Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

ТĔЛ ПУЛУРА - ДРАМАТУРГСЕМ

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ кăçал хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă тăвать. Пысăк уява коллектив тивĕçлĕ кĕтсе илесшĕн. Çавна май çак кунсенче нумая тăсăлакан проекта пурнăçа кĕртме пуçларĕ. Ун программипе килĕшÿллĕн театрта куравçăсемпе, драматургсемпе, вĕрентекенсемпе тата студентсемпе тĕл пулусем ирттерме палăртнă.

Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнче пурте пĕрле «Ама кайăк çулĕпе» премьерăпа паллашнăччĕ. Унта тĕп хулари преподавательсем, ял шкулĕсенче вĕрентекенсем хутшăннăччĕ.

Кăрлач вĕçĕнче вара кунта наци драматургĕсен лабораторийĕ ĕçе пуçăнчĕ. Тĕл пулăва Марина Карягина, Римма Прокопьева, Николай Угарин, Алексадр Пăртта, Алексей Зайцев хутшăнчĕç. Ун умĕн ачасен спектаклĕн премьерипе - «Театр ăçта пурăнать?» ĕçпе - паллашрĕç.

- Ачасем валли хатĕрленĕ ĕçе тишкерни ахальтен мар, - терĕ театр директорĕ Елена Николаева. - Театрăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - профессионалсемпе çамрăк авторсене ача-пăча драматургийĕпе кăсăклантарасси. Театра наци авторĕсен ĕçĕсем питĕ кирлĕ. Кĕçĕн çултисем валли çеç мар, аслисене те.

ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иосиф Дмитриев режиссер çапла шухăшлать: «Пирĕн чи пĕчĕк çултисем тата кĕçĕннисем валли наци пьесисем пачах та çук. Хальхи пурнăçа сăнарлакан ĕçсем питĕ кирлĕ». Вăл пур пек пьесăсене авторсемпе пĕрле вулама сĕнчĕ. Çак шухăш драматургсене килĕшрĕ. Çитес вăхăтрах вĕсем тепĕр хут тĕл пулĕç. Унта актерсем те хутшăнĕç, пулас спектакльти хăш-пĕр сценăпа паллаштарĕç.

- Паянхи тĕл пулу мана килĕшрĕ, - терĕ Марина Карягина. - Театр драматургсемпе ĕçлес шухăшлă. Наци темине те çирĕп тытса пырасшăн. Пăр тапранчĕ темелле. Çакă савăнтарать.

Çамрăксен театрĕ кураканпа çывăхланас, ăна кăсăклантаракан ыйтăва хускатас тĕллевпе ĕçлет.



"Хыпар"
26 февраля 2013
00:00
Поделиться