Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Эх, савăнчĕ те ача-пăча!

“Çынсен, шухăшлавне улăштармасăр, ăс-хакăлне упраса хăвармасăр тата ăна ÿстерсе пымасăр пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тума çук”, – тесе палăртса хăварнă Чăваш Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă “Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле” ятлă Çырăвĕнче.

Ачасене хăйсен ăс-хакăлĕшĕн тимлеме пĕчĕкренех вĕрентмелле. Ву-ласан, ăс-тăн туптанать, тавракурăм аталанать. Ырă, ăслă, вăйлă çын пулма пулăшать кĕнеке.

Çакна шута илсе иртнĕ эрнере Чăваш енре Раççей Федерацийĕн Пи-четпе массăллă коммуникацисен тĕп агентстви “Кĕнекепе – Çĕнĕ çула” ятлă фестиваль йĕркелерĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – ачасене кĕнеке юратма вĕрентесси. Шупашкарти, Канашри, ытти хăшпĕр районсенчи шкулсем-пе библиотекăсенче тĕлпулусем ирттернĕ хыççăн, эрнекун Тăвай ене те çитрĕç Мускав хăнисем.

Сельский труженик

Райцентрти культура çуртне пухăнчĕç тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем. Малтан вĕсен хăйсем чăннипех вулама юратнине кăтартса памалла пулчĕ. “Васкăр, васкăр, ачасемпе çул çитменнисен фестивальне! Пирĕн алăк-сем пуриншĕн те уçă!” – чĕнчĕ малтанах юмахсенчи патша "Д.Данилов вĕренекен". Пуçланса кайрĕ те вара-а! Тăвайри халăх театрĕн ача-пăча студине çÿрекенсем "ертÿçи В.Ашмарина" çĕнĕлле çарăк кă-ларма вĕрентрĕç. Вĕсем хăйсем пĕчĕккĕ чухне юратса итленĕ “Çарăк” юмаха çĕнĕ шухăшсем кĕртнĕ. Республикăри ача-пăча фестивалĕн лау-реачĕн А.Игнатьеван "Тăвай" “Микки-Маус” ятлă вырăсла юрри пурне те килĕшрĕ. “Кĕнекесĕр пĕр кун та пурăнаймастпăр”, – терĕç Тĕмерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта вĕренекенсем "Л.Кувшинова". Юмахран килсе çитнĕ Буратинăпа Чебурашка та вĕсемпе килĕшрĕç. Хама асамлă тĕнчене лекнĕнех туйрăм çав кун. Юнашарах “Незнайка” сăнара сăнлакан хĕрача ларчĕ. Вупăр карчăк хăйĕн шăпăрне сулласа иртрĕ. Юр пикесем те пур ачасем хушшинче, упа, кашкăр, Хĕрлĕ кал-пак...

Ача-пăча библиотекинчи кружоксен членĕсем "Н.Ивановапа Н.Филиппова" “Веселые картинки” журналăн кун-çулĕпе, унăн пĕлтерĕшĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç. 50 çул тултарнă иккен пĕчĕккисене савăнтаракан, шухăшлаттаракан, ÿкерме, çырма вĕрентекен пичет из-данийĕ. “Эпĕ вулатăп та ÿсетĕп”, – тесе сăвă вуларĕ пĕчĕк Е.Кустюкова. Тĕрĕс, кĕнекепе туслă пулсан, çулсем иртни те сисĕнмест çав. Ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центрăн "Г.Никонова" тата Тĕмерти “Сюрприз” ятлă ташă ушкăнĕсем те питĕ маттур пулчĕç. Тăвайри искус-ствăсен шкулĕн "И.Григорьевапа С.Глухова" номерĕсем хыççăн чы-лайччен алă çупрĕç залри ачасем. Культура çурчĕ тата искусство шкулĕ çумĕнчи ачасен фольклор ансамблĕсем те "Н.Петрова" хăйĕн пул-тарулăхне кăтартрĕç. “Юмахра ырă усала çĕнтерет”, – тесе юрларĕ Еле-на Поликарпова вĕренекен "Тăвай". Çавăнпа вулама йыхăраççĕ те ĕнтĕ халапсем. Л.Петрова, А.Вьюник та сцена çинче хăйсене артистсем пек тыткаларĕç. “Пĕчĕк çеç путене”, “Карçынккара чечек нумай” ятлă чă-вашла юрăсем куç умне çуллахи илемлĕ вăрмана кăларса тăратрĕç. Çапла Тăвай районĕн пултаруллă ачисем пулăшнипе тĕрлĕ юмаха, çыравçăсен хăшпĕр произведенийĕсене çитсе килтĕмĕр фестивальте. “Юрă санпа сывпуллашмасть”, – тесе юрласа вĕçлерĕç хăйсен програм-мине ачасем.

Сельский труженик

–Маттур эсир, кĕнеке вулама чăннипех юрататăр! – мухтарĕç вĕсене район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ В.Шакров, “Веселые картинки” журналăн представителĕсем – М.Федоровская художникпа И.Дежкова директор. Мускав хăнисем сцена çинченех ăшă калаçу пуçарчĕç Тăвай ен çамрăкĕсемпе. Ÿкер-чĕклĕ кĕнекене е журнала вулама лайăхрах пулнине, искусствăпа кирек хăш ÿсĕмре те туслашма юранине, пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăну малашне çывăхлансах пырассине çирĕплетрĕç.

Унтан 1959 çултах ÿкернĕ, “Шăп 3 сехет те 15 минутра” ятлă мульт-фильм куртăмăр компьютерпа. Савăнăçлă çынсем "Буратино, Чиполи-но, Карандаш, Самоделкин, Петрушка" кирек мĕнле йывăр лару-тăруран та тухма пултарнине пĕлтĕмĕр. Çакăн хыççăн Мускавранах килнĕ юмах геройĕсем "Синеглазка, Скоморох, Карандаш, Робот" ачасемпе тĕрлĕ конкурссем йĕркелерĕç. Ăмăртмалла тухаççĕ-çке вĕренекенсем сцена çине, пурне те парнепе хавхалантарчĕç хăнасем. Эх, савăнчĕ те çапла фестивальте ача-пăча!

Библиотека валли кĕнекесем, журналсем парнелерĕç мероприятие йĕркелекенсем. Тăвайсем те парăмра юлмарĕç Чăваш енпе Тăвай рай-онĕ çинчен çырнă кĕнекесем пачĕç Мускавсене.

2007 çула Раççейре вулав çулĕ тесе йышăннă май, çак фестивале ир-ттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕнтĕ. Шанас килет, çакăн хыççăн пирĕн рай-онта кĕнекесен тусĕсем татах нумайланĕç.

А.НИКИТИНА.

Сăн ÿкерчĕксенче: район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен по-литикин тата культура пайĕсен пуçлăхĕсем В.Шакровпа Г.Масленников культура министерствин представителĕпе Р.Туменкопа уяв пуçланас умĕн калаçаççĕ; фестиваль саманчĕсем.

Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.



"Ял ĕçченĕ"
25 декабря 2006
00:00
Поделиться