Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Радио сасси ан шăплантăр

Чăваш Республикинче пурăнакансем радиовещани тытăмĕнчи çĕнĕлĕх пирки - пралуклă радиона эфир хыпарлавĕпе ылмаштарни çинчен каласа пама ыйтаççĕ. Çĕнĕлĕхе Чăваш Республикинчи культура, национальноçсен, информаци политики тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Олег Петров ăнлантарать:

Хальхи вăхăтра информаци технологийĕпе телекоммуникаци, инноваци хăвăрт аталанса пыраççĕ. Пралуклă радио та майĕпенех пăрахăçа тухать.

2003 çултанпа Чăваш Республикинче радиоçыхăнăвăн кивĕ тытăмне çĕнĕлле йĕркелеме пуçланă. Чăваш Республикин правительстви, Раççейри çыхăну министерствин 2002 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнчи постановленийĕпе тата «ВолгаТелеком» уçă акционер обществин техника хушăвĕпе килĕшÿллĕн, пралуклă радиона эфир меслечĕ çине куçарас тĕлĕшпе ĕçлет.

Пралук тăрăх хыпарлани экономика тĕлĕшĕнчен тухăçлă мар. Пралук тăрăх тытакан çыхăну узелĕсен оборудованийĕ кивелнĕ ĕнтĕ. Совет çулĕсенче йĕркеленĕ пралуклă çыхăну питĕ хакла ларать, тухăçлă мар. Ăна çĕнетме тата хаклăрах. Çавна май яллă вырăнсенче радиофикаци сооруженийĕсене малтанхи пек йĕркепе тытса тăма чарăннă: абонент тÿлевĕ расхутсене саплаштараймасть. 11 пин çын пурăнакан Вăрнар поселокĕнче, сăмахран, 2006 çулта пралуклă радиоçыхăнупа 360 çын кăна усă курнă. Радиоточка шучĕ Чăваш Республикинче çулсеренех сахалланса пырать.

Хальхи вăхăтра республикăра 12 радиостанци ĕçлет. Вĕсенчен ытларахăшĕ Шупашкарта вырнаçнă. Пĕтĕм республика «Чăвашрадио» радиостанцийĕн сигналĕсене вăтам хумсем çинче йышăнма пултарать. Ялсенче пурăнакансем чылай чухне радиоприемникпа усă кураççĕ. Ку меслет кил-çуртра та, ытти вырăнта та меллĕ. Унсăр пуçне тата ку çыхăнушăн çут çанталăкри инкек кÿрекен пулăмсем те хăрушă мар, вăл электросетьпе вуçех те çыхăнман. Пралуксăр радио итлеме радиоприемник кăна туянмалла. Хакĕ 180 тенкĕрен 430 тенкĕ таран.

Ăнланмалла ĕнтĕ, паян радио çыхăнăвăн çĕнĕ тытăмне йĕркелемеллех. 2008 çул тĕлне Чăваш Республикинче пурăнакансем йăлтах çав çыхăнупа усă курма тытăнĕç.



"Хресчен сасси"
06 марта 2007
00:00
Поделиться