Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Чаплă поэт - асра

Январĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти Чăваш патшалăх академи драма театрне халăх йышлăн пухăнчĕ. Кунта Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 100 çул тултарнине халалланă чаплă уяв иртрĕ. Уява Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров хутшăнчĕ, сăмах каларĕ. Хусанкай чăваш поэзийĕнче чи курăмлисенчен пĕри. Вăл пурнăçĕнче тумхахлă çул утса тухнă, репрессие те лекнĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, аманнă, анчах, патвар юман пек, хуçăлман, чăваш ятне çÿле — тĕнче шайне çĕкленĕ. Вăл нумай сăвăсен, поэмăсен авторĕ, ăста куçаруçă. Поэтăн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ, халĕ чăваш сăмахĕ Интернет урлă тĕнчипе янăрать. Кăçал Республика кунĕнче Чăван Енре 500-мĕш тĕслĕх вулавăш уçăлать. Ял-хуласенче çут çанталăк газĕ, çемье врачĕн офисĕсем ĕçлеççĕ, физкультурăпа спорт комплексĕсем — чăн-чăн спорт керменĕсем — уçăлаççĕ. Çитес çул Чăваш Енре 60 çĕр-шывран Тĕнче кубокне хутшăнаççĕ. Анчах Чăваш Ене тата илемлĕрех, тасарах, тупăшу конкуренци тĕлĕшпе вăйлăрах тумалла. Çапла пулатех.

Уяв каçĕнче П. Хусанкайăн пурнăçĕпе творчествăлла ĕçĕ-хĕлне Чăваш халăх поэчĕ П. Афанасьев, Раççей Патшалăх премийĕн лауреачĕ Ренат Харис, Г. Н. Волков академик, Тутарстанри Элкел район пуçлăхĕ Ф. Давлетшин, Чăваш педуниверситечĕн студентки Д. Шаркова, П. Хусанкайăн ывăлĕ Атнер Хусанкай ăсчах сăнларĕç. Тутарстан Республикин культура министрĕн çумĕ А. Гайнутдинов хăйсен президенчĕн М. Шаймиевăн саламне вуласа пачĕ. Сăмах май савăнăçлă каç ячĕпе саламлă телеграммăсем нумай килнĕ. Поэт çуралнă ялта — Сиктĕрме-Хусанкайра — пилĕк çул каялла музей уçăлнă, унта ку таранччен 15 пин çын çитсе курнă.

Уяв каçĕ культурăпа искусство ĕçченĕсен пысăк концерчĕпе вĕçленчĕ. Сцена ăстисемпе пĕрле поэтăн мăшăрĕ, СССР халăх артистки В. Кузьмина П. Хусанкайăн “Тилли юррисем” ярăмĕнчи сăввисене пысăк туйăмпа вуласа савăнтарчĕ.

Савăнăçлă каçа пирĕн районти шкулсенчи тăван чĕлхепе литературине вĕрентекенсемпе çыравçăсен ушкăнĕ те хутшăнчĕ.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
29 января 2007
00:00
Поделиться