Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Халăх пуянлăхĕ -ик куç тулли («Хыпар»)

Иртнĕ çул вĕçĕнче кун çути курнă кĕнеке - «Объекты культурного наследия Чувашской Республики» /авторĕ Н.И.Муратов/ - 2011 çулта çак ятпах пичетленнĕ кăларăмăн иккĕмĕш пайĕ. Пĕрремĕш кĕнекере Шупашкар, Улатăр тата Етĕрне хулисем йĕркеленсе кайса аталанса пыни, унти культура палăкĕсем пирки тĕплĕн çырса кăтартнă пулсан, хальхинче сăмах Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ хулисем, республикăри районсенчи культура, истори пĕлтерĕшлĕ палăксем пирки пырать.

Асăннă икĕ хулан пуян еткерлĕхне тарăн тишкернинчен пуçланать кĕнеке-каталог. Сĕнтĕрвăррипе Çĕрпÿ пĕр-пĕринчен хăй евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Пĕрремĕшне, сăмахран, 16-17 ĕмĕрсен чиккинче вырăс хресченĕсем йĕркелесе янă, 1856 çулччен вăл ял шутланнă. Çĕрпÿ вара 1589 çулта чăваш ялĕн никĕсĕ çинче чăмăртаннă. Вăл малтанах хула-хÿтĕлевçĕ ятпа çÿренĕ. Каярах иккĕшĕ те Хусан кĕпĕрнинчи суту-илÿпе ремесла центрĕсем пулса тăнă. Паянхи кунччен упранса юлнă чиркÿсемпе часавайсем, мăнастирсем, халăх ăстисем çĕкленĕ çурт-йĕрсем архитектура произведенийĕсем шутланаççĕ. Çав вăхăтри палăксем çине пăхатăн та инженери искусстви мĕн тери çÿллĕ шайра пулнинчен тĕлĕнетĕн. Шел те, тепĕр чухне çав илемпе киленме май килмест - вăл упранса юлман, ячĕ хут çинче пур пулсан та.

Сĕнтĕрвăрринче регион пĕлтерĕшлĕ культурăпа истори палăкĕ 40 яхăн. Вĕсен ячĕсене, паллах, асăнса тухас тĕллев лартман эпир. Çапах та хăшне-пĕрне аса илни чăрмантармĕ. Троица чиркĕвĕ, Хусан чиркĕвĕн ансамблĕ, А.Н.Тогаев композитор пурăннă çурт тата ытти те çак хулан хăй евĕрлĕхĕ, илемĕ шутланаççĕ. Троица чиркĕвнех илер. Ăна 1726 çулта туса лартнă. Вăл - темиçе ĕмĕр кÿнтеленĕ. 1903 çулта чиркĕве тĕпрен юсанă. Малалла та çак шайрах упраса хăварасси - паян пурăнакансен тĕллевĕ.

Уессенчи администраци çурчĕсене /çав шутра Çĕрпÿре те/ вырăс районĕсенчи майлă çĕкленĕ. Хулара пурăнакансенчен пысăк пайĕ боярсен, сутуçăсен, тĕн çыннисен ачисем пулнă. Шăпах вĕсем ĕнтĕ вырăс культурине тытса пыма ăнтăлнă.

Çĕрпÿре хальхи вăхăтчен 18-19 ĕмĕрсенчи темиçе çурт, тĕн пĕлтерĕшлĕ объектсенчен Троица тата Хусан чиркĕвĕсем упранса юлнă. Малтанхи крепоçран кăшт çурçĕртерех хĕрарăмсен Тихвин мăнастирĕ вырнаçнă. В.Д.Димитриев «Чувашия в эпоху феодализма» кĕнекере илсе кăтартнă тăрăх - 1625 çулта Çĕрпÿре 368 çын пурăннă, Шупашкарта - 493, Етĕрнере - 216.

Çĕрпÿ крепоçĕ 1606 çулта хресчен вăрçине пула сиенленнĕ. 1670 çулта вара С. Разин çарĕсем аркатнă. Документсем çирĕплетнĕ тăрăх - тĕрлĕ çулта хулана каллех çĕклеме пуçланă. Кунта халĕ федераци шайĕнчи палăксем çаксем: 18 ĕмĕр варринчи çурт /К.Маркс урамĕ, 10-мĕш çурт/, хĕрарăмсен Тихвин мăнастирĕн ансамблĕ, Тихвин чиркĕвĕ, Троица чиркĕвĕн ансамблĕ /18 ĕмĕр/, Троица чиркĕвĕн чан çакмалли вырăнĕ /Пугачев башни, 1734 ç./. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ культурăпа истори палăкĕсен шутĕнче - 15 объект.

Малалла кĕнеке авторĕ - ЧР Культура министерствин Культура еткерлĕхне упрас енĕпе ĕçлекен патшалăх центрĕн директорĕ, ЧР тата Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Муратов - республика районĕсенчи культура еткерлĕхĕн объекчĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Вĕсем архитектурăн, монумент искусствин тĕслĕхĕсем, тĕн пĕлтерĕшлĕ палăксем. Кашни пай пуçламăшĕнчех - районсенчи объектсен йышĕ, вĕсен архитектура стилĕ, палăкăн вăл е ку уйрăмлăхĕ. Ун ячĕпе пĕрлех ăна хăçан никĕсленине тата ăçта вырнаçтарнине палăртнă.

Иллюстраци материалĕ те пĕр стильпе çыхăнса пырать: объекта пĕтĕмĕшле тата унăн вăл е ку пĕлтерĕшлĕ пайне кăтартнă.

Николай Муратов питĕ пысăк тата яваплă ĕç пурнăçланă. Çакăн пек пуян материала пуçтарма вăхăт самай кирлĕ. Вăл, хăйĕн ĕçне юратаканскер, культура палăкĕсене упрас ĕçе чунне параканскер, кашни палăка тĕплĕн тишкернĕ, кашни объект пирки çырса кăтартнă. Кăларăма архитектура терминĕсемпе те пуянлатнă.



«Хыпар» («Весть»)
30 марта 2013
08:39
Поделиться