Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Чăваш поэзийĕн иксĕлми пуянлăхĕ

П.П.Хусанкай 100 çул тултарнине халалласа пирĕн шкулта та эрнелĕх ирттерчĕç. Кашни класрах тĕрлĕрен мероприятире илем туйăмне, чĕлхе пуянлăхĕпе çыпăçулăхне, çаврăнăçулăхне, шухăш уçăмлăхне, ырă ăспа аптраманлăха ачасен чунне вырнаçтарма тăрăшатпăр.
“Амăшĕ ачисене юратса, ачашласа ÿстерет, илеме юратма, ырă кăмăллă пулма, хăйĕн несĕлĕсене сума сума, хисеплесе пурăнма вĕрентет.
Петĕр Хусанкайăн амăшĕ Варвара Борисовна хăйĕн пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне çавăн пек пăхса ÿстернĕ...” - тесе пуçлатпăр эпир, чăваш чĕлхине вĕрентекенсем, хамăрăн уроксене.
Кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем П.Хусанкайăн ачалăхĕпе кăсăкланаççĕ. Шкулта чухнех сăвăсем çырма пуçланă-çке вăл. Çамрăк Петĕр халăх юррисене нумай пĕлни ачасене тĕлĕнтерчĕ. Уроксенче “Вĕç, вĕç, куккук” Хусанкайăн юратнă юрри пулнине те пĕлчĕç. Хăйсем те юрларĕç. П.Хусанкай та шкулта Çеçпĕл Мишши пекех А.Пушкинăн, М.Лермонтовăн, Л.Толстойăн произведенийĕсене вырăсла вулани, “Çăлтăр” ятлă журнал пек алăпа çырса “Вĕренекен сасси” литература журналĕ кăларни поэт çинчен тата нумайрах пĕлме хавхалантарать.
Вăтам классенче вĕренекенсем П.Хусанкай çинчен нумай материал пухрĕç. Сăввисене вырăсла та, чăвашла та юратса вуларĕç. Сăвва илемлĕ вулассипе 6-мĕш “а” класра вĕренекен А.Николаева, Владимирова, Д.Смолин, 7-мĕш “б” класри Александрова, Л.Кириллова, Данилова мала тухрĕç. 8-мĕш “б” класс вĕренекенĕсем П.Хусанкайăн “Çырнисен пуххи” кĕнекин I томне тĕпчеме тытăнчĕç. 7-мĕш “в” тата 10-мĕш “а” классенче информаци тата класс сехечĕсем вăхăтĕнче поэт çинчен çырнă аса илÿсене пăхса тухрĕç. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ сăвăсенче сăнланнине чунĕпе туйрĕç пулĕ.
Атнер Петрович Хусанкай ашшĕн юбилей каçĕнче: “Вулăр, тĕпчĕр Хусанкая, “Çырнисен пуххин” 6-мĕш томĕ те сирĕн сĕтелĕр çинче пултăр”, - терĕ. “Сиктерме тăрăхĕнче” киноочерк та ачасене илемлĕх тĕнчине илсе кĕчĕ. Вĕсем поэт çырнă сăвăсемпе, ун сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсемпе паллашрĕç.
10-мĕш “а” тата “б”, 11-мĕш “а” тата “б” классенче вĕренекен Д.Яковлева, А.Филиппова, О.Андреева, С.Захарова, С.Данилова, Л.Иванова, Р.Чернова тата ытти вĕренекенсем хăйсен реферачĕсенче сăвăç еткерĕ пирĕншĕн эстетикăлла пахалăхĕпе, историпе культура пĕлтерĕшĕпе хаклă пулнине кăтартса пачĕç.
П.Хусанкай 100 çул тултарнине халалланă кунсем пирĕн шкулта малалла пыраççĕ. Поэт хăй умĕнхи тата хăй вăхăтĕнчи чăваш поэзийĕн мĕн пур çитĕнĕвĕсене пухса çĕнĕ пахалăхлă иксĕлми пуянлăх хăварнине çамрăк ăрăвăн ăнланса илмеллех, ăна пирĕн, вĕрентекенсен, ачасем патне илсе çитермеллех.


"Канаш"
03 февраля 2007
00:00
Поделиться