ. Хĕрарăмсем те Мускава çÿреме вĕренчĕç вĕт".

Пăлапуç Пашьел библиотекине 2007 çултах юсав ĕçĕсем ирттерсе, техникăпа тивĕçтерсе тĕслĕх шайне çитернĕ. Апла пулин те ун чухнех пĕтĕмпех карта лартса çитереймен. Акă Интернет кунта иртнĕ çул вĕçĕнче çеç çитнĕ. Паян кун та вулавăш çуртне çут çанталăк газĕпе ăшăтма пуçламан. Тĕслĕх статусне уçнă чухне панă дисксем кивелсе пыраççĕ. Пурнăçпа тан утма çĕннине туянма е килтисене илсе килме тивет. Телевизор, сканер, принтер пур, вĕсемпе туллин усă кураççĕ.

"Ялта шкул, клуб, библиотека кирлех. Вĕсем халăхăн пурнăçне, канăвне пуянлатма пулăшаççĕ. Культура вучахĕ хĕмленме пăрахни ял кун-çулĕ вĕçленнипе танах", - вулавăш ĕçченĕсемпе, кĕнеке тусĕсемпе, ял çыннисемпе калаçнă май çапларах шухăш çирĕпленчĕ.



"Хыпар"
05 июня 2013
11:48
Поделиться