Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Кĕскен

Чăваш ÿнерçисен - çĕнĕ ертÿçĕ

Çак кунсенче Чăваш художникĕсен союзĕн саккăрмĕш съезчĕ иртнĕ. Хальхи вăхăтра ун йышĕнче 60 яхăн çын. Пĕрлĕх чăмăртаннăранпа кăçал 20 çул çитет.

Çак тапхăрта вăл самай çирĕпленнĕ, тĕрлĕ мероприяти, çулленех пленэр ирттерет. Ÿнерçĕсем регион, çĕр-шыв шайĕнчи куравсене хутшăнаççĕ.

Юлашки тапхăрта союза ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Кузьмин ертсе пыратчĕ. Съездра вара пĕрлĕх тилхепине çĕнĕ председателе - ЧР тава тивĕçлĕ художникне Валентин Федорова - шанса пачĕç. В.Федоров - Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн тĕп художникĕ.

Союз юбилейне те паллă тăвасшăн ÿнерçĕсем. Мĕнле майпа? Тĕп хуламăрăн выставка залĕсенче пысăк куравсем йĕркелесе.

 

Кĕнекене пахаланă

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче «Гербы и флаги современной Чувашии» кăларăмăн презентацийĕ иртнĕ. Кĕнекене ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Вадим Шипунов геральдист ÿнерçĕ хатĕрленĕ.

Кĕнеке уявне ÿнерçĕсем çеç мар, ăслăлăх ĕçченĕсем, тĕпчевçĕсем, студентсем хутшăннă.

Вадим Анатольевич ĕçне ÿнер музейĕн ăслăлăх-тĕпчев пайĕн ертÿçи Геннадий Иванов, Чăваш Енĕн пĕрремĕш геральдисчĕн Элли Юрьевăн мăшăрĕ Галина Юрьева, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен директорĕ Юрий Исаев тата ыттисем пысăк хак панă.

 

Виçĕ пулăмпа асра юлĕ

Вырăс драма театрĕнче çу уйăхĕн 30-мĕшĕ харăсах виçĕ пулăмпа асра юлĕ.

Çак кун Максим Горькин «Фальшивая монета» пьесипе лартнă спектаклĕн премьери иртĕ, çавăн пекех Чăваш халăх артистне Борис Кукина 70 çула çитнĕ ятпа чыслĕç тата 90-мĕш юбилейлă театр сезонĕ вĕçленĕ.

Чаршав хупăнĕ, анчах артистсем çĕнĕ спектакльсем хатĕрлеме чарăнмĕç. Вĕсене çавăн пекех республикăри район-хуласенчи куравçăсем те кĕтеççĕ.



"Хыпар"
03 июня 2013
11:28
Поделиться