Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Курав регионсене çывăхлатрĕ

ШУПАШКАРТИ Николаев космонавт урамĕнчи ял хуçалăх пасарĕнче "Çĕр улми – 2013" курав уçăлнă. Пиллĕкмĕш хут иртекен уява Раççейри 31 регион, 4 çĕр-шыв представителĕсем килсе çитнĕ. Тĕнче пĕлтерĕшлĕ форума Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă, ăслăлăх-практика конференцине хутшăнакансене ăшшăн саламланă.

– Çакнашкал курав питĕ кирлĕ. Çĕр улми ял хуçалăхĕнче чи анлă сарăлнă культура шутланать. Ăна 130 ытла çĕр-шывра çитĕнтереççĕ, – тенĕ Михаил Васильевич. – Раççей çĕнĕ сортсем кăларассипе çине тăрса ĕçлет. Эпир халĕ вĕсемпе хамăра тивĕçтерме пултаратпăр. Çĕр улмин пĕтĕм калăпăшĕн 50 процентне пысăк хуçалăхсен туса илмелле. Вĕсен ĕç вăйĕ те, энерги перекетлекен тухăçлă техника та пур. Форума хутшăнакансем производство кăтартăвне çулсерен лайăхлатас тĕллевлĕ. Кунта малта пыракан опытпа паллашма, çĕнĕ пĕлÿпе пуянланма килеççĕ.

2008 çулта Рязань облаçĕнче çĕр улми отрасльне аталантарасси пирки канашлу иртнĕ. "Çакнашкал курав йĕркелес шухăша унта сÿтсе яврăмăр, тепĕр çулхинех Чăваш Енре пурнăçа кĕртрĕмĕр. Унтанпа çулленех Шупашкара пухăнатпăр, çивĕч пĕтĕм ыйтăва татса пама тăрăшатпăр", – тенĕ Раççей ял хуçалăх академийĕн А.Г. Лорх ячĕллĕ çĕр улми хуçалăхĕн Пĕтĕм Раççейри ăслăлăх-тĕпчев институчĕн директорĕ Евгений Симаков.

Республика Пуçлăхĕ çĕр улмирен кĕрекен тупăш кашни гектар çине куçарса шутласан ытти культурăран пысăкраххине, çавăнпа отрасле çине тăрсах аталантармаллине палăртнă. Ыйту нумай. Çавăнпа пĕр-пĕринпе канашлама республика тĕп хулине Раççейри регионсенчен çеç мар, урăх çĕр-шывсенчен те паллă ăсчахсем, специалистсем çулсерен пуçтарăнаççĕ.

Конференц-залра "Çĕр улмин ку чухнехи индустрине инноваци çул-йĕрĕпе аталантарассин лару-тăрăвĕ тата малашлăхĕ" темăпа ăслăлăх-практика конференцийĕ иртнĕ. Малтанах ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов "иккĕмĕш çăкăра" ку чухне тухăçлă çитĕнтерме май пуррине тăван республика тĕслĕхĕпе çирĕплетнĕ. Чăваш Ен пысăк мар пулин те ăна Чул хула облаçĕпе Тутарстанран та ытларах туса илет, федерацин Атăлçи округĕнче иккĕмĕш, Раççейри регионсен хушшинче пиллĕкмĕш вырăн йышăнать. Пĕлтĕр республикăри чылай хуçалăхăн вăтам тухăçĕ – 300 ытла, уйрăм лаптăксенче 500 ытла центнертан иртнĕ.

Делегатсем ăсталăх класĕсемпе "çавра сĕтелсене" хутшăннă, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă.



27 февраля 2013
00:00
Поделиться