Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

ПУЛАСЛĂХ ПАЯНХИ КУНПА ÇЫХĂННĂ

ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин анлă ларăвĕнче /вăл нарăсăн 21-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ/ министерствăпа отрасль учрежденийĕсен 2012 çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç, 2013 çул тĕллевĕсене палăртрĕç. Коллеги ĕçне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, культурăпа искусствăн паллă ĕçченĕсем, отрасль ертÿçисемпе специалисчĕсем хутшăнчĕç.

Иван Моторин коллеги ĕçне хутшăнакансене саламланă май çак шухăша палăртрĕ:

- Чăваш Енĕн патшалăх политики пултарулăх проекчĕсене пурнăçа кĕртме майсем туса парать. 2012 çул истори пĕлтерĕшлĕ пулăмпа асра юлчĕ: утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2019 çулта Шупашкара никĕсленĕренпе 550 çул, 2020 çулта Чăваш Автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявласси пирки Указ кăларчĕ. Юбилее хатĕрленсе пысăк ĕçсем пурнăçламалла. Вĕсенчен чылайăшĕ культура тытăмĕпе çыхăннă, - терĕ Иван Борисович. - Отрасле аталантарма укçа-тенкĕ кирлĕ чухлĕ уйăрайманни те пулать, çапах та культура ĕçченĕсем хăйсен тăрăшулăхĕпе, пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе малаллах талпăнаççĕ. Çакăншăн пурне те пысăк тав.

Иван Моторин ĕçре уйрăмах палăрнисене патшалăх наградисемпе чысларĕ.

Отраслĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе Вадим Ефимов министр паллаштарчĕ. Мĕнпе асра юлчĕ-ха 2012 çулхи культура пурнăçĕ? Министерство тĕрлĕ шайри 15 пысăк акцин пуçаруçи пулнă. Халĕччен тытса пынă мероприятисемсĕр пуçне Раççей истори çулталăкĕпе, Чăваш Республикин Пушкăртстанри культура кунĕсемпе палăрнă тата ытти паллă самантпа çыхăннă вун-вун ĕç пурнăçа кĕнĕ.

2012 çулта норма базине йĕркелесе çитерес тĕлĕшпе малалла ĕçленĕ. Культура отрасльне 2020 çулчченхи тапхăрта аталантармалли Концепцие хатĕрленĕ тата çирĕплетнĕ. «Чăваш Ен культури» тĕллевлĕ программăн хушма программине - «Чăваш Ен культури - ачасене» йышăннă. Республикăра 2012-2014 çулсенче халăхсен хушшинчи хирĕç тăрăва йĕркелесе пырас тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăннă.

Иртнĕ çултанпа грантсен фончĕсем те самай пуянланнă. Сăмахран, пултарулăх инноваци проекчĕсен конкурсĕн фончĕ унчченхи пек 500 пинпе мар, 1 млн тенкĕпе танлашать. Кăçалтан вара профессионал коллективсем валли уйăрса паракан грантсен калăпăшĕ 2, 0 млн тенкĕрен 2, 8 млн тенке çитĕ.

Республика Пуçлăхĕн «Театр искусствине аталантарас тĕлĕшпе çыхăннă хушма мерăсем çинчен» хушăвне пурнăçа кĕртесси малалла пырать. Пĕлтĕр, сăмахран, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче çутă тата сасă оборудованийĕсене хальхи йышшисемпе улăштарнă. Çак ĕçе Вырăс драма театрĕнче пуçăннă. Пукане театрĕн çуртне реставрацилеме пуçланă. Ăна кăçал вĕçлесшĕн, объекта çĕнĕ сезон уçăлнă тĕле хута ярасшăн.

Капеллăн симфони оркестрĕн, филармонин штачĕсене пысăклатма, ертсе пыракан пултарулăх коллективĕсене музыка инструменчĕсемпе пуянлатма май килнĕ.

Республикăн яллă вырăнĕсенче концертсемпе спектакльсем кăтартассине лайăхлатас тĕлĕшпе иртнĕ çул автотранспорта арендăна илме республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă. Çавна май тухса ирттернĕ мероприятисен шучĕ 1132 çитнĕ /виçĕм çул - 893/. Вĕсене 251 пин çын çитсе курнă /2011 çулта - 222, 9 пин/. Çапах та çакă çивĕч ыйтăва - автотранспорт кивелнипе çула тухайманнине - татса параймĕ. Хальхи вăхăтра театр, концерт учрежденийĕсем усă куракан транспортăн 90 проценчĕ кивĕ.

Вадим Петрович отраслĕн кашни тытăмĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ, лайăххипе пĕрлех çитменлĕхсене те палăртрĕ.

Ялти культура учрежденийĕсене тĕслĕх шая çĕклес ĕç малалла пырать. Иртнĕ çул 18 клуб çак ята тивĕçнĕ. Кăçал та йыш пысăкланĕ, анчах та çапла тума çăмăл килмĕ, мĕншĕн тесен республикăри клубсемпе культура çурчĕсенчен 30 процентне тĕпрен юсамалла.

Ку енĕпе ялти вулавăшсем лайăх, йĕркеллĕ лару-тăрура. Вĕсенче çĕнетÿ тапхăрĕ тахçанах вĕçленнĕ. Халĕ вĕсем - республикăри 495 вулавăш - пурте «тĕслĕх» ятпа çÿреççĕ. Апла пулин те ăна тивĕçлĕ пулмалла. Чи малтанах библиотека çуллен çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланнипе. Тĕслĕх шайĕнчи кăтарту - 250 кĕнеке. Республикăра вара кашни 1000 çын пуçне 169, 9 экземпляр тивнĕ. Элĕк, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Елчĕк, Етĕрне тата ытти районта кăтартусем аван, çав вăхăтрах Муркаш, Шупашкар, Çĕмĕрле тăрăхĕсем ку енĕпе юлса пыраççĕ.

Чăваш Ен Архив служби /ăна йĕркеленĕренпе пуш уйăхĕнче 90 çул çитет/ çине çулленех пысăк ĕç тиенет. Иртнĕ çул 45, 7 пин çын тĕрлĕ архивран пулăшу ыйтнă, вĕсенчен 88 проценчĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Муниципалитет архивĕсенче ĕçлекенсене уйрăмах йывăр. Унти пĕр специалистăн çулталăкра 1, 5 пин ыйтăва пăхса тухма тивет /нормăпа - 740/. Çакна та палăртса хăвармалла: чылай районта архив докуменчĕсене упрамалли вырăн çитмест. Сăмах май, Шупашкар хулин те хăйĕн архивĕ çук.

Тухса калаçакан та чылайăн пулчĕ. Сăмахран, Пукане театрĕн директорĕ Елизавета Абрамова çуртра юсав ĕçĕсем пынипе пĕрлех коллектив кăçал федераци шайĕнчи виçĕ, республика пĕлтерĕшлĕ пĕр гранта пурнăçа кĕртме пуçăннине палăртрĕ. Çĕнĕ Шупашкарти ачасен искусство шкулĕн директорĕ Ольга Петрова федерацин 145-ФЗ саккунĕпе килĕшÿллĕн пурнăçламалли çĕнĕ программăсем пирки чарăнса тăчĕ. «Атăл-Волга» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕ, ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Сергей Павлов министерствăна писательсен пĕрлĕхне пулăшса тăнăшăн тав турĕ. Кăçал союз йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине асăнчĕ. «Çак пулăм республикăри писательсен виçĕ пĕрлĕхĕ пĕр чăмăра пĕрлешнипе асра юлтăрччĕ», - терĕ.

ЧР Пуçлăхĕн канашçи, искусствоведени докторĕ Михаил Кондратьев наци культурине упраса хăварассипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ. ЧР Общество палатин культура енĕпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ Ольга Денисова оптимизаципе çыхăннă ыйтусене татса панă чухне тимлĕ пулмалли пирки каларĕ. «Вун-вун çул пуçтарнă пуянлăха çухатас марччĕ, пуласлăх паянхи кунпа çыхăннă», - терĕ.



"Хыпар"
26 февраля 2013
00:00
Поделиться