Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Юрла, поэт, юрла хавассăн

“Ал çырăвĕсем çунмаççĕ”, – теççĕ халăхра. Çак каларăша тÿрре кăларса “Елчĕк ен” хаçатăн тĕп редакторĕнче ĕçленĕ И.Иноходов тата “Прогресс” ЗАО ертÿçи М.Разумов тăрăшнипе 2006 çул вĕçĕнче “Хĕвел тĕнчи” ятпа çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Çавна май Елчĕксем А.Разумов-Ралекăн 1935-1938 çулсенче çырнă сăввисемпе паллашма пултарчĕç. И.Иноходов редакцилесе йĕркеленĕ кĕнекере авторăн сăввисемпе поэма сыпăкĕсем, куçарăвĕсем тата халăхран çырса илнĕ такмакĕсем кĕнĕ. Нумаях пулмасть Елчĕкри тĕп вулавăшра асăннă кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Унта тĕп библиотекăри краеведени секторĕн заведующийĕ Л.Иванова, тивĕçтерÿ пайĕн ертÿçи Н.Петрова (поэт тăванĕ), М.Разумов (икĕ сыпăкри тăванĕ), И.Иноходов, Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕн ертÿçи В.Вастулова тата ыттисем те хутшăнчĕç, Разумов-Ралекăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем авторăн сăввисене шăрантарчĕç. Анат Тимеш ялĕнчи культура ĕçченĕ В.Захаров пухăннисене Разумов-Ралекăн “Çÿресе çинçелми çÿрен ут” сăввинчен кĕвве хывнă юррипе паллаштарчĕ.

Алексей Емельянович Разумов-Ралек 1918 çулхи ака уйăхĕнче Тÿскел ялĕнче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьелĕнчи педучилищĕре ăс пухать. Алла диплом илсен Курнавăшри шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Малтанхи сăввисем çак хаçат-журналта пичетленнĕ: “Чăваш Коммуни”, “Хатĕр пул”, “Колхоз ялавĕ”. Вăл вырăс поэчĕсен сăввисене те чăвашла куçарнă.

Вăхăт çитсен А.Разумов-Ралек Хĕрлĕ Çар ретне тăрать. Вăл хĕсметре тăнă вăхăтра вăрçă пуçланать. 1942 çулта ентеш вăрçă хирĕнче паттăррăн пуçне хурать. Çавна май унăн ырă ĕмĕчĕсем, пултарулăх çулĕпе малалла аталанасси татăлать.

Вилмен пулсан, тен, пирĕн хушăмăрта халь тепĕр паллă сăвăç пулĕччĕ – çакăн евĕр пĕтĕмлетÿ турĕç “Хĕвел тĕнчи” кĕнеке презентацине хутшăннисем кашниех.

“Юрла, поэт, юрла хавассăн, юрла çĕн пурнăç таппинче...” – çапла çырать В.Разумов-Ралек “Юрла, поэт” сăввинче.

Çак йĕркене вуланă хыççăн ирĕксĕрех çакăн евĕр пĕтĕмлетÿ тăватăн: ылханлă вăрçă поэтăн пурнăçĕпе пĕрле малалла юрлас ĕмĕтне таптаса хура çĕрпе витнĕ.



"Елчĕк Ен"
09 января 2007
00:00
Поделиться