Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Республика чапне çĕклекен коллектив ("Хыпар")

Республика чапне çĕклекен коллектив ("Хыпар")

/Радиопа телекурав патшалăх комитечĕн хорне йĕркеленĕренпе 45 çул çитрĕ/

Чăваш Енре çуралса ÿснĕ пултаруллă уйрăм юрăçсемпе композиторсене Раççейре иртнĕ ĕмĕрĕн 20-30-мĕш çулĕсенче тин пĕлме пуçланă. Çав вăхăтра хуласемпе хăш-пĕр ялта пирвайхи пултарулăх коллективĕсем йĕркеленнĕ. Елчĕк, Сĕнтĕрвăрри, Патăрьел, Çĕрпÿ, Тăвай тăрăхĕсенче чăмăртаннă коллективсен концерчĕсене ытларах 20-30-40 çынран тăракан хор юррисем илемлетнĕ. 50-60 çул каялла вĕсем чăвашсен малтанхи композиторĕсем Василий Воробьев, Федор Павлов, Степан Максимов, Аристарх Орлов-Шуçăм, Филипп Лукин илемлетнĕ халăх юррисене е хăйсем ятарласа хор валли çырнă хайлавсене шăрантарнă. Шел те, çав вăхăтра вĕсене тĕрлĕ сăлтава пула халăхăн пысăк пайĕ пачах итлеме пултарайман.

1967 çулхи кĕркунне Чăваш АССР Министрсен Канашĕ çав вăхăтри Радиопа телекурав патшалăх комитечĕ çумĕнче хор йĕркелесси çинчен ятарлă Хушу кăларнă. Унăн тĕп тĕллевĕ шăпах халăх юррисене тата чăваш композиторĕсен хайлавĕсене анлăрах пропагандăласси шутланнă. Ертÿçи тата тĕп дирижерĕ пулма Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕ РСФСР тава тивĕçлĕ артистне, Чăваш АССР халăх артистне, паллă композитора Аристарх Орлов-Шуçăма çирĕплетнĕ. Çавăн хыççăн тинех чăвашсен илемлĕ те çепĕç, чуна тыткăнлакан юррисене тăван республикăн кашни кĕтесĕнче кăна мар, пирĕн йăхташсем йышлăн пурăнакан Мускавра тата Ленинградра, Совет Союзĕн тĕрлĕ регионĕнче итлеме пуçланă. 1968 çултан пуçласа чăваш юррисем Пĕтĕм Союзри радиопа час-часах янăрама тытăннă.

1986 çултанпа Аристарх Гаврилович никĕсленĕ паллă коллектива унăн вĕренекенĕ Морис Яклашкин ертсе пырать. Часах çирĕмри Чăваш патшалăх радиопа телекурав хорĕ Венгрири Дьăндьшет хулинче иртекен Пĕтĕм тĕнчери музыка фестивальне хутшăнма путевка çĕнсе илет. Тăванла çĕр-шывран пирĕн артистсем Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕн дипломанчĕ пулса таврăннă. 1991 çултах Морис Николаевич ертсе пыракан вăтăр юрăçран тăракан хор хăйĕн ăсталăхне Пĕтĕм тĕнчери тепĕр фестивальте - Ленинградра «Çурçĕр Пальмирăри Раштав уявĕнчи музыка тĕл пулăвĕсенче» - кăтартать. Тепĕр икĕ уйăхранах тĕнче шайĕнче кăларма ĕлкĕрнĕ коллектива Мускава чĕнсе илнĕ. Кунта СССР Композиторсен VIII съезчĕ иртнĕ. Çав ăшă çуркунне чăваш хорĕн юррисем съезд ĕçленĕ Союзсен çурчĕн Колонна залĕнче кăна мар, Мускаври П.И.Чайковский ячĕллĕ консерваторийĕн тата Гнесинасен ячĕллĕ музыка Академийĕн чи пысăк та шĕкĕр залĕсенче хăватлăн янăранă. Мускавра тата Нева çинчи хулара иртнĕ концертсенче Раççей Композиторĕсен союзĕн вăл вăхăтри правленийĕн секретарĕ, «Музыка академийĕ» журналăн тĕп редакторĕ Юрий Корев, СССР халăх артисчĕ, тĕнчипе чапа тухнă композитор Андрей Эшпай, çĕр-шыври Композиторсен союзĕн правленийĕн ертÿçисенчен пĕри Олег Галахов, çавăн пекех паллă ытти музыка деятелĕ киленсе ларнă. Вĕсем пурте Шупашкарти хорăн, çавăн пекех унăн илемлĕх ертÿçин тата тĕп дирижерĕн Морис Яклашкинăн ăсталăхĕпе пултарулăхне пысăк хак панă. Юрий Корев «Музыка академийĕ» журналта çапла çырнă: «Морис Яклашкин - пирĕн саманари çÿллĕ шая çĕкленнĕ музыкант тата хор дирижерĕ кăна мар, вăл симфони оркестрне те ертсе пыма пултарать».

Морис Николаевич коллективĕнче юлашки çирĕм çулта пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. 1993 çулта вăл Чăваш Республикин Культурăпа национальноçсен ĕçĕсен министерствин тытăмне кĕнĕ, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕн ятне тивĕçнĕ академи капелли пулса тăчĕ. М.Н.Яклашкин маэстро тăрăшнипех çĕнĕ XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче республика ертÿлĕхĕ пулăшнипе капеллăн хăйĕн симфони оркестрĕ чăмăртанчĕ. Унта малтанхи вăхăтра консерваторисемпе музыкăн ытти заведенине пĕтернĕ, унччен искусство шкулĕсенче, университетра е ытти çĕрте ĕçлесе палăрнă вăхăтра яхăн мусăкçă тĕрлĕ инструментпа калать.

Чăваш патшалăх академи симфони капеллинче паян 112 çын ĕçлет. Унăн тĕп шăнăрĕ тата мухтавĕ, паллах, пултаруллă юрăçсем. Хăй вăхăтĕнче капеллăра Чăваш Республикин халăх артисчĕсем Александр Орлов, Валентина Смирнова, Иван Христофоров, Зоя Лисицына, Тамара Гурьева, Михаил Михайлов ĕçленĕ.

Çак кунсенче Чăваш филармонийĕн çуртĕнче Чăваш патшалăх академи симфони капеллин хорĕ 45 çул тултарнине халалланă пысăк концерт иртрĕ. Музыка уявĕнче чи малтанах Степан Максимов /«Уй варринче»/, Федор Павлов /«Сĕрен»/, Филипп Лукин /«Чĕнтĕрлĕ кĕпер»/, Аристарх Орлов /«Вĕç, вĕç, куккук»/, Федор Васильев /«Лутраях та шĕшкĕ»/, Григорий Хирбю /«Нимене»/ чăваш халăх юррисем янăрарĕç. Концерт пынă май чаплă коллективăн ĕç-хĕлĕпе, историйĕпе тата унăн çитĕнĕвĕсемпе Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин маэстро хăй паллаштарчĕ. Вăл çавăн пекех республика чапне çĕклекен пултарулăх коллективĕнче 30-40 çул ĕçленĕ юрăçсене ăшшăн аса илчĕ, пирĕн саманари чи ăста артистсемпе паллаштарчĕ.

Çурхи музыка уявĕн иккĕмĕш пайĕнче сцена çине хорпа пĕрле симфони оркестрĕ те тухрĕ. 100 ытла юрăçпа музыкантран тăракан туслă коллектив чăваш юррисене кăна мар, Борис Мокроусовăн, Сергей Рахманиновăн, Георгий Свиридовăн тата тĕнчипе паллă ытти композиторăн тĕрлĕ хайлавĕсене хăватлăн шăрантарчĕ. Концерт чăн-чăн музыкăпа искусствăна юратакансене савăнăç, илем, хавхалану, çурхи ырă кăмăл парнелерĕ.



«Хыпар» («Весть»)
02 апреля 2013
09:25
Поделиться