Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Фестиваль иртĕ

Чăваш халăх поэчĕ П.Хусанкай çуралнăранпа çак уйăхра 100 çул çитет. Çак ятпа йĕркеленĕ мероприятисем малалла пыраççĕ. Акă, январĕн 27-мĕшĕнче Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулта ача-пăча поэзийĕн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» ятпа фестиваль иртет. Ăна икĕ номинаципе йĕркелеççĕ. Пĕрремĕшĕ вăл – «Петĕр Хусанкайăн произведенийĕсене лайăх вуласси», иккĕмĕшĕ – «Чăваш авторĕсен произведенийĕсене лайăх вуласси». Ку фестивальте 5–11-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартĕç. Çĕнтерÿçĕсене призсем кĕтеççĕ. Пирĕн районти шкулсенче талантлă ачасем сахал мар. Вĕсем çак фестивальте хăйсен пултарулăхне туллин кăтартĕç.



"Каçал Ен"
16 января 2007
00:00
Поделиться