Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Ахаль артист çеç мар...

Ахаль артист çеç мар...

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ паян хăйĕн 95 çулхи юбилейне паллă тăвать. Чăваш театрĕ утса тухнă çул калама çук кăсăклă. Уйрăмах - пуçламăшĕ. Унăн никĕсĕ çирĕп пулнипе тытăнса тăрать тата малалла аталанать вăл.

Юбилей - пысăк çак сăлтав - театрăн пултарулăх ертÿçипе, тĕп режиссерĕпе, СССР халăх артисчĕпе, Раççей, Чăваш Ен Патшалăх премийĕсен лауреачĕпе Валерий Яковлевпа тĕл пулса калаçма хистерĕ.

- Валерий Николаевич, чăваш халăхĕ юратакан театр 95 çул тултарчĕ. Айтăр-ха пĕрле тишкерер: мĕнре-ши театр тĕллевĕ? Тата мĕне тĕпе хурса никĕсленĕ ăна унăн пуçаруçисем?

- Халăхпа пурăнакан театр тĕллевĕ нихăçан та улшăнман, улшăнмалла та мар тесе шухăшлатăп. Унăн пĕтĕм хăвачĕ - этем чунĕ патне пырса ăна ырри, лайăххи патне туртăнма, усаллинчен тасалма пулăшасси. Паллах, тĕнчене улăштараймĕ, анчах уйрăм çынна чунĕнче йĕр хăварса ырă ĕç тума пултаратех. Çавăнпа та театр вилĕмсĕр, пин-пин çула пырать. Тĕслĕхрен, грексен театрĕ.

Эпир çамрăк-ха, апла пулин те Атăлçи хутлăхĕнчи, тĕрĕссипе, çĕр-шыври наци театрĕсен хушшинче пирĕн театр - аслисенчен пĕри. Тутарсен çеç кăшт аслăрах.

Иоаким Максимов-Кошкинский 1918 çулта Хусанта чăваш театрне йĕркеленĕ чухне, тен, пысăк çак тĕллевсене лартман та пулĕ. Вырăс театрне çÿренĕ май вăл хавхаланса çапла шухăшланă-тăр: «Пирĕн те пулма пултараймасть-и-ха çакăн пек тĕлĕнтермĕш?»

- Çав ĕмĕте пурнăçа кĕртме хавхалану çеç пулăшнă-ши?

- Чăваш пурнăçне сцена çинче курас килни те малалла ăнтăлма пулăшнах. Пĕрремĕш ĕçĕнче те, тăван чĕлхепе çырнă пьесăсем пулманран А.Островскин «Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн» /«Не так живи, как хочется»/ произведенийĕ тăрăх лартнă спектакльте, пулса иртекен ĕçе чăвашлатса кăтартнă. Артистсем сцена çине халăх çи-пуçĕпе тухнă.

Театр искусстви, тÿррĕн каласан, ытти халăх валли мар, хăйĕн çыннисем валли, çав вăхăтрах ыттисемшĕн те ют мар. Çак шухăша тĕнчипе паллă Питер Брук режиссер та палăртнă: «Театр хăйĕн халăхĕпе, хулипе, йăли-йĕркипе çеç пурăнать. Пĕтĕм тĕнче пĕлтерĕшлĕ шая çĕкленес тесен унăн чи малтанах вăл е ку халăхăн пулмалла».

Енчен те тарăн шухăшлă спектакльсем пĕр-пĕр халăх «картинчен» тухса ыттисене те тĕлĕнтерме пуçлаççĕ тĕк, ку - пысăк искусство.

image #3611Иоаким Максимов-Кошкинский малашлăха шаннă, театрăн чăваш кун-çулĕнчи пĕлтерĕшне ĕненнĕ. Вăл тата ĕçтешĕсем ятарласа вĕреннĕ артистсем пулман, çапах та вĕсен тăрăшулăхĕ харама кайман, Чăваш театрĕ çуралнă.

- Тăван театр кун-çулĕ мĕнле тапхăрсенчен тăрать? Хăш çулсенче уйрăмах йывăр килнĕ? Çавна çĕнтерме мĕн пулăшнă?

- Малтанхи вăхăтра хавхаланусăр пуçне нимех те пулман.

Кайран та, 1920 çулта Шупашкара куçса килсен, йывăрлăха лекнĕ, артистсен пĕр пайĕ Хусантах юлнă. Кунта ĕçе çĕнĕрен йĕркелеме тивнĕ. Мунчала складне тасатса сцена, зал тунă, урайне хăма сарнă... Театр ĕçлеме пуçланă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсем пирки Ольга Ырсем çапла аса илетчĕ: «Питĕ лайăх вăхăтра шалу укçи вырăнне тырă, çăнăх паратчĕç, начар чухне - сĕлĕ». Çапах та вĕсем, пĕрремĕшĕсем, тăрăшнипе чăваш театрĕ тытăнса тăнă, упранса юлнă.

Çак тапхăрта лайăххи те пулман мар. Коллектива çамрăк, пултаруллă артистсем килеççĕ. Вĕсем - Борис Алексеев, Елена Шорникова, Игнатий Молодов... Репертуар улшăнать, чăваш пьесисем çуралаççĕ. Наци драматургийĕнчен пуçласа Михаил Акимов-Аруйăн «Вăхăтсăр вилĕм» пьесине куракан патне çитернĕ.

20-мĕш çулсенчех Федор Павловăн «Ялта», Петр Осиповăн «Кушар» ĕçĕсене, Константин Ивановăн «Нарспи» поэмин инсценировкине лартнă. 1927 çулта театр çумĕнче актерсем хатĕрлекен студи уçнă. 1931 çулта вăл Чăваш музыкăпа театр техникумĕн уйрăмĕ пулса тăнă.

1937 çулхи репрессие те тÿссе ирттернĕ: Иоаким Максимов-Кошкинский, Тани Юн ним айăпсăрах тĕрмере ларса тухнă. Вăрçă çулĕсенче пушшех йывăр пулнă. Елена Шорникова аса илнĕ тăрăх - гастрольти арçынсем вăрçă тухнă кунах Шупашкара таврăннă, фронта тухса кайнă. Ыттисем - хĕрарăмсем, ватăсем - ял-ял тăрăх çÿренĕ, халăх кăмăлне çĕкленĕ.

50-мĕш çулсенче вăй хушăнса пынă, артистсемпе, режиссерсемпе пуянланнă. ГИТИСра пĕлÿ илсе Вера Кузьмина, Виктор Родионов, Петр Иванов, ыттисем таврăннă. 60-мĕш çулсенче ГИТИСранах Василий Орлов студийĕ килнĕ.

- Валерий Николаевич, çапах та чăваш театрĕн «çăлтăрлă» саманчĕ хăш тапхăрпа çыхăннă-ши?

- Эпĕ шухăшланă тăрăх - чăваш театрĕн ренессансĕ - иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче. Хам режиссер пулнишĕн каламастăп. Çакна чи малтанах куракансен тĕслĕхĕпе çирĕплететĕп. «Пĕрре, çуркунне» спектакле кăларсан куракансем талпăнса кĕнипе театр алăкне çĕмĕрчĕç. Урамра тем пулман-ши тесе юланутлă милици чĕнсе илме тивнĕччĕ. Ун хыççăн «Хура çăкăр», «Юнлă туй», ытти спектакль... Вĕсем çирĕм çул ытла аншлагпа иртрĕç. Урамра - вун-вун автобус. Билет туянма çук, артистсем хăйсен пĕлĕшĕсем валли илес тесе икшер уйăх черетре тăнă.

Иккĕмĕш тĕслĕх - гастроль. 1974 çулта МХАТ сцени çине тухрăмăр. Çакă ентешсемшĕн пысăк уяв пулчĕ. Чăваш театрĕ Ленинграда çитрĕ, Александриинка театрĕнче Валентин Распутинăн «Сыв пуллашу» ĕçне кăтартрĕ. Самар, Чĕмпĕр, Хусан, Ĕпхÿ, Йошкар-Ола хулисем йышăннă пире.

- Çав çулсенче фестивальсем те вăй илнĕ мар-и?

- Сăмахăма шăпах ун çине куçарас теттĕм. 1984 çулта Ярославльти фестивале хутшăнтăмăр, Анатолий Чебанов пьеси тăрăх лартнă «Праски инке хĕр парать» лауреат ятне çĕнсе илчĕ, Раççей халăх артистки Нина Яковлева «Чи лайăх хĕрарăм сăнарĕ» номинацире çĕнтерчĕ. 1990 çулта Орелта йĕркеленĕ «Раççейĕн лайăх спектаклĕсем» фестивальте, çавăн пекех Шупашкар йышăннă «Федераци-92» фестивальте «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» /Б.Чиндыков/ спектакль пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Ун хыççăн тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсен театрĕсен «Туганлык» /Ĕпхÿ/, «Наурус» фестивалĕсем пулчĕç, каллех çĕнтертĕмĕр.

70-80-мĕш çулсем - çĕкленÿ, чечекленÿ тапхăрĕ. Ун хыççăн çĕн йĕркелÿ çеç мар, аркану та пуçланчĕ. Артистсен ачисем валли сĕт-турăх илме укçа çук самант та пулчĕ. Тинех ура çине тăрса пыратпăр.

- Хальхи вăхăтра пĕр тикĕс аталанма мĕн чăрмантарать?

- Паянхи пурнăç, йывăр-йывăр тесен те, лайăх енне улшăнни палăрать. Хамăрăн ачасене ÿстернĕ вăхăтра, калăпăр, Мускава командировкăна кайсан аш, кăлпасси илсе килеттĕм. Пĕр кило апельсин тупни уявпа танччĕ. Халĕ пурнăç урăхланнă, лайăхланнă, анчах питĕ пайланса кайнă. Ĕçлекен артистсем валли çăмăллăхсем пур-и? Ĕç укçи çавăн пекех. Çителĕксĕр вăл, мĕншĕн тесен урăхла пурнăç халь. Юлашки умĕнхи ăрури артистсем хваттер илсе юлчĕç. Кĕçĕннисене Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче вĕрентсе кăлартăм. Вĕсен ĕç укçи те пĕчĕк, пурăнма кĕтес çук.

- Халĕ куракансене те йывăр, ялсенчен килеймеççĕ. Театрсене те çăмăл мар: конкуренци пысăк. Çакăнпа килĕшетĕр-и?

- Театрсен хушшинчи конкуренци лайăх-ха, ĕмĕрех ăмăртупа хавхаланса ĕçленĕ. Кунта попса, тĕрлĕ «çăлтăрпа» «уйăхĕ» пирки сăмах пырать. Вĕсем куракан кĕсйине пушатаççĕ. Телекурав 30 ытла каналпа кăтартать тата.

Шел те, паянхи куракан камитсене ытларах кăмăллать. Юлашки 20 çул хушшинче ÿссе çитĕннĕ ăру литературăран писнĕ, шоу, попса енне туртăнать.

- Куракан çăмăл жанра суйласа илнин вăрттăнлăхĕсем çавсемех-ши: ку мана çывăх, йывăрри пирки пуçа ыраттарас килмест?..

- Вăрттăнлăх çук унта. Пурнăç хăй çавăн пек. Театрта та пулин савăнса ларасчĕ тет хăшĕ-пĕри. Ку - тупсăмсенчен пĕри. Тепри - шкулсенче литература, гуманитари предмечĕсен сехечĕсем сахалланса пыни. Халĕ чăваш ачисем Федор Павлов кам пулнине пĕлмесен те тĕлĕнместĕп. «Хура çăкăр», «Ĕмĕр сакки сарлака» произведенисене алла тытса кураççĕ-ши? Ахаль, ячĕшĕн каламастăп çак сăмахсене. Эпĕ çамрăксене конкурспа вĕренме илнĕ. Тĕрĕссипе, ку вĕсен айăпĕ мар - инкекĕ.

- Паянхи куракан çăмăл жанра килĕштерет терĕмĕр. Пурăна-киле, тен, театра çÿреме пачах чарăнас хăрушлăх çук-и?

- Куракан театртан сивĕнместех. Вăл - чĕрĕ искусство. Паллă тухтăр çапла калать: «Театра çÿреме пуçласан чăтаймастăн - татах килес килет». Туртать, илĕртет театр. Спектакле халăхпа пĕрле, урăхла хавхаланупа пăхатăн.

Хăй вăхăтĕнче кинопа, телекурав театра пĕтереççĕ тетчĕç. Çук, ун пек пулмарĕ. Чĕрĕ искусство пурăнатех.

- Гастроле тухса çÿрес енĕпе лару-тăру мĕнлерех?

- Ĕлĕкхи шайрах çÿрейместпĕр. Эпир çамрăк чухне 2-шер уйăх ирттереттĕмĕр, кайран - пĕр уйăх, халĕ - 10-шар кун. Гастроле яланах виçĕ ушкăнпа кайнă. Халĕ икĕ автобус çеç. Теприне тупайăпăр-и?

Республика Культура министерстви гастроль валли кăштах укçа уйăрать. Театрсене хушма пулăшу парассипе çыхăннă указа питĕ шаннăччĕ, анчах вăл ыйтăва туллин тивĕçтереймерĕ. Çав вăхăтрах ÿпкелеме те çылăх: пур театрта та çутă, сасă, музыка аппаратурисене çĕнетнĕ. Халĕ пукане театрне юсаççĕ, филармони çуртне çĕнетмелле.

- Репертуарта малтан пулнă классика курăнма пуçларĕ. Сăмахран, Ф.Павловăн «Ялта» драми...

- Хăй вăхăтĕнче «Ялта» драмăра эпĕ те вылянă. Унтан хĕрĕх çул тĕкĕнмен ăна. Чăвашсем валли лартас терĕм, пĕтĕмпех хамăрăн йăла-йĕркепе. Кайран пăхатăп: залра наушникпе ларакан пайтах иккен. Вĕсене пирĕн ĕç килĕшет-мĕн. Çакна Мускаври, Питĕрти гастрольсем те çирĕплетрĕç. Хăнасем, çав шутра СССР халăх артисчĕ Кирилл Лавров та, тĕлĕнсе йышăнчĕç.

Репертуар тенĕрен... виçене пĕр енне тайăлма памастпăр. Камитсем те пур, çав вăхăтрах шухăшлаттаракан, философиллĕ, чăвашăн авалхипе паянхине, ыранхине çыхăнтаракан спектакльсем те çук мар. Этем çак çĕр çине мĕншĕн килнĕ? Çак тата ытти ыйтăва, манăн шухăшăмпа, «Хурлăхлă хурама сасси», «Инçет телей çути» хуравлама пулăшаççĕ.

Юрăллă-ташăллă, кĕвĕллĕ спектакльсем те, Европа театрĕ енне туртăнакан кăткăсрах ĕçсем те пур. Малашне те пулĕç, пулмалла та. Урăх культура пире пуянлатать. «Хапхана» питĕрсе хăвăн «картишĕнче» çеç вĕреннипе инçе каяймăн.

- Уяв кĕрекинче кам ячĕпе тав сăмахĕ калас, кама пуç таяс тетĕр?

- Театрта çичĕ «ăру» /пурĕ тăххăр пулнă/ ĕçлет. Çамрăк ăрăва ĕлĕкхисемпе май килнĕ таран çыхăнтарма тăрăшатăп. Вĕсене яланах ас туса тăрас тесе юбилейсем, асăну каçĕсем ирттеретпĕр. Пĕлччĕр.

Тайма пуç Иоаким Максимов-Кошкинские, унпа юнашар тăнă çамрăксене - Петр Осипова, Ольга Шестипалова-Ырсеме, Семен Петрова /Горские/, Михаил Акимова /Аруя/, Георгий Зайцева /Тал-Мăрсана/, Иван Андреева /Шевлене/. Тепĕр ăру çав тери пултаруллă пулнă: Борис Алексеев, Алексей Ургалкин, Елена Шорникова, Анфиса Долгова, ыттисем. Каярах - Вера Кузьмина, Виктор Родионов... Эпир вĕсенчен вĕреннĕ.

Халăх йывăрлăхне, хуйхи-суйхине, савăнăçĕпе илемне туйса сцена çине тухмалла. Енчен те сана паянхи чăваш ялĕсенчи хупăннă, ишĕлнĕ çуртсем хумхантармаççĕ, чĕрÿне ыраттармаççĕ пулсан, енчен те хĕсĕк çĕрне сухаламан анасем пусса илнине асăрхамасан, чăвашăн ыратăвĕпе чун хÿхлевне сцена çинче кăтартаймасан - эсĕ ахаль артист çеç. Чун витĕр кăлараканни - пысăк артист. Ун пеккисем, тавах турра, пирĕн театрта пур. Вĕсен умĕнче пуçăма таятăп.



"Хыпар"
27 февраля 2013
00:00
Поделиться