Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Вĕсенче – халăх историйĕ

Вĕсенче – халăх историйĕ

2000 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа эпир Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне уявлатпăр. Çак символсем – ялав, гимн тата герб – патшалăхăн уйрăмлăх паллисем.

Символ – пĕр-пĕр ăнлава, идейăна, пулăма условнăй палăртма йышăннă япала. Патшалăх ялавĕ вăл – патшалăх суверенитечĕн (никама пăхăнманлăхĕн) палли, патшалăх гербĕ – çĕршывăн эмблеми (эмблема – пĕр-пĕр шухăша палăртакан ÿкерчĕк). Патшалăх ялавне административлă çуртсен тăррине вырнаçтараççĕ: уявсем чух, ытти çĕршывсенчи делегацисене кĕтсе илнĕ тата ăсатса янă чух усă кураççĕ. Патшалăх гербĕ ялавсем çинче, укçа-тенкĕпе пичет тата официаллă документсем çинче кирлĕ. Унпа çуртсене те капăрлатаççĕ. Гимн – çĕршывăн мухтавлă юрри. Унсăрăн ниепле те май çук.

Чăваш Республикин ялавĕпе гербне питĕ лайăх пĕлетпĕр, килĕштеретпĕр вĕсене. Чăвашсем сарă тата хĕрлĕ тĕссене кăмăллаççĕ. Çутă сарă тĕс – пирĕншĕн хĕвел тĕсĕ, тĕксĕм хĕрли вара халăхсем ĕмĕртен ирĕклĕх патне туртăннине пĕлтерет. Чăваш тĕррисен кашни элеменчĕ тата мĕне те пулин уçса парать. Çакăнпа усă курса чăваш халăх ÿнерçи, Раççейри геральдика обществин членĕ Э.М.Юрьев, пирĕн гербпа ялава шутласа кăларнă, эскизĕсене 1992 çулта комиссине тăратнă. Вĕсене йышăнаççĕ, кайран Чăваш Республикин саккунĕ тăрăх çи-рĕплетеççĕ (1997 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕ).

Ялавăн çÿлти пысăкрах пайĕ çутă сарă тĕслĕ, аялти – тĕксĕм хĕрлĕ, варринче – çак тĕспе тунă «Пурнăç йывăçĕ» тата «Виçĕ хĕвел» эмблемăсем. Ултă туратран тăракан пурнăç йывăçĕ чăваш халăхĕ вăрăм çул утса тухса çĕнĕрен чĕрĕлнине пĕлтерет. Сакăр кĕтеслĕ виçĕ çăлтăр – чăваш тĕррин элеменчĕсем.

Гербăн ылтăн тĕслĕ геральдика щичĕ çинче те пурнăç йывăçĕ, çÿлерех – виçĕ хĕвел. Щитăн икĕ енчи тата тĕпĕнчи тĕксĕм хĕрлĕ хăю чăваш çĕрне пĕлтерет. Хăю хĕррисем тата икĕ енчен «Чăваш Республики – Чувашская Республика» тесе çырнисем – ылтăнран. Хăю вĕçĕсенче – хăмла аврисем. Хăмла – чăваш халăхĕн пуянлăхне пĕлтерекен сăнар.

Республика ялавĕпе гербăн историйĕ питех те интереслĕ. Чи пĕрремĕш эскизсене, 1926 çулта пăхса тухнă хыççăн, 1927 çулхи мартăн 31-мĕшĕнче çирĕплетнĕ (художникĕ П.Е.Мартенс). 1931, 1936, 1937 çулсенче улшăнусем кĕртнĕ. 1956 çулта йышăннă çĕнĕ герба эпир те ас тăватпăр, икĕ енчен пучах çыххисем, варринче çурлапа мăлатук, пилĕк кĕтеслĕ çăлтăр. Аялта «Чувашская АССР – Чăваш АССРĕ» тесе çырнăччĕ. 1990 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче «автономи» сăмаха пăрахăçларĕç – ЧССР пулса тăтăмăр. Тепĕр çулталăкран çĕнĕ ят çирĕпленчĕ – Чăваш Республики.

Патшалăх символĕсем çинчен сахал мар çырнă. Интернет тăрăх та пĕлме пулать кун пирки.



"Тăван ен"
28 апреля 2007
00:00
Поделиться