Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Кĕнекепе – çĕнĕ çула

Раççей Федерацийĕн Пичетпе массăллă коммуникацисен тĕп агентстви пуçарнипе йĕркеленĕ «Кĕнекепе – Çĕнĕ çула» фестиваль Чăваш Ене килсе çитрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсем:

– ачасене кĕнеке юратма вĕрентесси;

– ачасен кĕнекепе информаци культурине аталантарасси;

– кĕнеке çыракансемпе, издательство ĕçченĕсемпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттересси.

2007 çула Раççейре вулав çулĕ тесе йышăннă май, çак фестивалĕн пĕлтерĕшĕ татах та ÿсет. Иртнĕ çулта çак фестивалĕн тĕп вырăнĕ Тверь хули пулнă пулсан, халĕ – Чăваш Ен.

55 тĕрлĕ халăх туслăн килĕштерсе пурăнакан Чăваш Ене ахальтен суйласа илмен. Çак нумай нациллĕ регион вырăс чĕлхипе литературине юратнипе палăрса тăрать.

«2006 çул – Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ» Указ та республика Президенчĕ Н.В.Федоров культурăна упраса тата сыхласа хăварас енĕпе патшалăх, муниципалитет тата обществăлла проектсене малалла аталантармаллине палăртрĕ.

«Çынсен шухăшлавне улăштармасăр, ăс-хакăлне упраса хăвармасăр тата ăна ÿстерсе пымасăр, вĕсен ăс-хакăл ÿсĕмĕсĕр пурлăх енĕпе малалла пысăк çитĕнÿсем тума çук! Çакăн пирки çĕр чăмăрĕ çинчи чи ăслă çынсем калаççĕ, этемлĕх çакна ăнланса илмесен цивилизаци пĕтесси патне илсе çитерме пултарать»,– палăртса хăварнă Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă «Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле» Çырура.

Çапла, ĕмĕрсен ăсĕ-халĕ, пуянлăхĕ Çырура упранса юлнă. Çак пурлăхпа усă курма ача-пăчана пĕчĕкрен вĕрентмелле. Кĕнеке вуласа ăс-тăн туптанать, тавракурăм аталанать, кĕнеке çитменнине çитерет, усалтан ырă, ăссăртан ăслă, хавшакран вăйлă пулма пулăшать.

«Кĕнекепе – Çĕнĕ çула» фестивалĕн йĕркелÿ комитечĕ тĕп мероприятисене раштавăн 18–23-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. Çак эрнере Чăваш Республикинче 100 ытла мероприяти пулса иртмелле. Фестиваль хăнисем республикăри 21 района тата тĕп хулари 60 шкула çитеççĕ. Çак тĕллевпе Чăваш Ене ача-пăча писателĕсем, поэтсем, «Клепа», «Самокат», «Веселые картинки» журнал ĕçченĕсем килсе çитĕç.

Çитĕннисем валли фестивалĕн уйрăм программине хатĕрленĕ. Мускаври «Пушкин библиотеки» фонд ача-пăчапа ĕçлекен библиотекăпа пĕрле тренинг ирттерет.

Фестиваль эрнинче кăçал ачасем валли çырнă чи лайăх кĕнекесемпе, журналсемпе паллашма пулать.

Хăнасем кашни тĕлпулу валли парнесем хатĕрленĕ. Шкулсем, библиотекăсем, ача-пăча çурчĕсем çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланĕç.



"Каçал Ен"
21 декабря 2006
00:00
Поделиться