Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Тĕслĕхлĕ библиотекăн малашлăхĕ пысăк

Çĕршыва ертсе пыма, аталантарма ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен пуян ăру кирлĕ. Çакна шута илсех ĕнтĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров вулавăшсене тивĕçлĕ таран çĕнетме шутланă. Ку енĕпе йышăннă тĕллевлĕ программăсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Районта ку таранччен тĕслĕхлĕ библиотекăсем 12 уçăлчĕç. Вĕсен йышĕ малашне те ÿсĕ. Иртнĕ çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче питĕркассисем тĕслĕхлĕ библиотека уçăлнине паллă турĕç. Паянхи кун унта библиотекарь тивĕçĕсене Николай Валерьевич Чубайкин пурнăçласа пырать.

– ЧР Президенчĕ халăхăн культурине аталантарма мĕн кирлине çĕнетсе улăштарса пынишĕн савăнатпăр. Питĕркасси тăрăхĕнче те тĕслĕхлĕ библиотека уçма май килнишĕн кунта пурăнакансем питĕ кăмăллă, мĕншĕн тесен çĕнĕ вулавăш пурри хальхи çыхăну хатĕрĕсемпе туллин усă курма та, тĕнче “чÿречине” уçса тĕрлĕ информаци пĕлме те май парать. Çавăнпах ĕнтĕ тĕслĕхлĕ библиотека уçăлнăранпа вулакансен шучĕ те самаях ÿсрĕ. Акă, иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче çеç вулавăша 1009 çын килчĕ, пурĕ 115 çын валли çĕнĕ формуляр уçрăм, – пĕлтерчĕ Н.В.Чубайкин библиотекарь.

Чăн сăмахăн суйи çук. Çитĕнекен ăрăвăн ăс-тăнне аталантарма, информаци илеслĕхне ÿстерме библиотека ертÿçи Николай Валерьевич сахал мар тăрăшнă. Вулавăша кĕрсенех асамлăх тĕнчине йыхравлакан тĕрлĕ енлĕ стендсем, çĕнĕ кĕнекесен куравĕсем чăнахах илĕртеççĕ. Ултă пинрен иртекен кĕнеке фончĕ те тĕрлĕ енлĕ литературăпа туллин паллаштарать, вăл шутра вырăс тата ют çĕршыв классикĕсен, чăваш халăх писателĕсен шедеврĕсем çеç мар, энциклопедисемпе тĕрлĕ справочниксем, словарьсем чылай.

Тĕслĕх библиотека уçнă ятпа тивĕçнĕ компьютер, информацие алла илме пулăшакан компакт-дисксемпе вĕрентÿллĕ электронлă пособисем те вулакансен йышне ÿстерме, ку тăрăхра пурăнакансене кĕнекепе çирĕпрех туслашма май парасса шансах тăратпăр паллах.

Çĕнелсе хитреленнĕ, оргтехникăпа, литературăпа пуянланнă библиотекăн малашлăхĕ пысăк. Вулавăш шкул çуртĕнче вырнаçнă май, кунта вĕренекенсем ытларах çÿреççĕ. “Светлячок” ача садĕнчи шăпăрлансем те эрнере виçĕ хутчен видеопа мультфильмсем пăхма килеççĕ, хитре ÿкерчĕклĕ кĕнекесемпе хаваспах паллашаççĕ. Вулавăшра тĕрлĕ предметлă компакт-дисксем пуртан кунта час-часах видеоуроксем, пĕлÿ шайне ÿстерекен вăйăсем, литература каçĕсем иртеççĕ.

2007 çула Ача çулталăкĕ тесе палăртнăран библиотекарь вулавăшра тĕрлĕ куравсем, стендсем йĕркелеме тĕллев лартнă, ĕçсем пуçланнă ĕнтĕ. Январь уйăхĕнче чăваш поэзийĕн паллă поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тума хатĕрленеççĕ. Малашлăх планĕсем татах та пур. Вĕсем пурте халăх культурине упраса хăварас тата аталантарас тĕлĕшпе йĕркеленсе пыраççĕ.



"Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)
15 января 2007
00:00
Поделиться