Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Ахах йăлтăртатăвĕ, чăвашлăх пуласлăхĕ

Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче иртнĕ «Чăваш пики-2013» конкурсра республикăри ял-хулари 14 хĕр йăх-несĕл ятне çÿле çĕклес тĕлĕшпе тупăшрĕ.

ЧР Культура министерстви пулăшнипе Чăваш наци конгресĕпе республикăри çамрăксен «Хастар» пĕрлешĕвĕ тăван халăхăн йăли-йĕркине анлă сарас, пултаруллă чăваш хĕрĕсене тупса палăртас, вĕсен хушшинчи социокультурăллă хутшăнусемпе çыхăнусене аталантарас тата вăйлатас тĕллевпе 7-мĕш хут йĕркеленĕ уяв-хаклав хăйĕн пархатарлă миссине хальхинче тивĕçлипех пурнăçларĕ темелле. Асамлă цифра витĕмĕ те пулăшрĕ-ши? Чăваш халăхне çутта кăларнă мухтавлă И.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă мероприятие кашниех тĕплĕ хатĕрленнĕ. Мана уйрăмах пирĕн чиперуксем чăвашланса çитни, хамăрăн çепĕç чĕлхепе пĕр такăнмасăр чĕвĕлтетни, пултарулăхпа ăс-хакăл енчен хавшак пулманни савăнтарчĕ. Эппин, конкурс йĕркелÿçисем çак ăмăртăва хутшăнма тивĕçнĕ пикесене Шупашкарти наци культурин хăйне евĕрлĕхне упракан вырăнсемпе паллаштарни харама кайман. Ыйту-хурав конкурсĕнче те «йысна», «хăта», «тăхлач» сăмахсен пĕлтерĕшне уçăмлатайманшăн çеç пит хĕрелчĕ. Паллах, чăваш çыравçисемпе композиторĕсене те икĕ-виçĕ хушаматран ытларах аса илме пулатчĕ. Йăхташăмăрсем кÿршĕллĕ Тутарстанра кăна мар, Пушкăртстан, Мари Эл, Мордва республикисенче, Чул хула, Чĕмпĕр, Самар, Сарă ту, Эрĕнпур облаçĕсенче йышлă пурăннине те кашни чăвашăн пĕлмеллех. Кăçал хĕрсем хăйсене тÿрĕ эфирта телекăларăм ертсе пырас енĕпе те тĕрĕслесе пăхни уяв программине пушшех пуянлатрĕ.

Сумлă тÿресем ытти çулти пекех конкурсантсен ăс-хакăл шайне, пултарулăхне, вĕсем наци апат-çимĕçне янтăлама пĕлнине, чăваш кĕпин илемне кăтартас тĕллевпе кĕвентепе шыв ăсма утнине пахаларĕç. Пĕчĕкренех юрă-ташăпа туслашнă, чăвашла ирĕклĕ те таса калаçма ăнтăлакан, тăван тăрăха, халăха мухтакан, сăн-питпе кĕлетке тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пĕринчен тепри хÿхĕмрех курăнакан чиперуксен хушшинче чи маттуррине палăртма питĕ йывăр пулнăран-тăр кашни хĕре уйрăм номинацире хакларĕç.

Улатăр тăрăхĕнчен шăрттан хатĕрлесе килнĕ Мария Храмова «Шурă кăвакарчăн» юррипе тыткăнларĕ, «Тус пики» пулчĕ. «Хÿхĕм пике» - Тăвай районĕнчи Пуянкассинчи Татьяна Константинова - юрра-ташша юратать, шÿрпе пĕçерме те ÿркенмест. «Мегафон» телефон çыхăнăвĕн витĕмĕпе «Çаврăнăçуллă пике» ята çĕнсе илнĕ Алена Кузьмина çепĕç сассипе асра юлчĕ. Каçал енри Аслă Чурачăк пики Чĕмпĕрти фармацевтика колледжĕнче вĕренет.

Канаш районĕнчи Шăхасанта çуралнă Елена Кириллова Çĕнĕ Шупашкар чысне хÿтĕлесе юрларĕ-ташларĕ, фитнес енĕпе палăрнăскер «Чăваш пики» агентствăн хаклă парнисене те тивĕçрĕ. Елчĕк тăрăхĕнчи Аслă Шăхаль хĕрĕ те аэробика енĕпе маххă памасть, искусство шкулĕнче вĕренекенскер çулне кура мар хастар, ÿкерме те юратать. 17-ри Лариса Боброва конкурсра чи çамрăк пике пулчĕ. Унăн ентешĕ Кристина Журавлева Шупашкар хулин чысне хÿтĕлерĕ, «Эфир пики» шÿтлĕ сценкăпа савăнтарчĕ.

Ют çĕр-шывсене çитме, тăван халăхпа ытти халăх хушшинчи çыхăнăва аталантарма ĕмĕтленекен Анастасия Васильевăна Сĕнтĕрвăрринчи кадет шкулĕн вĕрентекенĕсем ырăпа çеç аса илеççĕ. Пăшалтан пеме, пианино калама ăста хĕр тавралăха хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлет. Православи тĕнне ĕненекенсем Мăн кун типпи тытнине палăртса вăл тÿресене купăста, кишĕр, пан улми кукăлĕсемпе сăйларĕ, «Паха тĕрĕ» фабрикăн сумлă парнисене тивĕçрĕ. «Çепĕç пике» - Канашри педагогика училищинче вĕренекен Елена Рыжова - поэзие кăмăллать. Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкассинчи Мария Шемякина «вырăсланнă» чăвашсене питлесе сăвă вулани кашнинех килĕшрĕ-тĕр. Янăравлă саслăскере артистлăх енĕпе хакламаллаччĕ пуль, «Ăс пики» номинацире чысларĕç. Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Регина Тимофеева 2007 çулхи конкурсра тăрăшулăхпа палăрнăччĕ, ун чухне шкулта вĕренетчĕ. Халĕ Чăваш наци радиовĕнче çĕнĕ хыпарсемпе паллаштаракан журналистка фольклор ушкăнĕпе те туслă. Çавал хĕрринчи ĕçчен халăх пушă вăхăтра ахаль ларманнине палăртса ылтăн пулăпа килнĕскер «Пултарулăх пики» пулчĕ. Хăшĕ-пĕрне харăсах икĕ номинацире хакланă хушăрах тÿресем Элĕкрен килнĕ Анастасия Яковлевăна темшĕн кÿрентерчĕç - илемлĕ хăюсăр хăварчĕç.

Ыттисенчен нумайрах тум хатĕрленĕ Муркаш пикине куракансем те кăмăлларĕç, кашнинчех çĕнĕ кĕпепе сцена çине тухакана пăхма кăсăклăрах çав. Виççĕмĕш вырăнти Екатерина Козлова «Чи хаваслă пике» номинацире те палăрчĕ. Çак ятах Анастасия Васильева та тивĕçрĕ. Етĕрне районĕнчи Анат Мучарти Лилия Петрова наци ресторанĕнче поварта ĕçлет, шăрттан, хуплу пĕçернĕскер чейне пылпа ĕçме сĕнет. Манăн шухăшăмпа, вăл ыттисенчен нихăш енĕпе те уйрăлса тăмарĕ пек, çапах «Чăваш вице-пики» пулчĕ.

Конкурсантсене пĕрремĕш хут курсанах яштака кĕлеткеллĕ Алиса Чайникова асра юлчĕ те çыпăçуллă сăмахлакан çак хĕр çĕнтересси иккĕлентермерĕ. Йăнăшмарăм. Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттем пики ашшĕ-амăш çулĕпе кайса юрă-кĕвĕ тĕнчине суйланă. Музыка училищинче тата педагогика университечĕн управлени уйрăмĕнче вĕренекенскер йывăрлăхра пуçа усмасть, чун çăлăнăçне шыраса чиркÿри хорта юрлать. Чăваш ятне тĕнче шайне çитерме ĕмĕтленекен Алиса Ахахпи сăвăсем çырать, юрра та хывать. Хĕвел пек çутă сăн-питлĕскере ЮТВ пикине те суйларĕç. Çĕнтерÿçĕ тухйине тăхăнсан кĕмĕл-ахах йăлтăртатăвĕнчи хĕр савăнăç куççульне пытараймарĕ, ашшĕ-амăшне, тÿресемпе куракансене чĕререн тав турĕ.

Эпир тĕлĕнмелле лайăх халăх пулнине кăтартакан çак конкурс малашне те кирлех. Тăван культурăн ахах-мерченне упрама, чăваш чĕлхин çепĕçлĕхпе янăравлăхне туйма пулăшаканскер вăраха тăсăласса пĕле тăркачах ÿлĕм ăна кăнтăр çутипех пуçласчĕ: çур çĕр çитеспе киле таврăнма меллех мар, юрать, çил-тăман алхассах каймарĕ.



"Хыпар"
27 марта 2013
00:00
Поделиться