Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Кĕнеке – пĕлÿ çăл куçĕ

Муркашри ача-пăча тĕслĕх библиотеки кану вăхăчĕпе туллин усă курма май паракан информаци центрĕ шутланать. Çĕнĕ мелпе ĕçлеме пуçлани вара кунта çĕнĕ варкăш илсе килме май пачĕ.

Библиотекăна кĕрсен Ача-пăча тата Вырăс чĕлхин çулталăкĕ пулни палăрать. Çакна ятарлă кĕтессемпе куравсем те çирĕплетеççĕ. Вулав залĕ, ятарлă пÿлĕмре вырнаçнăскер, вулакансемшĕн уйрăмах меллĕ. Çакăнтах тĕрлĕ хаçат-журналпа, брошюрăпа та усă курма пулать. Библиотекăри кĕнекесен фончĕ пуян, вĕсен шучĕ 20229 кĕнекепе танлашать. 2006 çулта кĕнекесен çÿлĕкĕ татах 758 çĕнĕ кĕнекепе пуянланнă. Кунта ĕçлекен Е.И. Налимова, М.М. Скворцова, Т.В. Шурнеева библиотекарьсем тĕрлĕ консультаципе, информаципе туллин тивĕçтереççĕ. Çавăнпа та библиотекăна çÿрекенсен йышĕ ÿссех пырать. Кĕнеке тусĕсем иртнĕ çул 2108-ăн пулнă. Палăртма кăмăллă, тĕслĕх библиотекăри кĕнекесемпе ытти ял тăрăхĕсенчи библиотекăсем те усă кураççĕ. Çапла вара пĕтĕмпе 55900 кĕнеке 27506 вулавçă аллинче пулнă.

2006 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнче тĕслĕх библиотека ĕçлеме пуçларĕ. Çапла вара библиотека телевизорпа, DVD-плеерпа, компьютерпа, ксерокспа пуянланчĕ. Çĕнĕ йышши 300 кĕнеке, 140 CD-диск кÿрсе килнĕ. Халĕ вара кунта Интернета тухма май пур. Малтан пĕр кунта 80-90 ача килнĕ пулсан, халĕ ку йыш 200-300 ачана çитрĕ.

Ачасем библиотекăна вулама кăна мар, выляма та çÿреççĕ. Кунтах вĕсем тĕрлĕ CD-дисксем пăхма пултараççĕ. Вĕрентÿ темипе çыхăннă дисксем уйрăмах меллĕ ачасемшĕн. Тĕслĕхрен, “Кайăк тĕнчинче”, “Энциклопеди” тата ытти дисксене пăхни уроксенче те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Библиотекăна çÿрекенсем компьютерăн пĕрремĕш утăмĕсене те хăнăхма пултараççĕ.

Чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене сыхласа хăварас, çамрăк ăрăва тĕплĕнрех паллаштарас тĕлĕшпе тĕрлĕрен уяв каçĕсем ирттереççĕ. Нумаях пулмасть-ха, Çăварни уявне ирттернĕ май, ачасем чылай çĕннине пĕлме пултарчĕç. Кашни шăмат кун çемье канăвĕн кунĕ иртет.

Библиотекăра час-часах интереслĕ мероприятисем – литература каçĕсем, конференцисем, викторинăсем, тавракурăма анлăлатма пулăшакан ытти вăйăсем иртеççĕ. Медицинăпа психологи пулăшăвĕ çамрăксемшĕн питĕ вырăнлă. Занятисене врач-нарколог, врач-психиатр ирттереççĕ, тĕрлĕ йывăр лару-тăруран пăрăнма пулăшаççĕ. Çамрăксене çивĕч ыйтусене çутатакан видеофильмсемпе паллаштараççĕ. Ят-сум çĕнсе илнĕ çынсене, медицина ĕçченĕсемпе социаллă пулăшу парассипе тимлекенсене, педагогсене хăнана чĕнеççĕ.

Библиотекăна спонсорла пулăшу паракансене те асăнса хăвармалла. Чи малтанах “Визит” суту-илÿ çурчĕ” чикĕллĕ яваплăхлă обществăн директорĕ Лилия Валерьевнăна ырăпа асăнмалла. Çавăн пекех “Моргаушрайбыт” ООО ертÿçи А.П. Давыдов тата “Рука мастера” магазин ертÿçи С.Н. Корольков ырă тÿпе хывнă.

Библиотекăри кĕнекесен фончĕ пуян, анчах та вăл нихăçан та ытлашши пулас çук. Çавăнпа та кунта “Сана валли, библиотека” ятарлă акци иртет. Çак ĕçре уйрăмах пысăк тÿпе хывнă Вера Васильевна Романована ырăпа асăнмалла.

Килĕр, çÿрĕр библиоткăна, кунта вăй хуракан ĕçченсем сире яланах хапăл туса кĕтсе илĕç.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
09 апреля 2007
00:00
Поделиться