Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

«Чайнăйра» картина 100 çула çитрĕ

«Чайнăйра» картина 100 çула çитрĕ

Нумаях пулмасть Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче «Алексей Афанасьевич Кокель: художник тата вăхăт. «Чайнăйра» картинăна ÿкернĕренпе 100 çул çитнĕ май» ятпа тĕнче шайĕнчи ăслăлăх практика конференцийĕ иртнĕ. Асăннă проекта музей И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе пĕрле пурнăçа кĕртнĕ. Конференци тĕллевĕ пархатарлă: Чăваш Республикинчи сăнарлă искусствăпа культурăн чи лайăх енĕсене аталантарасси тата халăхра сарасси. Музейĕн тĕп управçи Георгий Исаев конференцие хутшăннисене Алексей Кокель залĕпе паллаштарнă.

Конференци ĕçне ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Альбина Алексеева хутшăннă, хăнасене саламланă май çак шухăша палăртнă: «Эсир çакăнта пуçтарăнни - Кокелĕн ăсталăхне пуç тайни. Темĕнле чаплă ĕçсем те автор вилсен манăçа тухни пулать. Çав вăхăтрах тепĕр произведени автор ятне малалла тăсать. «Чайнăйра» картини те çак ретренех. Эпир Алексей Афанасьевичпа, сăрă ăстисенчен чылайăшне çул уçса панăскерпе, мухтанма тивĕç». Альбина Ивановна çавăн пекех Раççей - Украина хушшинчи çыхăнусене çирĕплетме пулăшнăшăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорне Владимир Васильева министерствăн Хисеп грамотипе наградăланă.

Пĕтĕм тĕнчери социаллă гуманизм академийĕн президенчĕ, Раççей вĕренÿ академийĕн чăн членĕ Лев Кураков /Мускав/ шухăшĕпе - кăмăл-сипет никĕсĕсĕр культура та, патшалăх та аталанаймасть. Лев Пантелеймонович конференцире «А.А.Кокель - гуманист» ыйтупа доклад тунă. Ыттисем çак темăсемпе калаçнă: Раççей халăх художникĕ Ревель Федоров - «А.А.Кокель - тĕнче культури» /Шупашкар/* культурологи докторĕ Владимир Васильев - «А.А.Кокель - ÿнерçĕ, педагог, гражданин» /Шупашкар/* Наталья Беличко искусствовед - «Кокель пултарулăхĕ Украина авангардĕнче» /Киев/ ...

Конференци ĕçне ÿнерçĕ ентешĕсем - Патăрьел районĕнчи Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Сымов, унти вăтам шкулта вĕрентекен Валентин Сергеев тавра пĕлÿçĕ - хутшăннă.



"Хыпар"
21 марта 2013
00:00
Поделиться