Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Чуна тасатакан вырăн

ТЕАТР храм, чуна тасатакан вырăн тетпĕр. Халăх кунтан хавхаланса тухса каймалла. Чăнласах çапла-и? Мĕнлерех сывлать çак тĕнче хальхи хăйне майлă пурнăçра? Паян - Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ. Çавна май театр пирки чуна уçса, мĕн лайăххине - ырласа, çитменнине хурласа, палăртса калаçни питĕ вырăнлă пулĕччĕ.

Чи малтанах çак самант пирки чарăнса тăрасшăн. Чăваш, ман шухăшăмпа, театра çÿреме яланах юратнă. Унта вăл хăйĕн пурнăçне курнă. Хавхаланнă та, куççуль те кăларнă. Çак çыхăнăвăн тĕп вăрттăнлăхĕ çакăнта пулĕ: тымарĕсем пирĕн хушăра. Пире мĕн канăçсăрлантарать - çав ыйтусенех хускатать театр. Сцена çинче те пирĕн пурнăçах пулнăран çывăх вăл. Чăваш театрĕсене илес пулсан - вĕсем чăннипех тăван халăхăн хуйхи-суйхипе, савăнăçĕпе пурăнаççĕ. Чи пĕлтерĕшли - несĕлĕмĕрсемпе çыхăнтаракан вăчăрана, тымара татманни. Хальхи вăхăтри пурнăçа чăваш мĕнлерех ăнланать, йышăнать? Çак ыйтусене тапратаççĕ те чăваш драматургĕсен пьесисем тăрăх лартнă спектакльсем.

Тĕслĕх вырăнне Чăваш академи драма театрĕнче кун çути курнă “Инçет телей çути” /А.Тарасов пьеси тăрăх/ спектакле илесшĕн. Кунта чăваш шухăшлавĕ, философийĕ, тĕнче курăмĕ ĕненмелле, тарăн сăнланнă. Çак ĕçпе паллашнă çын спектакльтен пачах урăх туйăмпа тухса каять. Телее, унашкал ĕçсем пур-ха пирĕн. Ĕç тивĕçĕсене пурнăçласа час-часах республикăри тĕрлĕ театра çитсе курма тивет. Акă юлашки вăхăтра çине-çинех спектакль пăхма тÿр килчĕ. Театр искусствин “Чĕнтĕрлĕ чаршав” республика конкурсĕн жюри членĕ пулнă май унта тăратнă ĕçсемпе те паллашрăм. Пĕр пытармасăр калатăп: хушма ĕç мана пĕрре те “йывăра” килмерĕ. Театр кун-çулĕ, вăл пурнăçлакан ĕç çывăхланчĕ, артистсем калăплакан асамлă тĕнче ытларах та ытларах тыткăнларĕ. Чăваш академи драма театрĕнчи “Вĕçсе иртеççĕ кайăксем” спектакле пăхрăм-и, пукане театрĕнче “Сказка о мертвой царевне...” юмахпа паллашрăм-и, вырăс драма театрĕнче “Комната невесты” ĕçпе чуна çĕклерĕм-и, оперăпа балет театрĕнче “Бал-маскарад” оперăпа килентĕм-и - кашнинчех чăн пурнăçри пек савăнтăм та, кулянтăм та.

Кашни театр иртнĕ çул çĕнĕ ĕçсемпе савăнтарчĕ. ЧР Культура министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май театрпа концерт организацийĕсем пирки çакăн пек цифрăсем илсе кăтартнăччĕ. 2006 çулта 2181 спектакль тата концерт лартнă. Вĕсемпе 555, 5 пин çын /виçĕм çулхинчен 13, 7 пин çын ытларах/ паллашнă. Сцена çине 26 çĕнĕ ĕç тухнă, 5 спектакле çĕнĕрен “чун кĕртнĕ”. Çавна май билет сутса тунă тупăш та ÿснĕ. Çак кăтарту, 2006 çулпа танлаштарсан, 11, 2 процент чухлĕ пысăкрах.

Иртнĕ çул ЧР Президенчĕ Н.Федоров “Чăваш Республикинче культурăна пулăшу парас енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен” Указ кăларчĕ. Унта 2007 çултан пуçласа профессионал коллективсен пултарулăх проекчĕсене пулăшма Президентăн икĕ грантне туса хуни пирки те каланăччĕ. Вĕсен виçи - пĕрер миллион тенкĕ. Çав майпа усă курса пурнăçланă ĕç оперăпа балет театрĕнче çывăх вăхăтрах кун çути курĕ. Сăмахăм “Каçхи шуçăм çути” балет пирки. “Чăваш Ен культури: 2006-2010 çулсенче” тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн театрсене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси, ÿнер тĕлĕшпе хитрелетесси, ытти енĕпе лару-тăру самайланнă. Çĕнĕ ĕçсем лартма та кирлĕ чухлĕ нухрат уйăрма май килнĕ.

Çапах та театрсенче паянхи кун çивĕч ыйту çук теме иртерех-ха. Режиссерсем вырăнти драматургсенчен лайăх ĕçсем кĕтеççĕ. Ку енĕпе ЧР Культура министерстви ятарлă конкурс та йĕркелерĕ, çапах та “лав” çав-çавах вырăнтан тапранасшăнах мар. Артистсен ĕç укçи пĕчĕк пулни те вăрттăнлăх мар. Сăмах май, иртнĕ кĕркунне Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче М.Михайлов ячĕллĕ опера фестивалĕ валли “Бал-маскарад” спектакль лартнă Л.Налетова режиссер тĕлĕнсе çапла каланăччĕ: “Сирĕн артистсем эпĕ ĕçлекен театртинчен темиçе хут сахалрах ĕçлесе илеççĕ, çапах та хăйсен тăрăшулăхĕпе, хавхаланăвĕпе Мускавсенчен чылай пысăкрах”. Гастроле тухса çÿрени театрсене тупăш мар, тăкак çеç кÿрет-ха. Çапах та çынна ырă тума, чуна тасатма ăнтăлакан тĕнче хуçисем - театр ĕçченĕсем - пурнăçа укçапа, кĕсье хулăнăшĕпе мар, чун-чĕре пуянлăхĕпе, ăс-хакăл туйăмлăхĕпе виçеççĕ.

 



"Хыпар"
27 марта 2007
00:00
Поделиться