Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Кăçал – хаçат юбилейĕ

Ыран – Чăваш пичечĕн кунĕ. Журналистсемпе пирĕн штатра тăман корреспондентсемшĕн уяв. Тăван чĕлхепе “Хыпар” хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухма тытăннипе халалланă çак куна.

20 çул каяллахипе танлаштарсан, хаçатсемпе журналсен хисепĕ темиçе хут та ÿсрĕ. Унччен республикăра 5-6 хаçат, 3-4 журнал тухса тăнă пулсан, халĕ вулаканăн суйласа илмелли пур. Вăл халĕ общество пурнăçне, пулăмсемпе событисене тĕп-тĕрĕс çутатакан, пурнăç уттипе утакан пичет органне шырать. Тепĕр енчен вулакан кăмăлне тивĕçтерме те çăмăл мар. Пĕрне кашни номерте çивĕч критика кăна пар, теприне хăй ĕçлекен отрасль çинчен çырнисĕр пуçне урăх нимĕнле материал та интереслентермест, виççĕмĕшне кĕске хыпарсем килĕшеççĕ. “Елчĕк ен” районта пĕртен-пĕр хаçат пулнăран журналистсем обществăпа политика пурнăçĕнче тĕрлĕ темăсене хускатма тăрăшаççĕ. “Елчĕк енре” “Шăнкăрав”, “Физкультурăпа спорт”, “Пĕрле ларса вулар-и;” ятарлă кăларăмсем, “Çемье клубĕ”, “Кил валли, çемье валли” тата ытти ятарлă страницăсем кăларма тытăнни çавăнпа çыхăннă та. Çапах та вулакансен çырăвĕсемпе анчах хаçат пуян, интереслĕ тухса тăрать.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче район хаçачĕн тиражĕ питĕ нумай чакса кайрĕ. Çакă тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă. Халĕ эпир çак çитменлĕхе пĕтерме, вулакансен шанăçне тÿрре кăларма тăрăшатпăр. 3 çул каяллахипе танлаштарсан, хаçат тиражĕ 1 пин экземпляра яхăн ÿсрĕ. Ку вăл эпир тĕрĕс çулпа пынине çирĕплетет.

2007 çулхи пĕрремĕш çур çул валли çырăнтару тапхăрĕ те ăнăçлă вĕçленчĕ. Уйрăмах çак вăхăтра Елчĕк - 1 (Г.А.Савукова), Аслă Елчĕк (С.А.Горшкова), Тăрăм (Л.Н.Капитонова) тата ытти çыхăну уйрăмĕсем, почтальонсем ăнăçлă ĕçлерĕç. Тавтапуç вĕсене.

2007 çул район хаçачĕшĕн паллă çул шутланать. Вăл тухса тăма тытăннăранпа çурла уйăхĕнче 75 çул çитет. Ăна тивĕçлипе кĕтсе илесчĕ. Уяв ячĕ-пе сире, хаçата çырса тăракансем тата вулакансем!

 



"Елчĕк Ен"
20 января 2007
00:00
Поделиться