Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Пĕтĕм чăвашсен "Акатуйĕ"

Республика кунĕнче - çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта йăлана кĕнĕ Пĕтĕм чăвашсен уявĕ - "Акатуй" иртет.

Унта пирĕн районти пултарулăх ушкăнĕсем те хутшăнаççĕ. Патреккелти халăх хорĕ, Лаш Таяпари "Тайпи", Яманчỹрелĕнчи "Эткер" фольклор ушкăнĕсем "Шупашкар 500 çул" паркра хăйсен юрри-ташшипе савăнтараççĕ.

Шупашкарти Хĕрлĕ площадьре халăх пултарулăхĕн республикăри фестивалĕн "Гармошечный переполох" фестивалĕн, "Ай, ташлар-и!", "Тăван çĕр-шыв юррисем" гала-концерчĕ иртет. Унта Аслă Пăла Тимешри "Вун тỹпе" халăх инструменчĕсен ансамблĕ, Елчĕкри искусство шкулĕнчи "Вдохновение" ташă ансамблĕ, Патреккелти халăх хорĕ хутшăнать.

Унсăр пуçне "Шупашкар 500 çул" паркри ятарлă площадка çинче районти ытти пултарулăх ушкăнĕсем те концерт кăтартаççĕ.

 



"Елчĕк Ен"
01 июня 2013
15:30
Поделиться