Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Шупашкарта - тутар юрри-кĕвви

Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче Тутар культурин кунĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республикинчи тутар наци культура автономийĕ Чăваш Енре пурăнакансене тутар культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Уявра Комсомольски районĕнчи Урмаелти «Мишар» фольклорпа эстрада ансамблĕ, тутар тата чăваш эстрада юрăçисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Культура керменĕн фойинче тутар наци литературине, апат-çимĕçне, теттисене сутнă. Пухăннисене ЧР культура министрĕ В.Ефимов саламланă, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн И.Моторинăн саламлă çырăвне вуласа панă. Чăваш Республикинчи тутар наци культура автономийĕн председателĕ К.Пахалов автономи хастарĕсем тăван культурăна, йăла-йĕркене упраса хăварас тĕллевпе нумай мероприяти ирттернине, республикăри ытти наци пĕрлĕхĕсемпе туслă çыхăну тытнине палăртнă. Тутар Республикин культура министерствин пай пуçлăхĕ Р.Гатауллин пурне те Тутар культурин кунĕпе саламланă. Туслăх уявне Мари Республикинчен, Чул хула тата Ульяновск облаçĕсенчен килнĕ хăнасем те хутшăннă.



"Хыпар"
27 февраля 2013
00:00
Поделиться