Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Чыславра - чи лайăххисем («Хыпар»)

Иртнĕ çул профессионал искусствăшăн ăнăçлă пулчĕ. Куракансен шучĕ, 2011 çулпа танлаштарсан, 1,5 процент ÿснĕ, 540,4 пин çынна çитнĕ. Çав шутра ачасем - 153,0 пин. Театрсем çĕнĕ 26 спектакль кăларнă, виççĕшне тĕпрен çĕнетнĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама вăл е ку коллектив ЧР Пуçлăхĕн грантне тивĕçни пулăшнă. Сăмахран, ку çăмăллăхпа Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ иртнĕ çул Федор Васильевăн «Сарпике» балетне лартнă чух /балетмейстерĕ Елена Лемешевская/ усă курнă. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ пирки те çавнах каламалла. Иосиф Дмитриев режиссер «Ама кайăк çулĕпе» спектакль кăларнă.

Ыттисем те - «Хыт кукар» /Ж.Б.Мольер, Чăваш драма театрĕ/, «Бешеные деньги» /А.Островский/, «Лжец» /Д.Псафас, Вырăс драма театрĕ/, «Суя пурнăç - çур пурнăç» /М.Эннекен, М.Мэйо/, «Тăххăрмĕш хутри Асамат кайăкĕ» /Р.Прокопьева, Çамрăксен театрĕ/, «Шурă Шупашкар юмахĕ» /О.Туркай, Пукане театрĕ/ тата ытти те - куракана кăсăклантарнине палăртмалла. Чи лайăххисене вара, театрсен ÿнер канашĕсем сĕннипе, республикăра çулленех /кăçалхипе вун тăваттăмĕш хут/ иртекен «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурса тăратаççĕ.

Халĕччен çапла тăватчĕç: кашни театр вăл е ку номинаци валли спектакльсенчи пĕр-пĕр сăнара, музыка е ÿнер ĕçне сĕнетчĕ. Кăçалтан йĕрке кăштах улшăнчĕ, профессионал театрсем икшер спектакль - пĕрне - аслисем, тепĕрне ачасем валли лартнăскерсене - конкурса тăратрĕç. Номинацисен - «Çулталăкри чи лайăх спектакль» /режиссура/, «Ачасем валли лартнă чи лайăх спектакль»* «Чи лайăх хĕрарăм сăнарĕ», «Чи лайăх арçын сăнарĕ», «Чи лайăх сценографи», «Эпизодри чи лайăх роль», «Музыкăпа илемлетнĕ чи лайăх спектакль» - çĕнтерÿçисене шăпах çав ĕçсенчен палăртмалла пулчĕ.

Жюри членĕсем /ун йышĕнче режиссер, композитор, ÿнерçĕ, артистсем, журналистсем, театр ĕçченĕсем, студент тата ытти те/ пуш уйăхĕн 14-24-мĕшĕсенче çак спектакльсемпе паллашрĕç: К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх театрĕнче - «Шанель «пике» /Н.Коляда, режиссерĕ Н.Сергеева/ тата «Лысый черт и тайна красной ленточки» /Г.Латышева, режиссерĕ В.Карпов/ ĕçсемпе* Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче - «Тăххăрмĕш хутри Асамат кайăкĕ» /Р.Прокопьева, режиссерĕ С.Васильев/ тата «Ама кайăк çулĕпе» /авторĕ те, режиссерĕ те И.Дмитриев/* Вырăс драма театрĕнче - «Красная Шапочка» /Ш.Перро, режиссерĕ В.Красотин»/, Чăваш патшалăх пукане театрĕнче - «Беда от нежного сердца» /В.Соллогуб, режиссерĕ Ю.Филиппов/ тата «Шурă Шупашкар юмахĕ» /О.Туркай, режиссерĕ Ю.Филиппов/ юмахсемпе* Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче - «Сарпике» /Ф.Васильев, режиссерĕ Е.Лемешевская/ балетпа «Али-Баба» /А.Галкин, режиссерĕ А.Ильин/ юмахпа* Чăваш патшалăх сăнав театрĕнче «Сказки-рассказки» /И.Свет, режиссерĕ В.Проворов/ юмахпа.

Вунă спектакльтен хăшĕ мĕне тивĕçрĕ? Çак ыйту театр ĕçченĕсене çеç мар, куракансене те кăсăклантарчĕ паллах. Çĕнтерÿçĕсене пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче - Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче - пĕлтерчĕç. Чыслав Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче иртрĕ.

Уява артистсемпе театр ĕçченĕсем çеç мар, ахаль куракансем те йышлă пынă. Йышăнакансем вĕсен кăмăлне хăпартас тесе тăрăшни фойеренех палăрчĕ, пур çĕрте те уяв сĕмĕ хуçаланчĕ: халĕччен сцена тумне артистсем çинче çеç кураканччĕ, кунта, авă, куç умĕнчех, алăпа тĕкĕнсе пăхма та май пур. Конкурс-фестивале тăратнă спектакльсенчи самантсемпе ятарлă стендсем паллаштараççĕ.

Профессионал театр артисчĕсем хăйсене пĕр тĕвве пуçтаракан, пĕр шухăшлăха палăртакан куна 1961 çултанпа паллă тума пуçланă. Театр хăй вара пирĕн эрăччен 2,5 пин çул маларахах йĕркеленнĕ. Тата çавăн чухлĕ вăхăт иртсен те унăн вăйĕ чакмĕ, чапĕ сÿнмĕ, мĕншĕн тесен вăл - пурнăç, эпир вара пурте - актерсем.

Савăнăçлă çак самантра сцена ăстисемпе юнашар ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Медведев пулчĕç. Вадим Петрович пушă алăпа пыман, культура аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн чылай артиста министерствăн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Геннадий Павлович вара Раççей Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕн, Раççей халăх артисчĕн Александр Калягинăн саламĕпе паллаштарчĕ.

Акă кĕтнĕ самант - «Чĕнтĕрлĕ чаршав» театр конкурсĕн-фестивалĕн çĕнтерÿçисене чысламалли вăхăт - çитрĕ. Çакă йăлана кĕнĕ: çĕнтерÿçĕсен ячĕсене палăртнă конверта ытти тытăм ĕçченĕсем уçаççĕ. Кăçал çак тивĕçе, 2013 çул Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк пулнине шута илсе, шăпах асăннă отрасль специалисчĕсем пурнăçларĕç.

Сцена çине чи малтан ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Иван Исаев хăпарчĕ. Вăл «Чи лайăх сценографи» номинацире палăрнине пĕлтерчĕ. Жюри шухăшĕпе - ку енĕпе Чăваш патшалăх сăнав театрĕнчи «Сказки-рассказки» юмаха илемлетекенĕсене Ирина Андреевăпа Валерий Проворова çитекенни пулман.

«Музыкăпа илемлетнĕ чи лайăх спектакль» ята федерацин Çут çанталăкпа усă курас енĕпе ĕçлекен службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Виктор Косачев пĕлтерчĕ. Çак чыса «Ама кайăк çулĕпе» спектакле кĕвĕ-çемĕпе илемлетнĕ Лолита Чекушкина тивĕçрĕ.

«Эпизодри чи лайăх сăнар» номинаци çĕнтерÿçине Шупашкарти районсен хушшинче çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен прокуратурин прокурорĕ Дмитрий Викторов пĕлтерчĕ. Вăл - Пукане театрĕн «Беда от нежного сердца» спектакльти Настасья Павловна сăнарне калăпланă Ирина Можаева.

Жюрин ятарлă Дипломне «Ама кайăк çулĕпе» юмахри Кĕçĕннин рольне куракан патне çитернĕ Ольга Почалкина тивĕçрĕ.

«Чи лайăх арçын сăнарĕ» ята кăçал, жюри питĕ тĕплĕн шухăшланă тăрăх, никама та парас темен. Апла пулсан театрсен ку енĕпе тимлĕрех ĕçлемелле.

«Чи лайăх хĕрарăм сăнарĕ» номинаципе вара пĕр çын çеç мар, хĕрарăмсен ансамблĕ палăрчĕ. Вĕсем «Шанель «пике» спектакльти кинемисен ролĕсенче вылянă Вера Кузьмина, Нина Яковлева, Нина Григорьева, Любовь Федорова тата Надежда Кузьмина.

«Ачасем валли лартнă чи лайăх спектакль», асăннă номинацие «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурса кăçал пуçласа кĕртнĕ терĕмĕр, Иосиф Дмитриев лартнă «Ама кайăк çулĕпе» асамлă юмах тивĕçрĕ.

Уяв каçне конкурс-фестивалĕн тĕп спонсорĕ те - Раççей перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿлĕхĕ - хутшăнчĕ. Асăннă уйрăмăн управляющин тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Киргизов «Çулталăкри чи лайăх спектакль» номинаци çĕнтерÿçине пĕлтерчĕ. Çак ята «Сарпике» наци балечĕ çĕнсе илчĕ. Ăна лартаканĕ Елена Лемешевская Дипломпа укçан паракан парнене илнĕ май Федор Васильев композитор ячĕпе ăшă сăмах каларĕ. «Федор Семенович çак произведение çырман пулсан эпĕ паян кунта тăрас çукчĕ. Композитор умĕнче пуçăма таятăп», - терĕ.

Вун тăваттăмĕш конкурс-фестиваль вĕçленчĕ. Çитессиччен, вун пиллĕкмĕшĕччен, юбилейличчен эппин.

 



«Хыпар» («Весть»)
30 марта 2013
08:34
Поделиться