Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа январĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш академи драма театрĕнче савăнăçлă каç иртрĕ. Уяв каçне уçнă май, ЧР культура министрĕ Петр Краснов чăваш халăх поэчĕ пирĕн пурнăçра епле пысăк вырăн йышăннине, унăн пĕтĕм кун-çулĕ çĕршыв шăпипе çыхăннине палăртрĕ. Асăннă уява ЧР Президенчĕ Нколай Федоров, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Михаил Михайловский, Раççей верентÿ академийĕн академикĕ, поэтăн çывăх тусĕ Геннадий Волков, Петĕр Хусанкайăн мăшăрĕ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, ывăлĕ, паллă ăсчах Атнер Хусанкай, поэтăн ентешĕсем – Тутарстан Республикин культура министрĕн çумĕ Айдар Гайнутдинов, Тутар халăх поэчĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ренат Харисов, Элкел район администрацийĕн пуçлăхĕ Фердинат Давлетшин, Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев тата ыттисем хутшăнчĕç.

Залра вара халăх лăк тулли. Паллă поэтăмăра сума сăвакансем пурте унăн юбилейне паллă тума пухăннă. Тухса калаçакансем ЧР Президенчĕ Николай Федоров тата ыттисем П.П. Хусанкай чăвашлăх аталанăвĕшĕн, тăван халăхшăн епле пысăк, нимĕнпе виçейми ĕç туса ирттернине палăртрĕç. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне вăл халăха халалланă.

Чăваш сăмахлăхĕн аталанăвĕнче, литературинче нихçан манăçми тарăн йĕр, нихçан сÿнми çăлтăр çути хăварнисем сахал мар. Иван Яковлев, Константин Иванов, Николай Ашмарин, Çеçпĕл Мишши, Ухсай Яккăвĕ... Вĕсемпе пĕр ретрех тата Петĕр Хусанкай та. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ятарлă Хушу кăларса Чăваш Енре 2007 çула Хусанкай çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавна май çулталăкĕпех юбилей мероприятийĕсем иртĕç.

Пирĕнтен кам пĕлмест пулĕ паян Петĕр Хусанкая, кам илтмен пулĕ унăн ятне. 2007 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Вăл поэт кăна мар. Çав вăхăтрах тăлмачă та, чĕлхеçĕ те, публицист та, историк та, этнограф та, критик та, лирик та пулнă. Унăн хайлавĕсем 57 чĕлхепе янăраççĕ, унчченхи Совет Союзĕнчи 53 çыравçăн, чикĕ леш енчи 89 авторăн 500 ытла произведенине чăвашла е вырăсла куçарнă.

«Чăнах та, тĕнчери кашни халăхăн хăйĕн Пушкинĕ, кашни сăвăçăн вара тăван амăшĕ, Тăван çĕршывĕ, тăван чĕлхи, тăван халăх умĕнчи тивĕçĕ пур.

Малалла-ха пурнăç, малалла:

Эп пăртак чăваш ятне çĕклесшĕн.

Ман юман пек пулса кашламалла,

Хунавран эп тивĕç пиçĕхмешкĕн.

Малалла-ха пурнăç, малалла.

Анлă çул пуçламăшĕнче амăшне халалласа каланă çак çутă тĕллевсене чăваш халăхĕн мухтавлă юрăçи Петĕр Хусанкай чыслăн пурнăçласа пурăннă», – терĕ хăйĕн сăмахĕнче республика Пезиденчĕ Николай Федоров.

Поэтăн пурнăç çулĕ тумхахсăр та пĕр тикĕс килмен. Ăна сăлтавсăр айăпласа тĕрмене хупни те пулнă, Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕпе Сталинградран Польшăна çити утса тухнă, аманнă, апла пулин те çак йывăр самантсем мал туртăмлă поэтăн чунне хуçайман, чĕркуççи çине тăратайман. Малаллах ăнтăлнă вăл, йывăрлăхсене çĕнтерсе пынă. Чăваш Ене, тăван сăмаха, çынсене юратни Петĕр Хусанкая мĕн пур чăрмава сирме, çирĕплĕхе упраса хăварма тата суйласа илнĕ çултан пăрăнмасăр малалла утма вăй парса тăнă.

Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев çамрăклăх çулĕсене, Петĕр Хусанкайпа пĕрле пулнă вăхăтсене аса илчĕ, тĕрлĕрен произведенисем чăвашларан тата ют чĕлхесенчен вырăсла, вырăсларан чăвашла куçарассипе çине тăрса ĕçленине палăртрĕ. «Ун чухлĕ куçару ĕçĕ пичетлесе кăларакан никам та пулман», – терĕ вăл. Ку енĕпе унăн ĕçне тĕрлĕ халăхсем хушшинче хывнă кĕпер тесе хакламалла.

Вăл халăхăмăр, хыççăнхи ăру валли хăварнă несĕллĕх пуянлăхне мĕнпе виçме е танлаштарма пулать-ши; Пулмасть те пулĕ çав. Мĕншĕн тесен вăл пирĕншĕн, паянхи куншăн кăна мар. Вăхăт иртĕ, анчах та вăл тăван халăхшăн туса ирттернĕ ĕç пĕлтерĕшĕ тĕксĕмленĕ кăна мар, пачах урăхла, унăн пĕлтерĕшĕ, сумĕ татах çÿллĕрех пусăма çĕкленĕ, ячĕ вĕçĕмех тÿпери çутă çăлтăр пек ялкăшĕ. Çапла палăртрĕç паллă поэтăмăрăн, чăннипех те аслă çыннăн 100 çулхи юбилейне халалланă савăнăçлă каçа пухăннисем.

Чăваш халăх поэчĕн юбилейне халалласа ирттернĕ каç пысăк концертпа вĕçленчĕ, вăл пурин кăмăлне те кайрĕ. Унта аслă поэт сăввисемпе çырнă юрăсем чылай шăранчĕç.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
29 января 2007
00:00
Поделиться