Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Кашни документах – шанчăклă управ

Архив ĕçченĕсем хăйсен професси уявне çулсеренех пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.

Уяв умĕн районти архив пайĕн пуçлăхĕпе Л.Кирилловапа курса калаçрăм. Людмила Порфирьевна вулакансене архив историйĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма хаваспах килĕшрĕ.

– Пирĕн районта архив туса хурасси республикăра территорипе административлă реформа пуçланнипе çыхăннă. Ун чухне Чăваш АССРĕнче 5 уес тата 53 вулăс хăварнă пулнă, 17 район çирĕплетнĕ. Вăл шутра пирĕн район центрне Канаш хулинче палăртнă. Архив докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, 1929 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне архив материалĕсем НКВД органĕнче упранни паллă, вăл Канашри райĕçтăвкомăн Президиумне пăхăнса тăнă. Ун чухне документсемпе ĕçлекен ятарлă çын пулман, - каласа парать Л.Кириллова. – 1936 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче, районти архив заведующийĕ, çĕнĕ должность йĕркеленĕ. Çав çулах çурла уйăхĕнче районти архивăн пурлăхпа техника базине çирĕплетнĕ.

1938 çулăн иккĕмĕш кварталĕнче Канаш районĕн архивĕ тăратнă отчетран çакă паллă: архив пÿлĕмĕ 20, 25 тăваткал метр йышăннă, стеллажсен тăршшĕ 27, 5 метр пулнă. Вăл вăхăтра районта 27 ял совечĕ тата 47 колхоз шутланнă. Архива упрама 9 ял совечĕн тата 6 колхозăн докуменчĕсене тăратнă пулнă. 1938 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн тĕп архив управленийĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн районти архивăн пĕрремĕш фондне уçнă.

1941 çулхи мартăн 29-мĕшĕнче СССРăн патшалăх архив фондне йĕркелесси çинчен Положенине çирĕплетнĕ. Положенире архивсен пĕрлĕлĕх сетьне палăртнă, унпа килĕшÿллĕн районти архив докуменчĕсем каярах республикăри тĕп патшалăх архивне упранма куçнă.

1955 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Министрсен Канашĕ йышăннă Постановленипе килĕшÿллĕн архив докуменчĕсене хуласемпе районсен ĕçтăвком хуçалăхне шанса панă.

1962 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Министрсен Канашĕ йышăннă тепĕр Постановленипе килĕшÿллĕн республикăри пĕтĕм архив учрежденийĕсем Министрсен Канашне пăхăнма пуçланă. Çакăн пек лару-тăру 1990 çулсем пуçламăшĕчченех пулса пынă.

Районти архив базин малаллахи аталанăвĕ республикăра йышăннă çĕнĕ архив саккунĕсемпе тачă çыхăннă. Çапла вара, 1994 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ “Чăваш Республикин архив фончĕ тата архивсем çинчен” йышăннă саккунĕпе килĕшÿллĕн архив докуменчĕсен управлăхĕ вырăнтах пурнăçланса пынă.

Çак çулсем хушшинче архив ĕçĕнче чылай улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем пулса иртнĕ. 2006 çулхи августăн 14-мĕшĕнче район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн район администрацийĕнче архив енĕпе ĕçлекен пая тепĕр хутчен йĕркелесе янă. Унта документсем 1927 çултан пуçласа 2006 çулччен упранаççĕ. Пĕтĕмпе 216 фонд, е 29497 уйрăм документ.

Çак пĕтĕм хуçалăха архив енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Л.Кириллова тата Т.Полякова специалист йĕркелесе пыраççĕ. Тĕрлĕ ыйтупа кĕрсе тухаççĕ çынсем архив пайне, кашни килекенех кирлĕ документсемпе туллин тата вăхăтра тивĕçтерме тăрăшаççĕ архив ĕçченĕсем.



"Канаш"
10 марта 2007
00:00
Поделиться