Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Хусанкай

1950 çулхи кĕркунне Мускавра иртнĕ чăваш литературипе искусствин кунĕсенче вĕсем çывăхрах паллашнă. Унтан таврăнсан Хусанкая “Чăваш халăх поэчĕ” хисеплĕ ят панă. Çавăншăн хавхаланнă сăвăç кĕçĕн юлташне ялсем тăрăх пĕрле тухса çÿреме сĕннĕ. Çуралса ÿснĕ тăван Тури Выла ялне "Элĕк районĕ" илсе каять тусне Александр Спиридонович.

Вĕсем Элĕкре, Тавăтра, Ураскилтре чарăнаççĕ: халăха сăвă каласа савăнтараççĕ, Мускавра чăваш литературипе искусствин кунĕсем мĕнлерех иртни пирки хыпарлаççĕ. Вĕсене çамрăк писателĕн амăшĕ ăшшăн кĕтсе илет. Унта эрне ытла пурăнаççĕ. Çав хушăра çын татăлмасть: хăнасене курма пĕри те тепри кĕре-кĕре тухать. Хăйсем патне илсе каякан та тупăнать. Пĕрисен пÿрт тулли хăна-вĕрле, аякри тăванĕсем те килнĕ. Юрă хыççăн юрă шăрантараççĕ. Сиктĕрме кĕвви-çеммине итлесшĕн. “Пыллăях та пыллă сăрисем пур...” – илемлĕн çавăрттарса юрлать халăх юратакан сăвăçă. Кăмăлларĕç юррине, сăмахĕсене ас туса юлчĕç. “Хусанкай юрри” терĕç. Ăна пĕлекенсем Тури Вылăра халĕ те пур.

Амăшĕн килĕнче чăвашла кĕнеке нумай. Шăв-шав йăлăхтарсан çавсене вуларĕç, тишкерчĕç.

Пĕр каçхине хăна таçта çухалнă. Улах ларакан хĕрсем патĕнче-мĕн вăл. Шÿтлет, калаçать, юрлама ыйтать, çыра-çыра илет.

Çулталăкран Петĕр Хусанкай “Тури Вылта туй сикет” поэма пичетлесе кăларать. Текста хăш-пĕр вырăнта сиктерсе хăварнă-мĕн те, çавсене автор хушса çырса Артемьева парнелет. Пичетре тухман вĕсем, анчах та упранса юлнă. Артемьева тав туса Хусанкай “Тури Выла пырса эп куртăм” сăвă та çырнă.

Артемьев вырăссен чаплă поэчĕн Михаил Лермонтовăн юбилейĕ тĕлне сăввисене чăвашла куçарсан аслă тусне кăтартнă. Тÿрлетмеллисем те тупăннă. Вĕсене иккĕшĕ пĕрле “Коммунизм ялавĕ” "халĕ – “Хыпар”" хаçата кайса панă. Тепĕр куннех пичетленнĕ çав сăвăсем.

Мускаври А.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнчен вĕренсе тухакан тусĕ диплом ĕçне хÿтĕленĕ çĕре те пынă Петĕр Хусанкай. Патшалăх экзамен комиссийĕн председателĕ Всеволод Иванов çирĕп ыйтать. Кашнине тенĕ пекех тиркет. “Мĕнле хÿтĕленĕпĕр(“ – пăшăрханать Хусанкай. Артемьев ĕçне чи лайăххисенчен пĕри тесе хаклаççĕ. Хусанкай экзаменаторсен сĕтелĕ умне тухса сăмах калать. Тусĕшĕн, чăваш халăхĕшĕн савăннине пĕлтерет.

1966 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче икĕ тус юлашки хут пĕрле литература каçĕ ирттернĕ. Шупашкарти кирпĕч завочĕн клубĕнче вулакансем А.Артемьевăн “Салампи” кĕнекине пăхса тухса хакланă. Сывах мар пулин те Хусанкай тусĕн кăмăлне пăсас темен, пĕрле кайнă. Питех те шеп иртнĕ вулакансен çав конференцийĕ.

Хусанкай асăнмалăх çырса парнеленĕ кĕнеке нумайччĕ Артемьевăн. Вăл виличчен пĕр-икĕ çул маларах çавсене музей валли ыйтрăм. “Маншăн чи хаклă кĕнекесене илсе каятăн”, – тесе пăшăрханчĕ пулин те парса ячĕ. Пĕр кĕнеке страницисен хушшинче Муркаш районĕнчи Хорной ялĕнче пурăнакан Артемьев патне Хусанкай 1957 çул вĕçĕнче янă çыру упраннă-мĕн. Чăваш халăх поэчĕ унта Артемьев чăвашла куçарнă Байрон сăввисен ал çырăвне илнине пĕлтерет. Александр Спиридоновича ырлать вăл. Вĕсене Хусанкай “Тăван Атăл” журнал редакцине кайса панă. Артемьев куçарăвĕсем унта пичетленсе тухнă. Хусанкай тусне çырса панă тепĕр хут листи те çавăнтах тупăнчĕ. 1958 çулхи майăн 3-мĕшĕнче парнеленĕ ăна. Çырăвне вара 1935 çулхи июнĕн 17-мĕшĕнче шăрçаланă. Кама та пулин парнелес тесе çырнăскер мар вăл. Çамрăк Хусанкай çав кун 21 сехет те 55 минутра А.С. Пушкинăн “Евгений Онегин” сăвăлла романне хăй чăвашла куçарса пĕтерни çинчен çырса хунă. Пичетлеме васкамасть, тÿрлетет, юсать, тĕрлĕ вариантпа татах куçарса пăхать. 1950 çулта тин уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларать. “Манăн чи юратнă поэтсем – Çемен Элкерпе Петĕр Хусанкай”, – тетчĕ Александр Спиридонович. Унăн ĕç пÿлĕмĕнче вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсем çакăнса тăратчĕç.

Петĕр Хусанкайпа Александр Артемьевăн туслăхĕ иккĕшне те пурăнма, ĕçлеме хавхалантарнă. Пĕр-пĕрне пулăшса пыман пулсан, тен, чаплă произведенисем çавăн чухлех çыраймастчĕç те пулĕ.

 



19 января 2007
00:00
Поделиться