Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики

Кĕнеке çулĕ умĕн

2006 çул вĕçĕнче «Кĕнекепе – Çĕнĕ çула» Раççей шайĕнчи фестиваль пирĕн республикăра иртесси пирки пĕлтернĕччĕ. Ку эрнене Чăваш Ен шăпах çак акцие халаллать...

2006 çул вĕçĕнче «Кĕнекепе – Çĕнĕ çула» Раççей шайĕнчи фестиваль пирĕн республикăра иртесси пирки пĕлтернĕччĕ. Ку эрнене Чăваш Ен шăпах çак акцие халаллать.

Фестивале халалласа ноябрĕн 20-мĕшĕнчен декабрĕн 23-мĕшĕччен ЧР Правительствипе массăллă коммуникаципе пичетĕн Федераллă агентстви пуçарнипе шкулсенче «Юлташ патне – çыру» конкурс ирттереççĕ. Унта вара пирĕн район ачисем те хутшăнчĕç. Анат-Кĕнер шкулĕнчи Илья Никитинпа Дарья Кузьминан (вĕрентекенĕ – В.С.Никитина), Кÿкеçри 1-мĕш номерлĕ шкулти Вера Васильеван (Н.Г.Пименова) ĕçĕсене республикăри комиссие тăратрĕç те ĕнтĕ.

Декабрĕн 21-мĕшĕнче Кÿкеçри шкул-интернатра вĕренекенсем Галина Белгалис çыравçăпа тĕл пулĕç. Çавăн пекех ялти пур модельлĕ библиотекăсенче «Костя Ника. Время Лета» фильм кăтартĕç.



"Тăван ен"
20 декабря 2006
00:00
Поделиться