Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Ăс-хакăл çăл-куçĕ

Декабрĕн 18-23-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче “Кĕнекепе – Çĕнĕ çула” вулав фестивалĕ иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ – ачасен ăс-хакăлне аталантарасси, çамрăксен пултарулăхне ÿстерме хавхалантарасси.

Декабрĕн 18-23-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче “Кĕнекепе – Çĕнĕ çула” вулав фестивалĕ иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ – ачасен ăс-хакăлне аталантарасси, çамрăксен пултарулăхне ÿстерме хавхалантарасси.

Фестивале пирĕн тăрăхра ирттерме Николай Федоров Президент та ырланă. Çак тапхăрта республикипе 150 мероприяти йĕркелеме палăртнă. Хальхи ача-пăча писателĕсемпе тĕл пулу ирттерни вара чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулĕ.

Пирĕн районта вулав фестивальне тĕпе хурса виçĕм кун Мускав хулинчи ача-пăча писателĕпе Сергей Анатольевич Седовпа тĕл пулу иртрĕ. Унта шкул ачисем те йышлăн хутшăнчĕç. С.Седов тĕл пулура пухăннисене хăй çырнă юмахсемпе паллаштарчĕ, хăшне-пĕрне сăнарлăн вуласа та пачĕ. Çавăн пекех Мускав хăни ача-пăча библиотекине нумай интереслĕ кĕнекесем парнелерĕ.

С.Седов ачасем валли юмахсем çырать. Вĕсем вара унăн тĕрлĕрен: савăнăçлисем те, тунсăхлисем те, патшасемпе юрату çинчен çырнисем те. Унăн чи пĕрремĕш хайлавĕ 1991 çулта “Пурăннă тет Леша” ятпа пичетленсе тухнă. Час-часах С.Седовăн юмахĕсем “Мурзилка” журналта кун çути кураççĕ.



"Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)
22 декабря 2006
00:00
Поделиться