Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Ялăн пултаруллă артисчĕсем

Ялăн пултаруллă артисчĕсем
Енĕш Нăрвашри халăх театрĕ хăйĕн ятне ăнăçлă хÿтĕлерĕ. Малтанах хамăр пултарулăхпа тăван ял çыннисене паллаштартăмăр. З.Васильева çырнă “Пенси укçи мыскари” икĕ пайлă комедине сцена çине кăлартăмăр. Спектакле курма халăх йышлă пухăнчĕ. Тăвăллăн алă çупса, хавхалантарса пычĕ артистсене ял-йыш. Ролĕсене лайăх вылякансене чечек çыххи парнелерĕç çынсем, тав турĕç. Çакă пире питĕ савăнтарчĕ, çĕнĕ сăнарсем калăплама хавхалантарчĕ.
Тепĕр кунне асăннă постановкăпа Шупашкартан килнĕ жюри умне тухрăмăр, “халăх” ята хÿтĕлерĕмĕр. ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕсем – С.Ивановпа В.Григорьев хакларĕç пирĕн ĕçе, кашни сăнара тĕплĕн тишкерсе тухрĕç, çитменлĕхсене палăртрĕç, ырă сĕнÿсем пачĕç. “Халăх театрĕн коллективĕнче çамрăксем пурри савăнтарчĕ. Юлашки 20 çул хушшинче пирĕн районтан пĕр артист та тухманни шухăшлаттарать. Çавăнпа ачасене спектакльсенче выляттарма тăрăшмалла”, – хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ С.Иванов.
О.Иванова артист пулмах çуралнă, терĕç. Сцена çинче хăйне хăюллă тытать Оля. Районти “Тăвай пики” конкурса хутшăннă вăл. “Т.Антоновапа В.Степанова Шупашкарти опытлă артистсенчен пĕрре те кая мар калăпларĕç хăйсен сăнарĕсене”, – тесе мухтарĕ тата жюри.
Юлашки вăхăтра драматургсем ялсенчи халăх театрĕсем валли пьесăсем çырмаççĕ, тесен те йăнăш мар. Профессоналлă театрсем хăйсен пьесисене ялти артистсене памаççĕ е укçа тÿлеттереççĕ. Пирĕн районта ку енĕпе “Ял ĕçченĕ” хаçат журналисчĕ А.Никитина чылай пулăшать. Иртнĕ çул Альбина Александровна çырнă “Çĕнĕ ĕмĕрти хуняçа” ятлă камите сцена çине кăларнăччĕ. Халĕ вара артистсене вылямалли постановкăна хамăрах çыртăмăр. Художникĕ Г.Иванова пулчĕ. Хамăр çырса спектакль лартма пултарнине те ырларĕç жюри членĕсем.
В.Степанова (Таруç), З.Васильева (Анюç), Т.Пурш (Маруç), Г.Русская (Кĕçени), О.Иванова (Сухви), Т.Антонова (Натиш), Г.Иванова (почтальонка), Алексейпа Василий Петровсем (Кĕнтюкпа Паля), З.Мижеевапа Н.Дмитриева (библиотека ĕçченĕсем) пулăшнипе Енĕш Нăрвашри театрăн “халăх” ятне ăнăçлă хÿтĕлерĕмĕр.
“Красная Чувашия” ЯХПК ертÿçине В.Алексеева, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Петрова, ял-йыша пире манманшăн, выляма хавхалантарнăшăн тав тăватпăр.
Сăн ÿкерчĕкре: спектакльти курăну.


26 марта 2013
00:00
Поделиться