Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Чăваш энциклопедийĕ халăх патне çитрĕ

Шупашкарта, Гуманитари наукисен институтĕнче, «Чăваш энциклопедийĕн» пĕрремĕш томĕн презентацийĕ иртрĕ.

Пĕрремĕш томра - виçĕ пин статья. Тематика пайĕсенче, тĕпрен илсен, халăхсемпе, яллă вырăнсемпе, çут çанталăк пуянлăхĕпе, чăваш чĕлхипе тата çырулăхĕпе, экономикипе, тĕн тытăмĕсемпе, вĕренÿпе, наукăпа техникăпа, литературăпа, искусствăпа, историпе, право тата суд тытăмĕсемпе, партисемпе обществăлла организацисемпе, сывлăха сыхлас ĕçпе, физкультурăпа спортпа, массăллă информаци хатĕрсемпе паллаштарнă.

Биографилле статьясенче чăвашсен паллă çыннисем çинчен тĕплĕн çырнă.

Пĕрремĕш томра 600 яхăн иллюстраци «сăн ÿкерчĕксем, ÿкерчĕксем, картосхемăсем, диаграммăсем».

«Чăваш энциклопедийĕн» пĕрремĕш томне шкулсемпе вĕренÿ заведенийĕсен библиотекисене 650, хуласемпе районсен тата муниципаллă библиотекăсене 800 кĕнеке панă.



"Хресчен сасси"
06 марта 2007
00:00
Поделиться