Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Юрă чуна илемлетет, ватăлма памасть («Хыпар»)

Юрă чуна илемлетет, ватăлма памасть («Хыпар»)

Паянхи ял мĕнле пурăнать? Унти халăх мĕнпе кăсăкланать? Ăна мĕн савăнтарать, шухăшлаттарать, кулянтарать?

Ял çыннин кун-çулĕ çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, ыттипе çыхăннă. Çапла майпа пурăнмалăх, мул пухмалăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илет вăл. Этем кунпа çеç çырлахмасть-çке, чун апачĕ те кирлĕ ăна. Çак ыйтăва мĕнле майпа тивĕçтерет-ха? Тен, теприсене килте телевизор пăхни те çителĕклĕ? Хăшĕсем çырăнса илекен хаçат-журнала вуласа кăмăлне уçаççĕ. Тата урăх йышшисем те - тулли пурнăçпа пурăнакансем те - çук мар. Çамрăк-и вĕсем, ватă-и - халăх хушшинче пулма тăрăшаççĕ, пĕр-пĕринпе çывăх тăван пек шăкăл-шăкăл калаçнине тем пек пуянлăхран мала хураççĕ. Çавăн пек çынсем пирки сăмах хускатас терĕм. Çак кунсенче Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккассине командировкăна кайнăччĕ, шăпах унта тĕл пултăм та сире, вулавçăсем, паллаштарас тенĕ çынсене.

Кунти информаципе культура центрне /çак ятпа вăл пĕлтĕрхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен çÿрет/ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Гаврилов 1977 çултанпа ертсе пырать.

Николай Николаевич пирки тĕплĕнрех чарăнса тăмаллах. Шăпах çавăн пек çынсем пуррипе тытăнса тăрать те ял культури. Ĕç укçинчен ытларах /вăл та пысăк пулсан тем пекехчĕ/ хăй суйласа илнĕ професси канлĕ пурăнма памасть ăна. Вырăнти халăх йăли-йĕркийĕ, фольклорĕ çĕнĕрен вăй илсе çĕкленме пуçлани пĕтĕмпех унпа çыхăннă. Паллах, ун умĕнхи ĕçтешĕсем те ку енĕпе «çереме» пайтах уçнă. Николай Гаврилов вара, Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче пĕлÿ илнĕскер, тарăнрах «сухалама» мехел çитернĕ. Çăварни, Сурхури, Мăн кун, Кĕр сăри тата ытти те - аслă ăрурисемшĕн çеç мар, çамрăксемшĕн те, ача-пăчашăн та çывăх, паллă уявсем. Çирĕм çул каялла йĕркеленĕ «Шанчăк» фольклорпа инструментсен ансамблĕнче ачасен темиçе ăрăвĕ туптаннă. Коллектив 1997 çулта Тутарстанри Чистай районĕнче иртнĕ «Янра, чăваш юрри» фестивале хутшăннă. Вăл çавăн пекех республика шайĕнче иртекен «Пĕчĕк çеç путене» ачасен фольклор фестивалĕсен /II, III, V/ лауреачĕ, «Кала, хут купăс, янра, такмакăм» республика фестивалĕнче те, «Ĕмĕрсен эрешĕсем», «Чăваш Ен чечекĕсем» фольклор фестивалĕсен çĕнтерÿçи те. Районти пултарулăх коллективĕсен хушшинчи смотр-конкурсра пĕр хут çеç мар малти вырăна тухнă.

Вунă çул каялла ялти культура çурчĕ çумĕнче «Çăл куç» фольклор ансамблĕ йĕркеленнĕ. Пуçаруçисен шутĕнче - культура ĕçченĕсем çеç мар, Пысăк Енккассинчи юрă-кĕвĕ тĕнчине чун-чĕрепе парăннисем те.

- Ертÿçĕ тивĕçне Алевтина Яковлева пурнăçлать, эпĕ - аккомпаниатор, - тет Николай Николаевич. - «Çăл куç» тĕллевĕ - вырăнти халăх юррине çĕнĕрен чĕртсе тăратасси. Паллах, коллектив пурнăçĕнче, унăн аталанăвĕнче манăн та, культурăпа кану центрĕн директорĕн те, витĕм çук мар ĕнтĕ. «Çăл куçра» юрлакансем валли 95 пинлĕх чăваш тумĕ çĕлеттертĕмĕр. Пирĕн пысăк ĕмĕте пурнăçа кĕртме хамăр ял çынни, Новосибирскра ĕçлесе пурăнакан, çĕр-шыври пысăк заводсенчен пĕрне - «Сибэлектротерма» - ертсе пыракан ентеш Михаил Кузьмин пулăшрĕ. Халĕ çын çине тухса çÿреме те намăс мар. Акă иртнĕ çул Лондонра иртнĕ Олимпиадăна хутшăннă Татьяна Петровăна /Архиповăна/ Шереметьево аэропортĕнче чăваш юрри-кĕввипе кĕтсе илтĕмĕр. Иртнĕ çулах Чăваш наци радиовĕ йĕркеленĕ «Иксĕлми çăл куçсем» фольклор фестивальне хутшăнтăмăр, Дипломлă пултăмăр.

Репертуара çĕнетсех тăратпăр. Ялти ватăсем шăрантарнă халăх юррисене унта пурте кĕнĕ темелле. Çавăнпа районти ытти яла çитсе килетпĕр, унти юрă ăстисенчен çырса илетпĕр.

Информаципе культура центрĕн пуçарăвĕпе кăçалхи нарăс уйăхĕнче кире пуканĕ йăтакансен пĕрремĕш турнирĕ иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсем валли ятарлă медаль, Диплом хатĕрлерĕмĕр.

Афган вăрçине хутшăннă Виктор Гаврилова асăнса 2007 çултанпа мини-футбол енĕпе турнир йĕркелетпĕр. Унта ялти пилĕк урамра пурăнакан кашни çамрăк хутшăнать. Турнир ирттерме Викторăн пиччĕшĕ - Мурманскра ĕçлесе пурăнакан Валерий Гаврилов, сăмах май вăл унти чăвашсен наци культура пĕрлĕхне ертсе пырать, ытти тăванĕ пулăшаççĕ.

Спортпа çыхăннă ытти мероприятие ялти шкулпа пĕрле ирттернине те палăртса хăвармалла. Унта Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Юрий Архипов ĕçлет. Информаципе культура центрĕн штатĕнче икĕ çын. Пĕри - директор. Тепри - библиотекарь. Çак тивĕçе Надежда Никонорова пурнăçлать. Вăл пĕр вырăнта 30 çул ĕçлет. Вулавăша тавра пĕлÿ енĕпе специализациленине асăнса хăвармалла. Çавна май Надежда Валентиновна библиотекарĕн тĕп тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех ку енĕпе те тăрăшса ĕçлет.

Тавра пĕлÿçĕсен ятарлă кĕтесĕнче кирек кам та хăйне кăсăклантаракан информаци илме пултарĕ. Кунта, сăмахран, Пысăк Енккасси ял историйĕ пирки вуласа пĕлме, Раççей халăх артисткин Нина Яковлевăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллашма май пур. Çак тăрăхранах Александр Янташ /Исаак Никифоров/, Еник Мирунĕ /Мирон Романов/ çыравçăсем тухнă. Сăмах май, Мирон Романович хăй вăхăтĕнче «Коммунизм ялавĕ» хаçатра та ĕçленĕ. Çитес çул вăл çуралнăранпа 100 çул пулать.

Надежда Валентиновна çитĕнекен ăрăва вырăнти йăла-йĕрке, культура никĕсĕ çинче воспитани памаллине асра тытса ĕçлет. Тĕл пулусене, вулакансен конференцийĕсене те вырăнти авторсене явăçтарма тăрăшать. Вулавăш хальхи вăхăтра çырăнса илекен 20 хаçат-журналтан саккăрăшĕ - тăван чĕлхепе тухаканнисем. Атте-анне чĕлхине упрамалли пирки чăвашсен паллă çыннисем каланă сăмахсене пурте курмалла çырса хунă.

Вулавăш çумĕнче «Литература тата театр» клуб ĕçлет. Унта ялти шкулти 4-9-мĕш классенче вĕренекенсем çÿреççĕ. Пĕлтĕр «Наян мулкач» спектакльпе район конкурсĕнче те палăрнă, «Чи лайăх сценографи» номинацире çĕнтернĕ. Кăçал - Тавралăха сыхламалли çулталăкра - Мария Николаевăн «Хурăн сĕткенĕ» пьесине сцена çине кăларнă.

Палăртнă вăхăта центра «Çăл куç» ансамбль пикисем килсе çитрĕç. Вĕсем пурте тенĕ пекех тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Çапах та чунĕ чăннипех çамрăк вĕсен, куçĕсем каçхи тÿпери çăлтăрсем пекех çиçеççĕ, сăнĕ-пичĕ çутă, кăмăллă. Апла пулсан - мĕншĕн пике теес мар?

Репетици пуçланиччен «Çăл куç» юрăçисемпе те сăмахлама май килчĕ. Мĕн çыхăнтарать вĕсене пĕр тĕвве, ушкăна?

Алевтина Яковлева, ансамбль ертÿçи:

- Эпĕ мĕн пĕчĕкрен юрлама юратнă. Çак клуба уçнă кун та сцена çинче пĕрремĕш концерт кăтартаканĕ пирĕн класс пулчĕ.

Мана халĕ халăх юррисем килĕшеççĕ. Манăçа кăларасшăн мар вĕсене. Ватăсенчен çырса илетпĕр. Хуруйне, Арапуçне, Çĕнĕ Кавала, Кивĕ Шулхана, Эçпепене çитсе килтĕмĕр, тата 20 яхăн юрăпа пуянлантăмăр. Акă вĕсенчен пĕрне юрласа парам-ха. «Лайăх-çке вăрманта» ятлă вăл.

Эх, лайăх-çке вăрманта

Утса çÿреме.

Тĕрлĕ чечексем çине

Пăхса киленме.

Эх, лайăх-çке вăйăра

Вăйă выляма.

Алла-аллăн тытăнса

Юрă юрлама.

Айтăр, хĕрсем, килелле,

Автан авăтать.

Сарă хĕвел тухсанах

Пирĕнтен кулать.

И култăрин - култăрах,

Епле уйрăлас?

Çитес каçа çитиччен

Епле-ха кĕтес?

Нина Никонорова:

- Çак ялтах çуралса ÿснĕ эпĕ, комплексра ĕçленĕ. Çамрăк чухне спектакльсем лартма хутшăннă. «Кай, кай Ивана» камитре те вылянă. Çапла айкашнă май хĕл иртни те сисĕнмест. Тепĕр чухне тарăхнă самант та пулать, юрласа ярсан чун уçăлса каять.

Зоя Сидорова:

- Медицина ĕçченĕ эпĕ. Тăвай районĕнчи Тăрмăш халăх хорĕнче 14 çултах юрлама пуçланă. Мăшăрпа иксĕмĕре - çамрăк специалистсене - направленипе çак яла ячĕç, кунтах тĕплентĕмĕр.

Коллектив лайăх, туслă, ертÿçĕ маттур, пултаруллă. Уявсенче те пĕрле пулма тăрăшатпăр. Юрă пурнăçа илемлетет, пире ватăлма памасть.

Ирина Григорьева:

- Эпĕ хăй вăхăтĕнче ача садĕнче ĕçленĕ. Шăпăрлансене юрлама, ташлама вĕрентнĕ. «Çăл куçра» халăх юрри чунпа кăмăла çĕклет. Çак туйăмпа куракана та хавхалантарас тетĕп. Чăваш юрри нихăçан та ан пĕттĕр, ăруран ăрăва куçса халăхра пурăнтăр.



«Хыпар» («Весть»)
30 марта 2013
15:05
Поделиться