Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Эпир - пĕр кăкран


 

Вăтăр çул кĕтрĕмĕр çак пулăма. Тинех вăл пурнăçланчĕ: тăванла икĕ республика - Чăваш Енпе Пушкăртстан - хушшинче туслăх кĕперĕ çĕнĕрен хывăнчĕ. Иртнĕ çул пирĕн культура ĕçченĕсене йышăннăччĕ кăлканлă çĕр-шыв. Кăçал Пушкăртри туссене Чăваш Республики кĕтсе илчĕ. Культура кунĕсене уçнă май ПР Президенчĕ Рустэм Хамитов: «Лайăх кÿршĕ аякри тăванран паха», - тесе каларĕ. Тĕрĕс сăмахсем. Пушкăртпа чăваш халăхĕсем темиçе ĕмĕр юнашар пурăнса, телейпе савăнăçа, инкекпе синкеке çурмалла пайласа тăванран та тăван пулса тăнă. Паянхи Пушкăртстан çĕрĕ çинче 107 пин йăхташ пурăнать. Вĕсемшĕн çак çыхăну, хутшăну сывлăш пекех кирлĕ.

Культура кунĕсем питĕ хăвăрт иртсе кайрĕç. Мĕнле кăмăл-шухăш çуратрĕç вĕсем?

Вадим ЕФИМОВ, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ:

- Пушкăртстан культура кунĕсем палăртнă вăхăтран кăшт маларах пуçланчĕç тени те йăнăш мар. Çтерлĕ хулинчи филармони çумĕнчи «Сарпи» фольклор ушкăнĕ çу уйăхĕн 26-мĕшĕнчех килсе çитрĕ. Элĕк, Красноармейски, Муркаш районĕсенче концертсем кăтартрĕ.

Пирĕншĕн, хăнасене йышăнакансемшĕн, вĕсен наци хăй евĕрлĕхĕ, пĕр çав халăхăн çеç пур йăла-йĕрке кăсăклă. Сĕнĕвĕ шута илнĕ. Шупашкарта пушкăрт курайĕ тĕлĕнмелле илемлĕ янăрарĕ. Ташши тата! Мĕнле хусканусем! Ал ĕç ăстисен хатĕрĕсем куçа илĕртеççĕ.

Пушкăртстан культура кунĕсем вĕçленмен-ха. Çĕртмен 6-7-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Юрий Григорович лартнă «Лебединое озеро» тата «Карсар» балетсене кăтартĕç. 8-9-мĕшĕсенче вара пирĕннисем Ĕпхĕве çитĕç.

Порфирий АФАНАСЬЕВ, Чăваш халăх поэчĕ:

- Икĕ республика хушшинче пысăк шайри хутшăнусем юлашки виçĕ теçетке çул йĕркеленеймен, çапах та икĕ халăх çыравçисем тĕл пулсах тăнă. Çапла тума пулăшаканĕсем - Константин Ивановпа Ухсай Яккăвĕ. Вĕсен сумлă юбилейĕсене Шупашкарта та, Слакпуçпа Пелепейре те паллă тунă.

Пушкăрт халăх поэчĕ Мустай Карим чăваш писателĕсене уйрăмах юрататчĕ. Мĕн çĕре кĕричченех чăваш литературипе кăсăкланнă. Ас тăватăп-ха: 1971 çулта Шупашкарта писательсен съезчĕ иртрĕ. Унта Мустай Карим та хутшăннăччĕ. Мĕн тери хисеппе калаçрĕ вăл пирĕн çыравçăсем пирки. Чăвашпа пушкăрт яланах пĕрле пулнă. Тымарсем пĕр кăкран.

Эпĕ те куçарнă Мустай Карим сăввисене. Тарăн шухăшлав, тăван халăхне юратни, унăн кун-çулĕшĕн, шăпишĕн пăшăрханни тата ытти те - пурте пур унăн поэзийĕнче. Поэзи уншăн çăтмах вырăнĕнче пулнă.

Валерий СИДОРОВ, ПР чăвашсен ĕç тăвакан комитечĕн Канаш председателĕ:

- Чăваш Ене яланах туртать пире. Шупашкара кашнинчех пысăк çĕкленÿпе килетпĕр. Хальхинче вара чи пысăк шайри çул çÿрев пулчĕ. Общество майĕпе ĕçлекен организацин ертÿçине официаллă делегаци йышне кĕртни хăех - пирĕн ĕçе тивĕçлĕ хак пани.

Пушкăртстанра 130 халăх çынни пурăнать. Эпир, чăвашсем, хамăр ята сумлăн тытса пыратпăр. Культурăна, чĕлхене, йăла-йĕркене упратпăр, малалла аталантаратпăр. Республикăра чăваш ялĕ йышлă, вĕсенче тăван чĕлхене вĕрентеççĕ, чăвашла «Урал сасси» хаçат тухса тăрать. Хамăрăн пултарулăхпа, ăсталăхпа ытти халăх çыннисене паллаштарма тĕрлĕ майпа усă куратпăр.

Икĕ республика хушшинчи çак шайри хутшăнусем пире мăнаçлăх, ăнтăлу кÿреççĕ.

Геннадий МОКШАЕВ, Пушкăртстанри Мустай Карим ячĕллĕ Çамрăксен наци театрĕн директорĕ:

- Шупашкара Мустай Каримăн «Пирĕн çуртăн савăнăçĕ» ĕçĕ тăрăх лартнă спектакльпе килтĕмĕр. Кăштах пăшăрхантăмăр та: актерсем пушкăртла калаçаççĕ-çке. Кăлăхах куляннă иккен, спектакле питĕ лайăх йышăнчĕç. Курав залĕнче вăхăт-вăхăт куççулĕ шăлса илекенсем те пулчĕç. Мĕн калас тенине актерсем сăмахран ытларах чунпа пĕлтерме тăрăшрĕç.

Станислав ВАСИЛЬЕВ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн пултарулăх ертÿçи:

- Театрăн директорне те, спектакль режиссерне те пĕлетĕп, актерсене те курнă. Çĕр-шывра иртекен театр фестивалĕсенче пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашнă.

Асăннă ĕçре вăрçă темине 7-8 çулти ачасен куçĕпе, шухăшлавĕпе уçса панă. Спектакль ансат пек, анчах актерсемшĕн питĕ йывăр. Манăн шухăшăмпа, вĕсем лартнă тĕллеве ăнăçлă пурнăçларĕç, мĕн калас тенине куравçă патне çитерчĕç.

Çакăн йышши тĕл пулусем питĕ кирлĕ.



"Хыпар"
04 июня 2013
11:24
Поделиться