Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Кĕнекесене тоннăпа виçмеççĕ

Çулталăкăн юлашки уйăхĕ пирĕн асăмăрта кĕнеке уйăхĕ пулса юлмалла. Республикăра «Çĕнĕ çула - кĕнекепе пĕрле» ятпа ача-пăчапа çула çитменнисен вулав фестивалĕ иртмелле. Унта Мускав хăнисемпе пĕрле ача-пăча валли çыракан чăваш писателĕсем те хутшăнаççĕ. Мана та çавсен йышне кĕртнĕ. Ку кăна та мар, «Манăн пĕрремĕш кĕнеке» ятпа «çавра сĕтел» калаçăвне хутшăнма та ыйтрĕç. Унта калас тенине калама çук - вăхăт хĕсет. Çавăнпа хăш-пĕр шухăшсене хаçат вулаканĕсене пĕлтерес терĕм.

ПирĔн ăрăвăн, «вăрçă ачисен», ĕмĕрлĕхе асра юлмалли пĕрремĕш кĕнеке пулман. Хăйĕн юбилейне паллă тунă кунсенче Юхма Мишши пĕр библиотекăра Шупашкар ачисемпе тĕл пулнă. Ун çинчен хамăрăн радио пĕлтерчĕ. Пĕрремĕш класа çÿренĕ чухнех унăн аллине Яковлев кĕнеки лекнĕ имĕш. Унтанпах ăна алăран ямасть-мĕн. Ачалăхăмăрсем пирĕн пĕр тапхăртах иртнĕ. Тĕнчери чи хăрушă вăрçă кĕрленĕ çулсенче пуçласа парта хушшине ларнă эпир. Пир сумкăсем пулин те пулнă-ха. Анчах унта мĕн хурса çÿремеллине пĕлместĕмĕр. Манăн кăмака чĕртесрен темеле тăрса юлнă хуплашкасемсĕр икĕ кĕнеке пурччĕ. Ача-пăча валли кăларнисем марччĕ. Учительница паллаштаракан саспаллисене çав кĕнекесенче шыраттăм. Ятне, хушаматне асăнма аван та мар. Анаткас ачи пир сумкине пушă çĕклесе çÿресрен унта хăма пуçĕсем хуратчĕ. Хуплашкисене вут чĕртме тăпăлтарса илнĕ кĕнкексем çине, йĕркесем хушшине, çыраттăмăр. Кăранташ та, перо та пурин те пулман. Хур тĕкĕсене пуçтараттăмăр урамра. Чернилне вара, чăн-чăн алхимиксем пекех, мĕн килчĕ ăна хушса пăтрататтăмăр. Чылайăшĕ мăрье хăрăмне шăлса илетчĕ те ăна шывра ирĕлтеретчĕ. Эпир, вăрманкассем, юман çăпанĕ пуçтараттăмăр, кашни çăпанне майра йĕппи-и, ахаль йĕп-и, пăта-и тире-тире хураттăмăр та, çăпансем хуралса ларатчĕç. Йăлтăртатса тăратчĕç çав чернилпа çырнă кукăр-макăрсем.

Вăрçă ачисем тесе пирĕн тĕллĕн çутçанталăк хăйĕн саккунĕсене улăштарман. Ĕçес те, çиес те килнĕ. Мăнкун ячĕпе çĕнĕ кĕпе тăхăнтарсан савăнма пĕлнĕ. Кĕнекеллĕ пулас килни аттемĕр-аннемĕрсене чи тарăхтараканни пулнă. Пĕр енчен, ун валли укçи-тенки çитмен, тепĕр енчен, кĕнекесене район центрĕнче тата Канаш хулинче кăна туянма пулнă. Вĕренÿ кĕнекисем те пурин те пурте çукчĕ. Пĕр-пĕринчен иле-иле вулатттăмăр. Юхма калакан Яковлев кĕнекисем библиотекăсенче те пулман. Ку вăхăтра хамăра çутта кăлараканăмăрăн хушамачĕ хура списокрах тăнă-ха.

Хам ĕçлесе илнĕ укçапа туяннă пĕрремĕш кĕнекене астăватăп. Ача-пăча сăввисен «Пирĕн кил» ятлă кĕнеке пулчĕ вăл. Авторĕ _ Василий Алентей. 1953 çулта Чăваш кĕнеке издательстви пичетлесе кăларнă. Унти хăш-пĕр йĕркесем паян та аса килеççĕ:

Манăн аппаçăм Маюк

Сутăн илнĕ çĕн утюг.

Ку утюг пек утюг çук,

Ку вăл электроутюг.

Çичĕ класс пĕтерсе хамăр ялти йывăç промышленность эртелĕнче столяр пулса ĕçлеме тытăннăччĕ ун чухне. Пасара-мĕне каймалла пулсан, унтан кĕнекесĕр таврăнман. Педагогика институтĕнче вĕреннĕ чухне студент стипендийĕпе Николай Ласковăн вун пĕр томлă çырнисен пуххине туянтăм. Библиофил тени мана пит килĕшмест. Йĕкĕлтесе каланă сăмах пек илтĕнет вăл. Анчах кĕнеке тусĕ пулса тăтăм-тăтăмах.

Çын хăй ĕмĕрĕнче миçе кĕнеке вулама пултарнине тĕпчевçĕсем шутласа кăларнă. Çыннăн майĕсем чиксĕсĕр те виçесĕр мар. Çавăнпа жанрсемпе авторсене суйлама тивет. Пирĕн ăрăвăн каллех унашкал май пулман. Чылай-чылай писательпе поэт хушамачĕсене асăнма та юраман. Сергей Есенин, Константин Бальмонт, Андрей Белый, Саша Черный, ытти нумай-нумай поэтсемпе писательсен кĕнекисене вăрттăн вуланă. Комсомольски район библиотекинче те, пединститут библиотекинче те мана шанакан библиотекарьсем пурччĕ. Институтра вĕреннĕ чухне Ильпек Микулайĕн ытарайми мăшăрĕ Вера Федоровна тата Диана Константиновна Говш вулама чарнă кĕнекесене киле парса ямастчĕç, вулав залĕнче ларма чармастчĕç.

Раштав уйăхĕнче пулмалли вулав фестивалĕн тĕллевĕ паллă. Чи укçа шутлакан Раççее çĕнĕрен чи вулакан Раççей тумалла. Эпир урăхла пурăнма пĕлместпĕр. Пур чухне пурлакла, çук чухне çурмакла. Мĕн тери пысăк кĕнеке хуçалăхне тапрăмăр та ватрăмăр. Çулсерен вуншар ятран кая мар хаçат-журнал илсе тăракансене нимсĕр тăратрăмăр та хăвартăмăр. Ача-пăчана кĕнекерен пистерсе çитертĕмĕр. Компьютерпа выляма вĕрентсен çитет теме тытăнтăмăр. Халĕ ĕнтĕ пулнине тавăрма пĕрре те çăмăл мар.

Кĕнекен чăн-чăн пĕлтерĕшне ăнланакансем çав-çавах сахал-ха. Вырăсла тухса тăракан хаçатсенчен пĕри республикăра вулав фестивалĕ иртесси çинчен пĕлтернине вуланă чухне çÿçенсех кайрăм. Мускав хăнисем республикăна пушă алăпа килмеççĕ иккен, тонни-тоннипе кĕнеке кÿреççĕ. Чимĕр-ха, чимĕр. Кĕнеке тоннăпа виçмелли тавар мар. Илтнĕ-и эсир хăçан та пулсан Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсен Конгресс библиотекинче çавăн чухлĕ тонна кĕнеке упранать тенине; Çавăн чухлĕ пин кĕнеке упранать тетпĕр-çке пурте. Санкт-Петербургри Салтыков-Щедрин ячĕпе хисепленсе тăракан библиотекăра та çавăн чухлĕ тонна кĕнеке теместпĕр, штукпах калатпăр. Кĕнеке те чĕрĕ чун пекех, пĕрерĕн шутламалли тавар пулнă, пулать те.

Çÿçентерекенни ку кăна та мар-ха. Тахăшĕ кĕнеке сумне ÿстерес тесех каланă пулĕ-ха. Ку чухне информаци тупăшлă тавар пулнипе кĕнекене «носитель информации» тенĕ. Анчах çапла каласа эпир кĕнеке хакне йÿнетсех лартрăмăр. Наука литератури, вĕренÿ кĕнекисем «носитель» пулаççĕ пулĕ. Илемлĕ литература вара ним туса та хăйне «носитель» тетересшĕн мар. Унăн ĕçĕсем айтурах нумай: чун апачĕ, воспитани хатĕрĕ, чĕлхе пуянлăхĕ, кану хатĕрĕ, пĕлÿ çăлкуçĕ, канашçă-юлташ... Çаксене каланă хыççăн кăна тата «носитель инормации» теме те юрать.

Телепередачăра пĕр психолог калани пуçран тухмасть. Пĕчĕк ачана чи хăратаканни пĕчченлĕх туйăмĕ пулса тăрать иккен. Çавăнпа ача кирек хăш самантра та тăр пĕччен тăрса юласран хăранипе юратнă теттесене хăйĕнчен хăвармасть. Алăри ача çывăрса кайсан та пĕр тытнă теттене пăрахманнине пурте асăрханă пулĕ тетĕп. Çав психолог вулама-çырма пĕлменскерсене те тетте кĕнеке тыттарма сĕнет. Килĕшесех килет ман унпа.

Пĕчченлĕх туйăмĕ мăн çынна та хăратсах тăрать. Уйрăм-уйрăм çынсемсĕр пуçне эпир пурте çын кĕтĕвĕнче пурăнма хăнăхнă. Пирĕншĕн чи хакли тăванлăх туйăмĕ пулса тăрать. Çак лару-тăрура кĕнекен те хăйĕн ĕмĕрхи вырăнĕ пур. Вăл пирĕншĕн нихçан сутми, нихçан улталами юлташ шутланать. Унпа куçа-куçăн юлсан вăхăт иртни-туни те сисĕнмест. Иртнĕ вăрçăран хăйсен савнийĕсене, мăшăрĕсене кĕтсе илеймен хĕрарăмсем Александр Артемьевăн «Салампине» алăран ямасăр вуланине пурте пĕлетпĕр. Пĕчченлĕх туйăмĕнчен хăпма кирлĕ пулнă вĕсене ку кĕнеке.

Илемлĕ литературăн тепĕр ырă ĕçне те манса хăварар мар-ха. Çыннăн пуç мимине те хăнăхтарусем кирлĕ иккен. Альцгеймер чирĕ текенни те хăратать хăнăхтарсах тăракан мимесем çумне çулăхма. Миме хăнăхтарăвĕсем вара _ вулав, вулав, вулав...

Витализ Захаров писатель пĕр сăмаха калама юрататчĕ. Ачаллах пулла çÿреме вĕреннĕ çын усал ĕç тăваймасть тетчĕ. Эпĕ вара урăххине асăрханă. Кĕнеке вулакансем пуян чунлă, ырă кăмăллă, совĕçлĕ пулаççĕ.

Темиçе çул каялла Хусанта ушкăнланнă преступниксен «Хади Такташ» ятлă ушкăнне тĕрмене лартрĕç. Ушкăн пуçлăхĕ ачалла «Крестный отец» ятлă фильм курма юратнă. Ушкăнри çынсем, пуçлăхĕн тĕслĕхĕпе, мĕнпур тискерлĕхе фильм геройĕсенчен ÿкере-ÿкере илнĕ иккен. Кино курса усал ĕçе явăçнă тĕслĕхсем татах та пĕлетпĕр. Анчах кĕнеке вуласа çын пăсăлнă тенине пĕрре те илтме тÿр килмен.

Вулав - пусăрăнса та тĕплĕн тумалли ĕç. Ĕç вара çынна пăсмасть, çынна çын пулма кăна вĕрентет



"Хресчен сасси"
21 декабря 2006
00:00
Поделиться