Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Зыкина çинчен - кинофильм

Зыкина çинчен - кинофильм
Картинăна ÿкерекенсем - «БФГ-фильм» кинокомпани - хальлĕхе сюжета уçса пама васкамаççĕ. Сценари никĕсĕнче - юрăç пурнăçĕнчи тĕп самантсем, çуралнă кунĕнчен пуçласа юлашки вăхăтченех

. Çав хушăрах экран çинче детектив историйĕ пырать - сыщиксем Людмила Зыкинăн бриллианчĕсем çухалнипе çыхăннă ĕçе тĕпчеççĕ. Александр Павловский режиссер çирĕплетнĕ тăрăх - ку илемлĕ фильм, документли мар. Çапах та сценари юрăçăн чăн пурнăçне питĕ çывăх. Тĕрлĕ ÿсĕмри Людмила Георгиевна рольне 4 актриса вылять. Пĕчĕк чухнехи Зыкинăна - Алина Котова, çамрăккине - Елена Дудина, 30 çултан пуçласа çур ĕмĕре çитиччен - Вера Сотникова, историе Зыкина юлташĕ Элина Быстрицкая вĕçлĕ.

4 упăшки тата вăрттăн генерал

- Людмила Георгиевнăн биографийĕ пурне те паллă, çапах та вăрттăнлăхĕ те сахал мар, - тет Александр Павловский режиссер. - Унăн шăпинче кулянмалли нумай: харпăр хăйĕн пурнăçĕ ăнăçманни, ачасем пулманни. Тепĕр енчен, профессири телей, тĕнчипех палăрни. Пурнăçăмра эпĕ ăна пĕр хут çеç курнă. 15 минут. Унран хăватлă вăй тапса тăнине туйма çакă çителĕклĕ пулчĕ.

- Фильмра Людмила Георгивнăн мăшăрĕсене кăна мар, çывăх тусне, никамах та пĕлмен генерала та курăпăр /сăмах генерал-лейтенант, Совет Союзĕн Геройĕ Николай Ф. çинчен пырать пулас. Унăн хушаматне ÿкерÿ ушкăнĕ ыйтнипе каламастпăр. «КП» хаçат корреспондентне панă интервьюра генералăн усрав ывăлĕ унăн амăшĕ Зыкинăна çемйине аркатманшăн тав туни çинчен каласа кăтартнă. Генерал юрăçа питех те юратнă пулин те. - Ред./.

- Пысăк должноçри çак çын çинчен каласах кайман. Людмила Зыкинăн упăшкисем улшăнса пынă, вăл вара пурнăç тăршшĕпех унпа юнашар утнă. Ăна та, Людмила Георгиевнăна та Новодевичье масарне пытарнă. Фильмра ăна Василий генерал тенĕ /Евгений Сидихин актер вылять/. Василипе Людмилăна пĕрле пулма пÿрмен. Совет вăхăтĕнче генерал, ачаллăскер, штаба пырса мăшăрпа уйрăласшăн, мĕншĕн тесен урăх хĕрарăма юрататăп тесе калама пултарайман. Ку карьерăна аркатма пултарнă.

- Людмила Георгиевнăн 4 мăшăр пулнă. Инженер, фотокорреспондент, куçаруçă, баянист. Тăваттăшĕн те роль пур-и?

- Пире юлашки мăшăрĕ, Гридин баянист /Алексей Воробьев вылять/, интереслентерчĕ. Людмила Георгиевна унпа çырăнмасăр 17 çул пурăннă. Ку вăл - пултарулăхри пысăк юрату. Шел те, Зыкинăна пăрахнă пĕртен пĕр мăшăрĕ Виктор Гридин пулнă /Зыкина патĕнчен вăл хăйĕнчен 18 çул çамрăкрах Надежда Крыгина юрăç патне кайнă/.

Юрăç хваттерĕнче ÿкерме ирĕк паман

Людмила Зыкинăн бриллианчĕсене вăрланипе çыхăннă детектива сценаристсене пурнăç хăй панă. Совет тапхăрĕнче юрăç хаклă йышши эрешсем пухнипе палăрнă, анчах та халал хучĕ хăварман. Юрăç вилнĕ хыççăн коллекци ăçта çухални пирки никам та хуравлайман. Çапах та хаклă йышши япаласен пĕр пайне Зыкинăна пулăшнă Татьяна Свинковăн дачине ухтарсан тупнă. Следствие панă. Кăштахран Мускавра çулталăк аукционĕ иртнĕ - Зыкинăн тăванĕсем унăн бриллианчĕсене сутлăха кăларнă. Çак историе фильмра еплерех кăтартĕç - хальлĕхе вăрттăнлăх. Çапах та Зыкинăна пулăшнă хĕрарăм /Людмила Гаврилова актриса/ фильмра пысăк вырăн йышăнасси паллă.

- Людмила Георгиевнăн сăн ÿкерчĕкĕсем тăрăх хаклă йышши эрешĕсен копийĕсене тăватпăр, - терĕ Александр Павловский. - Паллах, ку бижутери. Тăванĕсем чăн япалисене параймастчĕç ĕнтĕ. Эрешĕсенчен нумайăшне е аукционра сутнă, е тупайман... Кĕписемпе ытти тумне те сăн ÿкерчĕксене пăхса çĕлеççĕ. Шел те, Людмила Зыкина хваттерĕн хальхи хуçи, юрăçăн тăванĕ, пире ÿкерме кĕртмерĕ.



"Хыпар"
28 февраля 2013
00:00
Поделиться